Кимĕ


Кĕсменсĕр кимĕ юхрĕ...


Кĕсменсĕр кимĕ юхрĕ

Каласа пĕтереймен сăмах пек,

Ĕненме пăрахнă этем пек,

Хăравçă кулă пек.

 

Нихçан каялла таврăнми,

Курăни-курăнми,

Никама пулăшма хăяйми

Кĕсменсĕр кимĕ юхрĕ.

 

Пурнăç пек шавлакан, пăтранан тинĕсре

Кĕсменсĕр кимĕ уссăр юхрĕ.

Пуласчĕ пурнăçра буксир пек ман


Çăп-çăмăл парăс карнă пĕчĕк кимĕ

Шăвать хуллен хура хум çийĕпе.

Çăкалăх витĕр уйăх пайăрки-мĕн

Тĕл-тĕллĕн кĕнĕ шăтарса йĕп пек.

 

Çыр хĕрринче тăраççĕ икĕ чăрăш,

Пире кĕтсе илеççĕ тейĕн çав.

Ху кĕсменне çеç авăсмасăр тăр кăшт —

Сан киммӳнтен юлас çук пĕр çункав.

 

Хаяр Иртыш лăпланасса кĕтмесĕр

Туртса хăпарчĕ сулăсем буксир.

Çулран шав пăрăнсассăн, киммĕм, эсĕ

Çак хумсене касаймăн сийĕн-си.

 

Хур тĕкĕ евĕр вĕçсĕр чӳхенетĕн,

Сикетĕн ывтăнас пек шыв çинче.

Сана шанса тăрсан çын пур хĕне те

Лекме пултарĕ çиллĕ кунсенче.

 

Эп парăслă шур кимĕ пек пулмастăп,

Юхса каймастăп шыва май нихçан.

Хумсем çапсан та —

пăрăнса тăмастăп,

Пуласчĕ пурнăçра буксир пек ман!