Attila. 30 декабря 2013, 15:35. «Вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе,колонизаторсен чӗлхи. Russian language is a foreign language for me
Для меня русский язык иностранный(язык оккупантов) ,я сразу это всем говорю,я мыслю по чувашски,считаю кстати по чувашски вернее и точнее получается.Мне даже ближе английский и немецкий там больше родственных связей я вижу ,чем в иностранном русском»
Ҫак сӑмахсене пайӑн-пайӑн уйӑрса тишкерме шутларӑм. Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе, колонизаторсен чӗлхи". Мӗн пур чӑваша илсен пӗр чӑвашӗ те пулин вырӑсла калаҫма вӑтанать-ши? Ҫук! Кашни чӑваш ҫемьинче вырӑс чӗлхисӗр пурнӑҫа аталантарма май ҫуккине ӑнланаҫҫӗ кӑна мар, чӑваш чӗлхипе аталанаймастӑн тесе шутлаҫҫӗ!Хула варринче чӑвашла калаҫма именекен чӑваш пур-и? Чилай! Мӗншӗн? Кам куншӑн айӑплӑ? Вырӑс-и? Е, чӑвашӗ-и? Кам пире, чӑвашсене, тӑван яла аталантарма чарать? Кам ял ҫумӗнчи ҫӗрсене ҫеремлентерсе ячӗ? Вырӑс-и? Мӗншӗн пурте хуланалла талпӑнатпӑр? Канлӗ, папи пурнӑҫ шыраса! Вырӑс ҫумӗнче!
Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн колонизаторсен чӗлхи" Чӑваш халӑхӗ (Чӑваш ЕН)паянхи куна вырнаҫнӑ вырӑн чӑвашӑн -им? Ҫук? Атӑлҫи Пӑлхарӑн границисене пӗлетпӗр вӗт? Аҫта папкаланса аталаннӑ чӑвашлӑх,- пӗлетӗр-и хуть? Кам халӗ ҫав ҫӗр ҫинче хуҫаланать? Тата. Ҫӗпӗрти, Атӑл тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кам ҫумӗнче сыхланса юлма пултарнӑ-ха? Вырӑс ҫумӗнче мар-им? Колонизатор тесе кама калаҫҫӗ? Сан пурнӑҫна аркатса санран тарҫӑ туса хуракана калаҫҫӗ. Ҫапла мар-и? Историе вулакан этем пирӗн шеремет халӑхӗ 13-15-мӗш ӗмӗрсенче мӗнле майпа ҫӑлӑнса юлнине пӗлме кирлӗ. 16-мӗш ӗмӗрте хӑй шӑпине хӑйех палӑртнине те ӑслӑ-тӑнлӑ этем лайӑхах тӑнлама кирлӗ. Иртнӗ ҫӗрҫуллӑх хушшинче вырӑс халӑх ӗнси ҫинче кӑна этем шайне кӗме пултартӑмӑр вӗт. Эпир те эпир тетпӗр. Шкул кӗнекисене илер ха. Тӑван Енех, сӑмахран. 19-мӗш ӗмӗрчен пӗр ӗненмелле пулӑм кӑтартса панӑ-ши ку кӗнекере. Тата ӑсчахӗсем хушшинче пӗр чӑваш та пулин пур-и? И.Яковлев, И.Ьичурин, В.Чапаев, Егоров тата ыттисем те чӑвашсем-им? Кӗнеке вулама, хут пӗлме ҫӗр ҫул кӑна пӗлетпӗр вӗт! Вырӑса пула кӑна!
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Акасапар хăй НИМТУМАНлăхне Аршинова депутатлăхĕпе ăнлантарасшăн. Тахçанах санран ыйтнă: мĕн тума чарать сана Аршинова, кала тĕпĕ-йĕрĕпе! Санăн чăваш депутачĕ Шурчанов уже 25 çул пулать Госдумăра. Мĕн турĕ вăл Аршиноваран ытларах? Эпĕ Аршиновашăн мар, анчах Çынсене улталама хăтланма кирлĕ мар! Вĕсем Акасапартан ăс-тăн енчен кая мар нимпе те! Çитет комсомолецсем çынсен пуçне минретрĕç, кайтан Идеалсене сутса Усламçа тухса кайрĕç.
bor1959:"... мĕн тума чарать сана Аршинова, кала тĕпĕ-йĕрĕпе!"
