Тикаш


Ял вырăнĕсем тата йăли-йĕркисем


Халăхран вĕренмелли вара сахал мар. Тикаш халăхĕ мĕн ĕлĕкрен хастар пулнă. Ирех тăрса вăрмана кайнă. Вĕсем сунара, пулла çӳренĕ. Çырла, мăйăр, кăмпа татнă. Хăмла татнă, пыл пухнă. Хупа сӳсе мунчала туна. Ку йала–йĕрке хăш–пĕр килте паянхи кунччен те упранса юлнă. Мунчалана Куславккана илсе кайнă, унтан вара шăрпăк, тăвар илсе килнĕ. Ялта ХIХ ĕмĕр вĕçĕчченех улăмпа витнĕ хура пӳртсем пулнă. 2-3 çемйене пĕр мунча пулнă. Краççинпа усă курма пуçличчен хăйăсем çутнă. Сĕрĕмĕ сахалтарах тухтăр тесе вĕсене çăкапа ăвăсран хатĕрленĕ. Хăйă çуннă вăхăтра арçынсем çăпата хуçнă, хĕрарăмсем — тĕрленĕ, çыхнă.

Хĕллехи вăхăтра çамрăксем улах ларнă.

Çуркунне улăха тухса вăйăсем вылянă. Вĕсенчен пĕри — «Çерем пăсса вир акрăм».

…Çуркуннехи вăхăтра кĕтӳ кăларасси — пысăк ĕçсенчен пĕри пулнă. Пĕрремĕш кунĕнче выльăхсене хăваласа вăрман патнех çитнĕ. Каялла килне чух никам патне кĕмесер тӳрех киле килнĕ. Киле килмесен выльăхсем киле таврăнмаççĕ тенĕ.

Çăварни ирттересси те тикашсен йăли–йĕркинче пулнă. Çăварни пĕр эрнене пынă. Пĕрремĕш кунне Тушкиле кайнă, юлашки кунĕнче вара тушкилсем Тикаша килнĕ. Ку ялсем туслă пурăннă. Хальхи вăхăтра та вĕсем пĕр–пĕрин патне ял уявĕсенче çӳреççĕ. Шкул ачисем те хăйсем хушшинче тĕрлĕ ăмăртусем ирттереççĕ.

Малалла

Тикаш пуçланни


Кĕтне хĕрринчен инçех мар

Вырнаçнă ман ялăм — Тикаш.

Нумайăшĕ илтнĕ паллах,

Пуçланнă тахçан авалах.

 

Пуçланă яла ик тăван:

Тӳмпек те ун пиччĕш — Тикаш.

«Пукуй» текен вăрттăн урам…

Унта йывăçсем халь кашлаç.

 

Каçхи вăхăтра лашасем

Çӳренĕ вăрман çумĕнче.

Тӳмпек те Тикаш каçсерен

Кăларнă çиме вĕсене.

 

Тӳмпекĕн лаши ырханкка,

«Мĕн пулнă санпа, тупата?..»

Çапла тарăхса вăл тухать,

Каçпа лашине хай сыхлать.

 

Пĕр «маймăл» пырать лашипе

Мĕн–пур вăйĕнчен чуптарать

Тӳмпек усалтан тĕлĕнсе

Ăна сĕтĕрсе антарать.

 

Тем чухлĕ инкек–синкекне

Çак «маймăл» ярать ун çине.

Кун хыççăн тӳсме çуккипе

Ялтан вăл каять çемьипе.

 

Тăванĕ Тикаш пурăнать

Кунтах хăй йăхне вăл тăсать.

Ял ячĕ «Тикаш» çакăнтан,

Çак паттăр çынран пуçланать.

 

Мĕн чухлĕ шыв-шур унтанпа

Юхать те юхать шавласа.

Кĕле те васкать Сăхăта

Кĕтне-çке туртать Атăла.

Малалла