Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Посещать и слушать злых людей-это есть уже начало злого дела.(Конфуций)
 

Ad

Анисимова Ольга: Хальхи герой

Анисимова Ольга19.11.2012 20:2250185 views
Шупашкартан тӑван яла килтӗм - Кӗлӗмкасси ялне. Урамра хитре кирпӗчлӗ ҫурт умӗнче 92-ри Праски аппа ларать, пӗччен. Хӗвел ҫинче хӗртӗнме хам та юнашар пырса лартӑм. Тирпейлӗ тӑхӑннӑ, куҫлӑхсӑр вуласа ларать "Ҫӗнтерӳшӗн" хаҫата.
Мӗн пӗчӗкрен туслӑ эпӗ унпа. Вӑл маншӑн герой - Аслӑ Отечествӑ вӑрҫӑ ветеранӗ. Ялан вӑрҫӑ чухнехи самантсене каласа кӑтартать. "Мӗншӗн вӑрҫа тухса кайма шут тытрӑр хӗр пуҫпа? -ыйтрӑм Праски аппаран. "Тахҫантанпах кӑсӑклантаратчӗ мана ку ыйту.
"Повестка килчӗ те - кайрӑм"- терӗ кулянмасӑр. "Юнашар урамри юлташ хӗр патне те килчӗ, вӑл ури ҫине вӗри чей тӑкнипе юрӑхсӑр пулса каяймарӗ. Те юри тӑкнӑ,те юри мар...Шел пулин те манран нумай пурӑнаймарӗ".
Ҫак сӑмахсем чуна пырса тиврӗҫ. Пуҫра вара пӗр шухӑш ҫаврӑнса тӑчӗ - Темӗн тӗрлӗ самантра паттӑр та хӑюллӑ ҫын яланах хӑюллӑ тытать хӑйне. Хальхи пурнӑҫра ун пек ҫынна тен курман та эсир?
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (136)]

Comments:

Вихтăр // 1039.8.4424
2013.02.08 09:03
АванМАРТ вăл хастар-ха, пирĕн те АВАНМАР лауреачĕсене тупса пулăшмалла мар-и? Халăха пуçтарса парсан та вырăнлă пулмалла.
Agabazar // 1365.23.9090
2013.10.11 19:41
Agabazar
Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче чăвашлăхшăн кĕрешнĕ çынсенчен чылайăшĕ паян пирĕнпе çук:Авенир Петровский, Ипполит Агаков, Кирилл Кириллов, Борис Борлен, Пётр Муллин... Вăт эп паян çавсене аса илес тетĕп. Вăл шутра юпа уйăхĕ пулнине кура та. Кам вĕсем çинчен мĕн аваннине пĕлет, тен, аса илсе асăнĕç. Тен, урăх ятсене те аса илĕç.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.11 10:14
Хальхи АнтиГерой шутне Акасапара та кĕртме юрать.Хăй Паттăрла ĕçсем тунине темле ыйтсан та кăтартмасть, хотя бы пĕчĕк утăмсене те пулин кăтартсам,Акасапар! Партизан пекех тĕпсакайĕнче( в подполье) пытарса порнать.
Атнер // 3913.58.4645
2013.12.11 15:52
Акасапар кунта пулмасан эпир çывăрса кайма пултаратпăр.Виртуаллăскер пире аса илтерсех тăрать чăваш çĕр çинчен çухаласси пирки.Вăл каланă пек влаçрен кĕтсе ларсан улшăну пулассине.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.11 17:27
Акасапарăн кунта пулнисĕр пуçне кăшт Ĕçлĕрех сĕнÿсем парсан лайăх пулмалла пек.Хальхи герой шутне кĕреймест,паллах.
Владимир // 1484.93.3620
2013.12.11 20:12
чăвашăн ĕçме юрамăсть. Вырăс 2пин çул ытла ĕçет, чăваш 150 çул кăна.
Владимир // 1484.93.3620
2013.12.11 20:33
чăвашне мĕн кирлĕ ши?
Владимир // 3231.27.2664
2013.12.11 20:38
МЕН КИРЛЕ ШИ! ВЫРĂС ÇУМĕНЧЕ ЯПĂХ ИМ7
Тимӗр // 1613.8.4520
2013.12.11 21:28
Тен хăвăртрах вырăсланса каяр та пĕреххут ĕçĕ те пĕтĕ.Пирĕн пек мар вйлă халăхсем çухалнă.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.12.12 09:12
Çук-çук, пĕрлешсе-пăтрашăнса каймаспăр пуль-ха. Пирĕн ялав пур-ку Акасапар хăта. Вăл темле асар-писерлĕ, çил-тăманлă шартлама сивĕ çанталăкра та пире çул кăтартса пырать. Маттур,Акасапар!Только виртуальный çамрăксем валли,а эпир куçран пăхса итлеме хăнăхнă.

Pages: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, ... 14

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters