Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 -9.7 °C
Наши добрые качества больше вредят нам в жизни, чем дурные. (Л. Толстой)
 

Ad

Blog Updates

Ханттар, алпастӑ...

  31.07.2009 13:11 | 4433 views
Паян «Таната» романӑн тата виҫӗ пайне кӗртрӗм: «Каҫҫан пичче», «Ҫӗрлехи ӗҫ», «Шахрун», «Вӗчӗ».
«Шахрун» пайӗнче вара чӑваш кӑмӑлне лайӑх уҫса пана пек туйӑнчӗ. Пӗлетӗр пулӗ чӑваш йӑваш тесе калани пирки. Теприсем хушса хураҫҫӗ — ытла иртӗхсен, мӑшкӑласан — вӑл та маххӑ парас ҫук. Кунта та Шахрун йӑхне ял халӑхӗ чӑтнӑ-чӑтнӑ та кайран вара ҫавах та вата-вата ялтан кӑларса янӑ.

More...

 
[Comments (2)]

Ылтӑнпала ылтӑн пӗрлешмеҫҫӗ...

  26.07.2009 12:06 | 4885 views
Паян наци радиовӗпе Василий Раймов (ятне эфир программинчен илтӗм) юрӑҫпа ирттернӗ калаҫӑва итлерӗм. Сӑмах «Ылтӑнпала ылтӑн пӗрлешмеҫҫӗ...» юрӑ пирки куҫсан тимлесе итлеме пикентӗм — ку юрӑ мана тахҫанах килӗшет, кашни итлемессерен тенӗ пекех чуна пӑлхатса илет. Малтан эп ку юрӑн сӑмахӗсем халӑхӑн пулӗ тесеччӗ, Василий Раймов вара сӑввине хайлаканне те, кӗввине кӗвелекенне те пӗлтерчӗ — Валентина Тарават сӑввине ҫырнӑ, Олег Кайкӑр — кӗввине.

Юррине ярса параҫҫӗ пулӗ тесех тимлесе итлерӗм. Ярса пачӗҫ. Шел те, Василий Раймов юрланине ҫырса илеймерӗм — вара сирӗн те танлаштарса пӑхма май пулӗччӗ.

More...

 

«Таната». «Ирхи калаҫу»

  16.07.2009 19:14 | 4403 views
Иккӗмеш пай тарин ҫитрӗм. Паян икӗ главаран кая мар кӗртесшӗнччӗ те... пулмарӗ курӑнать. Пӗр страници ман лайӑх ҫапӑнман — пӗр саспаллине те уйӑрса илме май ҫук. Ҫавна май «Ирхи калаҫӑва» ҫеҫ кӗртрӗм. Ыран тен мана вӑл страницӑна ярса парӗҫ... — вара малалла кӗртме тытӑнӑп. Хальлӗхе ҫак сӑмахсемпе тата сӑмахҫаврӑнӑшӗсемпе паллашма сӗнетӗп:

кусар — пысӑк ҫӗҫӗ. Кусарпа хыра-хыра тасатнӑ сӗтел ҫинче.
чара — йывӑҫ чашӑк;
тинке кӑлар — измучить, замучить. Паҫа (хӗр ячӗ!

More...

 

Авалхи пӑлхар хулисем тӑрӑх (шухӑшлавсем)

  14.07.2009 11:49 | 4520 views
Маларах пӗлтерсеччӗ ӗнтӗ, утӑн 5-11-мӗшӗсенче, чӑвашсен паллӑ вырӑнӗсене кайса курма тӳр килчӗ. Куншӑн ман ҫак ҫулҫӳреве йӗркелекен Олег Михайлович Цыпленкова тата ыттисене та тав сӑмахӗ калас килет. Уйрӑмах, Алина Студенцовӑна тав сӑмахӗ калас килет — вӑл сайтра пӗлтерӳ ҫакса хуман пулсан тахҫанах кайса курас ӗмӗте пурнӑҫлаймастӑмччӗ те пулӗ.