"Сана" тени сирĕн совĕçĕр çинче юлтăр. Аршинова вара чăнах та, хăвăр калашле, "чарать".
1)Чăваш чĕлхипе "ирĕксĕрлесси" пирки "сÿпĕлтетсе" чăваш чĕлхин сумне чакарать. http://forum.chuvash.org/cgi-bin/ikonboard.cgi?act=ST;f=10;t=3263
2)Чăваш ашшĕ-амăшĕ çав Аршинова пеккине курать-илтет те ун тĕслĕхĕпе çапла шутласа илет:"Мĕншĕн ачапчана чăвашла вĕрентсе тертленмелле? Вăл чĕлхене пĕлмесĕрех, ав, Чăваш Ен шучĕпе депутат пулса тăма пулать! Кунта çуралса ÿссе çитĕнсе пурăнни те ав ним тума та кирлĕ мар! Унсăрах Чăваш ячĕпе калаçма пулать!"
bor1959:"... чăваш депутачĕ Шурчанов уже 25 çул пулать Госдумăра. Мĕн турĕ вăл Аршиноваран ытларах?"
Апла шутлатăр пулсан, тавай пирĕн влаçри юлашки могикансене хăваласа ярар та вĕсен вырăнне шăкăрин варягсене чĕнсе илес. Вăт çитет ун чухне чăваша телей! Утăрья! :-)
Шурчанов вырăнĕнче Камчаткăран чĕнсе илнĕ пĕр-пĕр Иванов пулнă пулсан пин хут начартарах пулатчĕ. Шурчанов вăл — "йĕксĕк", анчах та хамăрăн "йĕксĕк"! http://otvet.mail.ru/question/28196806
Акасапар, сана хамăрăн хĕрсем Госдумăна каяс килменни çинчен пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ,е эсĕ вулама манса пыратни? Килĕшмест Аршинова-хатĕрле Госдумăна чăваш пикисене Иллепе,Эрхип Геннипе, Микулай пиччепе пĕрле( вăйлă каманта сирĕн).Кунта ухмаха персе çырса лариччен! Паллах куна тума çăмăл мар.Кама çăмăл ку пурнăçра? (е ухмаха персех ĕмĕрна ирттерме шутлатни?).
bor1959:"Акасапар, сана хамăрăн хĕрсем Госдумăна каяс килменни çинчен пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ..."
Тин çеç 7-8 палланă хĕртен ыйтса пăхрăм. Никам та хăйсене Думăна пыма чĕнни пирки каламарĕ. Тепĕр тесен мĕншĕн хĕрсем çинче çеç чарăнса тăмалла? Шет Августа Уляндина та, Татьяна Ильина та, Александр Кузнецов та Думăна кайма килĕшмен?
Атнер Хузангай хăй вăхăтĕнче президент аллинчен хисеп палли илме килĕшмен.Пур принципла çынсем,Акапасар,пур.Эсĕ курман вĕсене,хутшăнман вĕсемпе.Çавăнпа пĕрмай такамсем çÿлтен пăрахса парасса кĕтме хистетĕн.
Павел С. // 4186.57.1361
2014.02.16 02:08
Вырасла калаçнă, калаçатпăр, малалла та калаçăпăр! Чăвашла вара халлĕхе калаçатпăр, ыран вара -ниснанй-ниснай!
Акасапаркка, Айванкка! Августа Уляндина çинчен çапла калама пултарап. Вăл хăй вăхăтĕнче Чăваш Енъ президентне суйланă тапхăрта Хведорефф-ăн оппозицинчи кандидат камандинче Агитаци туса çÿрерĕ,вара унăн пысăк пăтăрмахсем пуçланчĕç.Ун енчен пурте тенĕ пек ютшăнчĕç.Манăн палланă юлташсем çине тăнипе хваттер черетĕнчен кăларса пăрахмарĕç.Вара унтанпа Августа политикăна кĕмеç(сан пекех эппин, аякран сăнаса тăран).Мĕн кунта пурне витĕр информаци шыран, кай та калаç Августăпа хăйĕнпе.Хăв Августипе пĕр сăмах та калаçман, кунта ĕнĕрлесе лара!