Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Власть, над которой безнаказанно глумятся, близка к гибели.(Бальзак)
 

Ad

Анисимова Ольга: Хальхи герой

Анисимова Ольга19.11.2012 20:2250187 views
Шупашкартан тӑван яла килтӗм - Кӗлӗмкасси ялне. Урамра хитре кирпӗчлӗ ҫурт умӗнче 92-ри Праски аппа ларать, пӗччен. Хӗвел ҫинче хӗртӗнме хам та юнашар пырса лартӑм. Тирпейлӗ тӑхӑннӑ, куҫлӑхсӑр вуласа ларать "Ҫӗнтерӳшӗн" хаҫата.
Мӗн пӗчӗкрен туслӑ эпӗ унпа. Вӑл маншӑн герой - Аслӑ Отечествӑ вӑрҫӑ ветеранӗ. Ялан вӑрҫӑ чухнехи самантсене каласа кӑтартать. "Мӗншӗн вӑрҫа тухса кайма шут тытрӑр хӗр пуҫпа? -ыйтрӑм Праски аппаран. "Тахҫантанпах кӑсӑклантаратчӗ мана ку ыйту.
"Повестка килчӗ те - кайрӑм"- терӗ кулянмасӑр. "Юнашар урамри юлташ хӗр патне те килчӗ, вӑл ури ҫине вӗри чей тӑкнипе юрӑхсӑр пулса каяймарӗ. Те юри тӑкнӑ,те юри мар...Шел пулин те манран нумай пурӑнаймарӗ".
Ҫак сӑмахсем чуна пырса тиврӗҫ. Пуҫра вара пӗр шухӑш ҫаврӑнса тӑчӗ - Темӗн тӗрлӗ самантра паттӑр та хӑюллӑ ҫын яланах хӑюллӑ тытать хӑйне. Хальхи пурнӑҫра ун пек ҫынна тен курман та эсир?
 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (136)]

Comments:

Алюш // 1039.8.4424
2013.01.12 17:08
Васса, санăн турри тăван халăх. Халăх сан ĕçсене (ПАКĂÇ çырнисĕр пуçне)курман-ха.Эсĕ çырнине тишкерсен, турă çырма мар, хуратса хума тивĕç!
Васса // 1147.3.8563
2013.01.12 22:23
Пĕлмесĕр ан калаç,эпир тунă ĕçсем çинчен ытти çынсен калаçмалла.Ну лăплан ĕнтĕ ,чăнах та,эп ним те тумастăп, пĕç тăратса çеç выртатăп, сире хирĕç калаçатăп ,эп ниме тăман япала,çакă çырлахтарать-и сана?
Васса // 1147.3.8563
2013.01.12 22:53
Хама пĕрре те паккăç çырнă пек туйăнмасть....
Алюш // 2374.89.6111
2013.01.13 23:05
Васса! Эсĕ çĕнĕрен тепĕр хут, тепĕр хут вуласа тух хăв çырнисене. Кÿршĕсене вуласа пама ыйт, вара усси пулĕ.
Тимер // 2699.49.4697
2013.01.14 12:07
Патшалăхран укçа илсе ларса та конгресс пуçлăхĕ пĕтерчĕ çак сумлă организацине тесен пирĕн çине сиксе ÿкрĕ пĕр хĕрарăм.Хăвăр мĕн турăр тесе?Хамăр тунă ĕçсен пĕр пайне калама лекрĕ.
Игорь Сайман // 1861.86.7769
2013.01.16 15:17
Президента сирпĕтнипе çеç организаци(ЧНК) вĕресе тăма пуçлĕ-ши? Е КУНТА УРĂХ УСЛОВИСЕМ ТЕ КИРЛĔ?. эП ЧНК адвокачĕ мар.
Тимер // 1787.40.9717
2013.01.17 08:59
Каламасăрах паллă.Темле колхоз та председательтен килетчĕ вĕт-ха.Астумастăр-им?
Атнер // 2986.22.3905
2013.01.18 15:38
Пите терĕс.Айдак, Ефтихий Андреев-пурте пĕлекен тата хисеплекен ертÿçĕсем пулнă.Авторитет тĕлĕнмелле пысăк пулнă.
Якур // 1039.8.4424
2013.01.18 17:16
И.Саймана: Астумастăп, кам çырнине, сана ЧНК çуртне кайса кану тăхтавĕнче( отпуск пулать-и вăл?) пĕр уйăх тулевсĕр ĕçлеме сĕннĕччĕ( эпĕ ун пек тунă), эсĕ килĕшместĕн. Санпа мĕн çинчен калаçмалла, пĕлместĕп. А эсĕ пурпĕрех ЧНК çинчен калаçатăн, калаç хăв пĕлекен тема çинчен, е ун пек тема çук-и?
Алюш // 2018.35.0679
2013.01.18 22:28
Вассана каласшăн. Нумай çырса ан нушалан. Паянхи Герой темине илсессĕн, ача-пăча çуртĕнчен ил усрава( эп ун пек тунă)чăваш ачине, шăппăн çитĕнтер. Çын пулма пулăш та каллех шăппăн çÿлти тÿпене вĕçсе кайма хатĕрлен. Хастар ĕçсене шăппăн тума тăрăшмалла. Ку йывăр япала паллах, мĕншĕн тесен "на миру и смерть красна".

Pages: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, ... 14

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters