Пушар


Çуллахи ĕç çинчи вут-кăвар


Ачаш ача пуç кăшлать,

Тăп тытни усă тăвать.

 

Çулла хĕвел ир тухать,

Кантăрлапа хыт шартать.

Çумăр час-часах пулмасан

Йывăç симĕссĕн курнан

Кăшăркама пуçланать.

Сарай çинчен типсе ка[я]ть

Ул[ă]мран тунă çивитти,

Тусанланать çул питти.

Çуркуннехи симĕс курăк

Типсе каять темскер пек:

Ура айĕнче шатăр! тет,

Ăна сысна кăшламасть.

Хĕвел ларсассăн хĕрелсе,

Тепĕр кунне ирпеле

Сывлăм ӳкет самаях,

Анчах типсе ка[я]ть часах.

Сывлăм типсе пĕтиччен

Утă çулса пăрахасшăн

Тухса кайрĕç мăннисем —

Хулпуççинче çависем.

Вĕсем хăварнă килсене

Карчăксемпе ачасене.

Сывлăм типсе пĕтсессĕн,

Таврăнаççĕ çулмаран.

Утă пуçтарса пĕтерсен,

Нумай та иртмест — ялран

Тухса каççĕ тыр вырма —

Тар тунине пуçтарма.

Ун чухне вара ачсене

Сахал хвараççĕ килсене,

Вилме патне çитнисем

Тата юлаççĕ суккăрсем.

Анчах пĕчик пĕр пӳртре

Малалла

Нăрваш чирки çунни


Шавланă-кĕрленĕ

Чирĕк хĕлхемĕ,

Çулăмран тухнă тĕтĕм

Аяккалла кайнă сĕрĕм.

Нăрваш халăх

Тăлăх халăх

Пăхса тăрать,

Тĕлĕнет:

«Мĕнрен тухнă?» — теççĕ,

Никам та каламаççĕ.

Çапла халăх

Ним тумасăрах

Пăхса тăрса

Çунтарса янă

Чирĕке.

Пушар автонĕ


«Уксах лаша» клуб пуррине

Эпир илтменччĕ.

Паян вăл пирĕн чĕрене

Кĕрсе тĕпленчĕ.

 

Çапла. Вăп пĕтĕм Раççее

Кисретрĕ хыттăн.

Такам пур тĕпсĕр кĕсйине

Чикесшĕн ылтăн.

 

Сиксе тухать унта-кунта

Пушар автанĕ.

Ахальтен мар ку, тупата,

Тӳр çын ăнланĕ.

 

Фронтри çар сводки пек паян

Илтсе тăратпăр.

Кунран кун эпĕр санпалан

Пăшăрханатпăр.

 

Пандора ещĕкне тытса

Çук хупаканĕ.

Çавăнпала сикет тухса

Пушар автанĕ.