ЦИТАТА: Оплата услуг адвоката не может находиться в зависимости от результата по делу (см. Постановление Конституционного Суда РФ от 23.01.2007 № 1-П ''По делу о проверке конституционности положений пункта 1 статьи 779 и пункта 1 статьи 781 Гражданского кодекса Российской Федерации в связи с жалобами общества с ограниченной ответственностью ''Агентство корпоративной безопасности'' и гражданина В.В. Макеева''). Конституционный Суд проверял конституционность института ''гонорара успеха''.
Ӗлкӗртӗмӗр.Кая юлса пулин те ҫитрӗмӗр.Хулапа киленсе ҫӳреме вӑхӑт юлмарӗ. Яла ҫӳрекен автобус ир ӳинче те килмерӗ, каҫхине те каймарӗ.- " Мӗн тума ухмахланса шӑнса ҫӳретӗн-ши?"-тесе ыйтаҫҫӗ манран.-"Хам хыҫҫӑн Ҫӗр ҫинче ырӑ ят хӑварма!"Фантази конкурсне класри 8 ачана та хутшӑнтартӑм, иккӗшӗ иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене тивӗҫрӗҫ,класпа пӗрле ҫырни - электронлӑ сасӑлавра малти вырӑн йышӑнчӗ! Чыслав кӑмӑла кайрӗ. парне хуҫисене пурне те, уйрӑмах Николай Плотникова,чунтан тав сӑмахӗ калас килет. 2009-мӗш ҫулта ирттерекен конкурс пирки шутлама пуҫларӑмӑр та ӗнтӗ.
Эх... Шупашкара киличчен килменни лайӑхрах пулӗ. Ытла та чуна ыраттарать-ҫке. Эрнекун Республика лапамне лакрӗм те... Мӗн курӗ унта чӑваш? Пысӑк саспаллисемпе "С НОВЫМ ГОДОМ!" тесе ҫырса хунӑ. Чӑваш тӗсӗсем те ҫук! Шурӑ, кӑвак, хӗрлӗ. Раҫҫей ҫӗрӗ ӗнтӗ! Чӑваш чӗлхи пирки мӑнаҫлӑн калаҫма пуҫласан тӳрех "националист" тесе калаҫҫӗ, судпа айӑплама та пултараҫҫӗ. Кунта вара тепӗр халӑх чунне ыраттараҫҫӗ — хӑнк та тумаҫҫӗ. Вӗрентӳ министерствине кӗме лекрӗ — алӑк ҫине ниӑҫта та чӑвашла ҫырса ҫапнине курмарӑм — йӑлт вырӑсла. Калаҫма таҫта та вырӑсла ҫеҫ калаҫаҫҫӗ.
Чӑваш Енре чӑваш наци радионе тума хатӗрленеҫҫӗ тет-и?... Ку радиостанци 60% чӑвашла, 35% вырӑсла тата 5% тутарла ӗҫлемелле тет. 2009 ҫултан ӗҫлеме пуҫламалла тет. Пӗтӗм эфирӑн 60% аналитикӑллӑ-информациллӗ передачӑсем пулмалла тет, 40% — юрӑсемпе тултарӗҫ.
Хыпар ҫырса тӑма халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа та кунта та пулин пӗлтерем.
Случайно натолкнулся на сайт руководителя агрофирмы "Лидер". Предприятие интересно тем что в свое время стала жертвой рейдерского захвата и против директора фирмы было сфабриковано парочка уголовных дел. Эта история до сих пор не завершена.
Адрес: http://korupciya-edik.ucoz.ru/
Семинара кайса килтӗм Хусана. Виҫӗ кун хушшинче нумай япала курма май килчӗ. Анчах мана пуринчен ытла тутарла спектакль кайса курни асра тӑрса юлчӗ. "Хусан питшӑлийӗ" ятлӑскер. Пӗр хушӑ куҫарусӑр итлесе лартӑм. Май килнӗ таран мӗн ҫинчен сӑмах пынине ӑнланма тӑрӑшрӑм. Енчен те университетра чӗлхе уйрӑмлӑхӗсене вӗренмен пулсан, паллах, сюжета йӗрлеме пачах та пултараймастӑмччӗ пуль. Тутар чӗлхи чӑваш чӗлхинчен мӗнпе уйрӑлса тӑнине пӗлни самаях пулӑшать иккен!
Пурпӗрех наушник тӑхӑнма лекрӗ... Хӑвӑрт калаҫнӑ пирки ӑнланман вырӑнсем нумайланса кайрӗҫ, тутар сӑмахӗсене чӑвашлатса ӗлкӗрсе пыраймарӑм ниепле те.
РФ пуҫлӑхӗ кам пулни телеҫыхӑнуранах курӑнать. Ак, Медведевах илес — президент вырӑнне йышӑнма хатӗрленекен кандидат чухне ҫеҫ тухса калаҫрӗ. Халӗ вара калаҫмасть, ун вырӑнне пӗрремӗш министр калаҫать — Путин юлташ. Тӗрӗссипе пирӗн пуҫлӑх Путинах ҫав, Медведев мар.
//халӗ стенограммӑна вулатӑп та «Медведев» хушаматне асӑннине пӗрре те курмастӑп. :)