Хыр


Хыр йĕпписем


Кĕрхи хĕвелĕн шевлисем

Çӳл тӳперен юхса анаççĕ.

Хĕл умĕн ăвăс çулçисем

Çĕре укçа пек тăкăнаççĕ.

 

Пăхатăп çӳллĕ хыр çине:

Ун йĕпписем сивве туймаççĕ.

Вĕсем чĕр хыр вуллисене

Хĕл каçипех шăнма памаççĕ.

Вăрманти çумăр


Çинçе ураллă çумăр тăпăр-тăпăр,

Тиха пек,

Вăрманта тĕпĕртетет.

Çăвар тулли шыв сыпнă пек хырлăх

шăпăрт.

Ав, çĕмĕрт çеç,

Çӳçеннĕскер, чĕтрет.

Хыр лăссисем çинче йăлтăртатаççĕ

Хăлха çакки пек шыв тумламĕсем.

Ăна татса илесшĕн кармашаççĕ,

Аллисене тăсса,

Шур чечексем.

Тураттине çунат пек сарчĕ чăрăш, —

Кăркка ами пек ларчĕ хутланса.

Пусарăм чĕпписем пек,

Ушкăн кăрăç

Ун хӳттине вырнаçрĕ хуçланса.

Мартри хырсем


Сирень чĕтрерĕ илчĕ тĕмĕпех.

Хĕвел черкки çине пăхать пек хурăн.

Йăмра шавлать, хавас.

Ку пĕтĕмпех

халь пуçланас çемье уявĕ пулнăн.

 

Чĕнмен хăна пек вырăнсăр хырсем,

эсир пурри çинчен çанталăк маннă. —

Çак пурнăç çăтмахне вăйпа кĕрсе,

ăçтан-ха ун савăнăçне ăнланăн!