More...

 
[Comments (4)]

Налук пайӗ пӗчӗк?

  29.06.2009 17:00 | 4354 views
http://www.lenta.ru/articles/2009/06/29/expats/
... В числе причин, по которым иностранцы считают Россию наиболее выгодным местом для работы, респонденты HSBC назвали низкий, по сравнению с другими странами, уровень подоходного налога, ... . Для сравнения, подоходный налог в России составляет 13 процентов, в то время как в Венгрии он равен 36 процентам, в Германии достигает 45 процентов, в Австралии - 47 процентов, а в Швеции - 56 процентов....

Раҫҫейре мӗншӗн пӗчӗк-ха? Ман шутпа хуравӗ — халӑха тӳлекен шалура.

More...

 

Пӗлтерӳ

  20.06.2009 23:47 | Edit | Delete | 5265 views

Утӑ уйӑхӗн 5-12 - мӗшӗсенче чӑваш халӑхӗн паллӑ вырӑнӗсене ҫитсе курма чӗнетпӗр.
Пирӗн маршрут: Шупашкар – Чӗмпӗр – Самар облаҫӗ – Пушкӑрт Республики – Тутар Республики– Хусан – Шупашкар.
Телефон: 8-927-667-93-23
«Сӑвар» пӗрлешӳ
 
[Comments (10)]

Живой язык

  18.06.2009 01:21 | Edit | Delete | 13564 views
Человеческие качества - не зависят от того, знаешь ли ты чувашский язык: можно быть вообще немым, как в сюрреалистическом фильме, но быть нормальным человеком (в деле, в чувствах).
Мне бесконечно удивительно, когда вроде бы взрослые люди, начинают заниматься каким-то убогим фетишизмом, и полагать (или внушать себе?) что знание какого-то языка им что-то даст и как-то изменит их жизнь.
Это равносильно тому, как если бы Вы любовались на свою фотографию в молодости, а своё настоящее тело - запустили: спивались бы, уродовали себя...
Язык сам по себе, это такая же формальность, как фото.

More...

 
[Comments (30)]

Чухӑн Ермолаев

  17.06.2009 20:28 | 4647 views
Пӗлеттӗр, ӗнтӗ, ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче хаҫат-журналсем В.В. Путин Пикалево хулине ҫитсе Олег Дерипаскӑна ятлани ҫинчен ҫырнӑччӗ. Хулари предприятисенче укҫа тӳлеменрен ҫынсем малтан мэрине кӗрсе унти ларӑва ирттерме чӑрмантарнӑ, кайран вара Вологда — Ҫӗн Ладога федераллӑ трассӑна та хупласа хунӑ. Укҫа ҫук-тӑк мӗн тӑвӑн ӗнтӗ? Хырӑм ыйтать... Тата укҫасӑр чурасем кӑна ӗҫлеҫҫӗ — Пикалевӑрисем вара хӑйсене чурасен шайӗнче курасшӑн пулман вара. Путин килнӗ те Дерипаскӑна та пҫерккӑ панӑ (Lenta.ru лешӗ хӑйне читлӗхе лекнӗ мӗскӗн кайӑк пекех туйнӑ тесе ҫырать), хула ҫыннисем валли те укҫа тупса (укҫи налук тӳлекенсен ӗнтӗ, предприятийӗсен /Дерипаскӑн аллинче/ укҫи ҫук.

More...

 
[Comments (1)]

18/06 яла каятӑп. каялла 21/06 шупашкарк кӗмесӗр

  17.06.2009 01:09 | 5793 views
18/06 яла каятӑп. каялла 21/06 шупашкарк кӗмесӗр
 
[Comments (2)]

О_о

  10.06.2009 19:17 | Edit | Delete | 3838 views
Пурнетӗ салам!!!
 
Pages: 1, ... 314, 315, 316, 317, 318, [319], 320, 321, 322, 323, 324, ... 382
Orphus

Banners

Counters

0 Flood Chat