Каçару


Каçарсам


Хамах пуль пултăм айăплă, савниçĕм.

Тен, пĕлеймерĕм юратма, каçар!

Пултараймарăм тивертме, тен, çиçĕм

Сан чĕрӳне... каçар мана, каçар!

 

Каçар мана ытла йăваш пулнишĕн.

Тен, уçаймарăм вăхăтра чуна?

Улах чухне те вăтанса тăнишĕн

Эс каçарсам, юратăвăм, мана!

 

Тулли телей урăххипе сунатăп,

Утас çулна эп пӳлмĕп нихăçан!

Чĕрем тапнă чухне пĕрех çунатăп

Сан ятупах! Эс асăмра ялан!

 

Каçар мана. Каçар. Эп йăлăнатăп.

Чунпа туятăп, тавăрма май çук...

Паян кунччен те тĕлĕкре куратăп:

Çутă сăнна манма-çке вăйăм çук.

Çеçпĕл: юлашки каç


Манми тăванăмсем, каçарăр,

Манми чун варлисем, каçарăр, —

Каятăп таврăнми.

 

Сас пулчĕ тăвăнчăк, каçарăр,

Çул пулчĕ пăрăнчăк, каçарăр, —

Каятăп таврăнми.

 

Айван çуратнăшăн каçарăр,

Çынна юратнăшăн каçарăр, —

Каятăп таврăнми.

 

Хаяр сунманшăн та каçарăр,

Пуйма çунманшăн та каçарăр, —

Каятăп таврăнми.

 

Савса ĕлкĕреймен, каçарăр,

Çырса ĕлкĕреймен, каçарăр, —

Каятăп таврăнми...

Каçар мана!


Каçар мана, каçар, савниçĕм!

Пулманшăн юнашар паян.

Сана асра тытма хăйнишĕн...

Курнишĕн тĕлĕкре ялан!

 

Каçар мана йăваш пулнишĕн,

Пĕлменшĕн юрату вăйне.

Сăпайлăн именсе тăнишĕн

Хăюллăрах пулас чухне!

 

Каçар мана ун чух пĕлменшĕн

Чăн юрату хăватлăхне!

Урăххинне çулне пӳлменшĕн,

Туйманшăн ун каварлăхне!

 

Каçар мана! Каçар, савниçĕм!

Манман пуль! Каçарсам мана!

Чун-чĕремре кăвар чĕртнишĕн

Тавтапуçах, савни, сана!

Каçар...


Каçар мана, пуриншĕн те каçар,

Хăвна тĕл пулнишĕн каçар.

Сан çул çине тăнишĕн,

Хăвна савнишĕн те каçар.

 

Каçар, халь ху пĕччен юлнишĕн,

Эс шăплăхра асапланнишĕн.

Иксĕмер утнă сукмак çине

Халь никам та çӳременнишĕн.

 

Каçар мана — аякка тухса кайнишĕн,

Пурнăçăма урăххипе çыхнишĕн.

Каçар... хам телейпе çиçнĕ чухне

Сан юратăвна туйманшăн.