Тĕрĕ


Кĕрӳ тутри


I

Эрнене яхăн ĕнтĕ кĕркунне умĕнхи лăпкăран та лăпкă çанталăк тăрать. Ăшă çумăр çуса иртет те, хĕвел йăл кулса ярать. Сывлăш калама çук уçă, урама тухсан, пӳрте кĕрес килмест. Каç пулсан вара уйрăмах хаваслă, çăлтăрсем тĕттĕм кăвак тӳпере илĕртӳллĕн çиçеççĕ, таçтан аякран, вăрманпа сăрт хыçĕнчен, çурла уйăх тухса çутатма тытăнать. Çак илеме ытараймасăр пĕр каччăпа виçĕ хĕр эртел хапхи умне çитиех шавлăн калаçса пычĕç. Вĕсем кино курса таврăнатчĕç. Калаçса вара кинокартинă çинчен мар, пачах урăххи пирки сăмах хускатнăччĕ.

— Халĕ вĕсем Атăла саламласа иртеççĕ пуль, — терĕ тĕреклĕ те вăйлă хул-çурăмлă каччи.

— Хĕрсем, сирĕн шухăшпа мĕнле! — ыйтрĕ хăй çавăнтах.

— Пĕтĕм тĕнчене саламлаççĕ вĕсем. Çавăнпа пĕрлех — пирĕн Атăла та, — пысăк хура куçне савăнăçлă йăлкăштарса хуравларĕ хĕрсенчен пĕри, йăрăс пӳпли, тĕрĕ ăстисен эртелĕнче Анкка тесе чĕнекенскерри. Пуçне кăлт çĕклесе пăхнă хушăра вăл чечеклĕ пурçăн тутăрне тӳрлетсе çыхрĕ те, тăпăл-тăпăл пит-куçĕ ун тата çамрăкрах туйăнса кайрĕ. Каччă паçăртанпах ун еннелле куç ывăткаласа пыратчĕ. Вăл çийĕнчех сăмах тупайманнипе пӳрни сыпăкĕсене шăлтлаттаркаланă вăхăтра хĕр хулăнрах та янăравлă сассипе тата ак çапла каларĕ:

Малалла

«Çап-çут хĕвел пайăркисем тĕрлеççĕ тĕрĕ...»


Çап-çут хĕвел пайăркисем тĕрлеççĕ тĕрĕ

Çап-çаврака таса шыв тĕкĕрĕ çине.

Çак тĕррĕн варринче выртать пĕр кĕмĕл çĕрĕ,

Ăна илсе ман парнелесчĕ савнине.

 

Ялтăртатать, чĕнет мана çав ялкăш çĕрĕ,

Ăна парнелесессĕн савăнĕ савни;

Ман паталла ишет вăл, калăн — чĕрĕ,

Часрах илес, кун пек чух кирлĕ васкани.

 

Сасартăк сӳнчĕ çут хĕвел, çухалчĕ тĕрĕ, —

Тем тĕрлĕ пĕлĕтсем хупларĕç тӳпене.

Шыв çийĕнче ишмест халь нимле çĕрĕ,

Савăнтарса пулмарĕ чунăм савнине.

 

Никамшăн та пулмасть çав янтă савнăç,

Телей те ĕçлемесĕр тупăнмасть.

Туман ĕçсемшĕн халăхра мухтамĕç,

Пакăлтатни кăна телей çулне уçмасть.

 

20-21.04.2007

Учик тĕрри


Чӳрече çинче çĕн ир,

Хĕл Мучи тĕрленĕ тĕрĕ.

Акăш-макăш пас вăрманĕ.

Йĕлтĕр йĕрĕ, шур упа...

Йăл та ял çунать çак тĕрĕ,

Пурпĕрех ун çук ăшши.

 

Шур хир евĕр пир çине

Пăр ĕнчи пек йĕппеле

Юрласа тĕрлет Учик,

Ӳкерет вăл çав тĕрре.

 

Мĕн çинчен юрлать пике? —

Инçетри савни çинчен.

Илсе кайрĕ йĕлтĕр йĕрĕ

Тусăма пас вăрманне.

Мĕкĕрет унта упа,

Шур упа — шур çил-тăман.

 

Ăнăçпа килсе çитме

Такăр çул тĕрлет Учик.

Курăр-ха, тĕрри чĕп-чĕрĕ,

Ăшăтса ярать чуна,

Шанчăка кӳрет хĕлхем.

Калăр, мĕншĕн вăл çапла?

 

...Чӳрече йĕме пуçлать, —

Куçрĕ пир çине тĕрри ун.