Автан


Мухтанчăк автан


Çав автана куртăр-и?

Хĕп-хĕрлех ун пуç тури.

Уткалать картишĕнче

Мухтанса хур умĕнче.

Мухтанмалли пур вара:

Хурăн çук ун пек тура.

Ик автан


Икĕ пĕчĕк сар автан

Тытăннă вăрçма паян:

Эх, сăхаççĕ, эх, чаваççĕ

Пĕр-пĕрне куçран-пуçран.

 

Илтĕм те патак — пĕрне

Хăваларăм кил енне...

— Мĕн пустуй çапăçмалла?

Тус-юлташлă пулмалла.

Автансем


Вуникĕ алшăлли хĕр арчинче.

Вуникшер кун тĕрленĕ кашнине.

Автан тĕрри çав алшăлли çинче,

Халь-халь вĕçме çĕкленĕ çунатне.

 

Çĕр варринче тултан — автан сасси.

Çук, пулаймасть пуль хĕрĕн çыврасси.

 

Кама, кама кĕтет-ши вăл чунтан?

Кăшт тĕлĕрсен — ĕнен-ха тĕлĕке —

Çунат çапса çут арчари автан

Пĕр авăтать, тухасшăн ирĕке.

 

Ăçта çӳретĕн, каччă, çакă каç?

Сар хĕр арчи пĕр сансăр уçăлмасть.

Машăпа автан


— Куккурук-кук! мĕн тени?

Ыйтрĕ пĕчĕк Маша.

— Вăл пире ыр кун сунни,

Ăнлантарчĕ ашшĕ.

 

— Апла эпĕр те ăна

Ыр сунса илер-и? —

Маша хăй те автана:

— Куккурук-кук! — терĕ.

Автанпа ахах пĕрчи


Навус купи сапаласа

Тупать автан ахах пĕрчи.

«Мĕне валли ку япала?

Мĕскер унтан усси?!

Мĕнпур ухмах ăна ытла хаклать.

Ун вырăнне тупсан урпа пĕрчи

Эп ытларах савăнмалла:

Вăл хитре мар, анчах та тутăрах тĕшши».

.......................................

Хут пĕлмен çын ялан çапла:

Пĕлмест-тăк — уссăр япала.

 

Иван Крылов

Куçарнă: 2010, раштав, 21

Кушак


Пурăннă тет пĕр кушак. Кушакăн пĕччен пулнипе тус тупас килнĕ тет. Акă кушак тус тупма каять. Тĕл пулать тет автана: «Автан, эсĕ ăçта каятăн?» — тет кушак. — «Тус шырама», — тет автан. Кушакпа автан туслашаççĕ. Уйăх иртсен кушак автанран ыйтать тет: «Эсĕ мĕн тума пĕлетĕн?» — тет те, автанĕ калать: «Авăтма пĕлетĕп», — тет. Автан хытă авăтса ячĕ те, кушакăн хăлхи çурăлса кайрĕ тет.

Мана автан йыхăрать


Автан тус ирех тăрать,

Вара мана канăç çук.

Тапхăр-тапхăр кăшкăрать:

— Кил кар-ти-не тух, Ки-ру-ук!

Чăх мана кĕтме хушать

— Илемлĕ эс, самăр та,

Туса пар-ха çăмарта.

Вара кĕрпе парап вĕт...

— Кĕт-ха кăштах! Кĕт-кĕт-кĕт!