Ан юрла, ан юрла, сарă кайăк...
Ан юрла, ан юрла, сарă кайăк,
Эп пĕлетĕп вĕри асапна.
Пĕлтĕрхи ăшă çу пулнă савăк,
Унтанпах эс курман лăш кунна.
Пӳлĕмре, читлĕхре, мăшăру сан,
Те кĕресшĕн-ши пултăн ватса...
Умăнти кантăка çапăнсассăн,
Ик куçу та сан юхрĕ шăтса.
Юрлаян-ши вара, сарă кайăк?
Кам пĕлмест — сан сассу лайăхах.
Эп вара — итлейместĕп, чĕр тамăк!
Эпĕ куртăм-çке, куртăм йăлтах.
...Ĕшнере кайăксем, ав, юрлаççĕ —
Хурланни, савăнни — пĕр сассах.
Шурă-шурă акăшсем
Шурă-шурă акăшсем
Тӳпене çĕкленнĕçем
Акăш пек ачаш саспа
Эп калатăп сан ятна,
Мамăк пек çунатăмпа
Эп вĕçетĕп сан патна,
Савниçĕм.
Çăлтăр куçлă чечексем
Ыйхăран вăраннăçем
Чечекле чеченлĕхпе
Эп калатăп сан ятна,
Çамрăк çĕмĕрт çеçки пек
Сĕртĕнетĕп кантăкна,
Савниçĕм.
Пахчари сар кайăксем
Юррине пуçланăçем
Сарă кайăк чĕлхипе
Эп калатăп сан ятна,
Сар хĕвел пек чĕрӳпе
Ăнланан-ши эс мана,
Савниçĕм?
«Сан çинчен ĕмĕтленсе çитрĕм эп тĕнче хĕрне...»
Сан çинчен ĕмĕтленсе çитрĕм эп тĕнче хĕрне,
Хĕçпе çапнă пекех лекрĕ уйрăлу ман чĕрене.
Саншăн саванăç кăна ку, саншăн вăйă ку, илем,
Çак терте тек чăтаймастăп, пурнăç çук, выртса вилем.
Хуйхă çулĕ кăна пулчĕ сан патна утса çитни
Чăтма çук-çке пысăк терт ку — сана вĕçĕмсĕр кĕтни.
Тыткăнран хăтăлнă кайăк урăх тыткăç шырас çук
Тӳпене вĕçсе хăпарĕ ирĕкре çӳренĕ чух.
Сан çинчен тек шухăшламăп, çӳрĕп эпĕ ирĕкре,
Анчах пурпĕр эс, савниçĕм, пурнăн ĕмĕр чĕрере.
Кайăк чĕлхи
Эпĕ кĕреçе аври тума юрăхлă йывăç шыраса ансăр сукмакпа пыратăп. Унччен те пулмарĕ, ман умах пилеш кайăкĕ вĕçсе тухрĕ, шĕшкĕ туратти çине самантлăха ларса хурлăхлăн чĕвĕлтетсе илчĕ. Эпĕ, ун-кун шутламасăрах, хам çулпа малалла утрăм. Пилеш кайăкĕ каллех ман ума вĕçсе тухрĕ, çывăхах пырса ларчĕ, чуна тивмелле хурлăхлăн çуйхашрĕ.
Эпĕ çаплах ним те ăнланмарăм. Ара, кайăк чĕлхине ăçтан пĕлес-ха ман?
Пĕр-икĕ утăм та тăваймарăм, пилеш кайăкĕ каллех ман ума тухса ларчĕ, турат çинчен турат çине канăçсăррăн, вĕттĕн-вĕттĕн сиккелерĕ.
Эпĕ тем ырă маррине сиссе пилеш кайăкĕ патнелле утрăм. Вăл шалалла кăштах вĕçсе кĕчĕ те каллех турат çине ларчĕ, хурлăхлăн тархасласах тем ыйтса чĕвĕлтетрĕ. Эпĕ пилеш кайăкĕнчен юлмасăр утса пытăм.
Часах хайхи, пушшех вĕткеленме тытăннăскер, пĕр лапсăркка тĕм тавра вĕçе пуçларĕ.
Эпĕ çав йывăçа тимлĕн сăнарăм. Сасартăк тем чăштăртатни илтĕнсе кайрĕ. Хурăн пуçлă çĕлен иккен. Вăл пуçне тăратнă та тĕм çине çавăрнă кайăк йăви патнелле шуса хăпарать. Мĕн тумаллине çийĕнчех тавçăрса илтĕм. Çĕлене ярса тытма мана йывăрах пулмарĕ.
Пилеш кайăкĕ тав тунă евĕр савăнăçлăн чĕвĕлтетме тапратрĕ, йăви патнех пырса ларчĕ. Çаврака та çемçе йăваран сап-сарă пуçлă чĕпсем тăваттăн-пиллĕкĕн курăнчĕç. Вĕсем амăшĕнчен апат ыйтса çăварĕсене пĕр харăссăн карса ячĕç.
Тупмалли
Сайта кĕр
Шырав
Çыравçăсем
- Çеçпĕл Мишши (26)
- Çемен Элкер (38)
- Александр Артемьев (12)
- Алексей Воробьев (160)
- Ваççа Аниççи (6)
- Валем Ахун (29)
- Геннадий Юмарт (90)
- Денис Гордеев (22)
- Иван Мучи (71)
- Илле Тăхти (81)
- Илле Тукташ (17)
- Илпек Микулайĕ (2)
- Константин Иванов (12)
- Куçма Турхан (3)
- Леонид Агаков (13)
- Любовь Мартьянова (186)
- Мария Ухсай (3)
- Митта Ваçлейĕ (21)
- Николай Теветкел (139)
- Николай Шупуççынни (21)
- Пайтул (9)
- Петĕр Хусанкай (41)
- Петĕр Ялгир (118)
- Светлана Асамат (24)
- Трубина Мархви (25)
- Хветĕр Уяр (4)
- Эмине (7)
- Юрий Скворцов (39)
- Юхма Мишши (240)
- Яков Ухсай (14)
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...