Attila. 30 декабря 2013, 15:35. «Вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе,колонизаторсен чӗлхи. Russian language is a foreign language for me
Для меня русский язык иностранный(язык оккупантов) ,я сразу это всем говорю,я мыслю по чувашски,считаю кстати по чувашски вернее и точнее получается.Мне даже ближе английский и немецкий там больше родственных связей я вижу ,чем в иностранном русском»
Ҫак сӑмахсене пайӑн-пайӑн уйӑрса тишкерме шутларӑм. Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе, колонизаторсен чӗлхи". Мӗн пур чӑваша илсен пӗр чӑвашӗ те пулин вырӑсла калаҫма вӑтанать-ши? Ҫук! Кашни чӑваш ҫемьинче вырӑс чӗлхисӗр пурнӑҫа аталантарма май ҫуккине ӑнланаҫҫӗ кӑна мар, чӑваш чӗлхипе аталанаймастӑн тесе шутлаҫҫӗ!Хула варринче чӑвашла калаҫма именекен чӑваш пур-и? Чилай! Мӗншӗн? Кам куншӑн айӑплӑ? Вырӑс-и? Е, чӑвашӗ-и? Кам пире, чӑвашсене, тӑван яла аталантарма чарать? Кам ял ҫумӗнчи ҫӗрсене ҫеремлентерсе ячӗ? Вырӑс-и? Мӗншӗн пурте хуланалла талпӑнатпӑр? Канлӗ, папи пурнӑҫ шыраса! Вырӑс ҫумӗнче!
Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн колонизаторсен чӗлхи" Чӑваш халӑхӗ (Чӑваш ЕН)паянхи куна вырнаҫнӑ вырӑн чӑвашӑн -им? Ҫук? Атӑлҫи Пӑлхарӑн границисене пӗлетпӗр вӗт? Аҫта папкаланса аталаннӑ чӑвашлӑх,- пӗлетӗр-и хуть? Кам халӗ ҫав ҫӗр ҫинче хуҫаланать? Тата. Ҫӗпӗрти, Атӑл тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кам ҫумӗнче сыхланса юлма пултарнӑ-ха? Вырӑс ҫумӗнче мар-им? Колонизатор тесе кама калаҫҫӗ? Сан пурнӑҫна аркатса санран тарҫӑ туса хуракана калаҫҫӗ. Ҫапла мар-и? Историе вулакан этем пирӗн шеремет халӑхӗ 13-15-мӗш ӗмӗрсенче мӗнле майпа ҫӑлӑнса юлнине пӗлме кирлӗ. 16-мӗш ӗмӗрте хӑй шӑпине хӑйех палӑртнине те ӑслӑ-тӑнлӑ этем лайӑхах тӑнлама кирлӗ. Иртнӗ ҫӗрҫуллӑх хушшинче вырӑс халӑх ӗнси ҫинче кӑна этем шайне кӗме пултартӑмӑр вӗт. Эпир те эпир тетпӗр. Шкул кӗнекисене илер ха. Тӑван Енех, сӑмахран. 19-мӗш ӗмӗрчен пӗр ӗненмелле пулӑм кӑтартса панӑ-ши ку кӗнекере. Тата ӑсчахӗсем хушшинче пӗр чӑваш та пулин пур-и? И.Яковлев, И.Ьичурин, В.Чапаев, Егоров тата ыттисем те чӑвашсем-им? Кӗнеке вулама, хут пӗлме ҫӗр ҫул кӑна пӗлетпӗр вӗт! Вырӑса пула кӑна!
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Акасапар хăв ма кĕместĕн Патшалăх Канашне? "Проще пареной репы"-теççĕ вырăссем.Унта хирĕнсе кĕме чылай вăй хумалла, Акасапар ун пек хăнăхман. Вăл ăшă кантурта ларать(Акасарар,эсĕ чирлĕ пулсан тÿрех кала, каçару ыйтма тата хам сăмахсене каялла илме яланах хатĕр),тула тухма хăрать.
bor1959:"Акасапар пичче " Ăслă çынусем" веçех санăн кумирсем. Сăмахран, П.Краснов,А. Леонтьев, О.Мешков тата ыттисем.Вĕсем чĕмсĕр пулнипе веçех пулса пырать."
Паллă ĕнтĕ, варягсене чĕнсе илесси çеç юлать. Пĕтĕм шанчăк çавсенче! :-)
Якур // 1315.02.4127
2014.02.14 00:21
Акапасар, каллех ухмаха перен! Сана каланă: федерал Пĕрлĕхлĕ Раççей списокĕнче пулнă чăваш хĕрĕсем-Олимпиада Иванова, Елена Николаева тата ыт те. . Вĕсем Патшалăх Думине кайма килĕшмен. Мĕншĕн килĕшменнине вĕсенчен ыйтса пĕл, енчен те калаçма пултаран пулсан виртуал тĕнчисĕр! Ку темăран пăрăнтăмăр! Акапасарăн çавăн пек уйрăмлăх пур: темăна пĕлмеç, çиелтен шăйăрттарать.
Атнер // 3913.58.4645
2014.02.14 10:11
Акапасар.Варягсем кунта килеççĕ эсĕ хавшак пулнишĕн тата влаç пулăшмасăр ачусене те тăван чĕлхепе калаçма вĕрентименшĕн.Чăваш чĕлхипе интеретра кăна ларни сахал.Чĕлхемĕрĕн хулара кашни утăмра илтĕнмелле.
Атнер // 3913.58.4645
2014-02-14 10:11<<Акапасар.Варягсем кунта килеççĕ эсĕ хавшак пулнишĕн тата влаç пулăшмасăр ачусене те тăван чĕлхепе калаçма вĕрентименшĕн...>>
Хăвăр мĕн каланине ăнлантăр-и, ăнман этем??? Кунта Чăваш Енре миллион ытла çын пурăнать, пĕртен-пĕр Акапасар мар. Эсир калани вăл вырăнти халăх катăк тенине пĕлтерет; çавна кура "чаплисене" чĕнмелле имĕш. Вырăнтисен вара пăх хырнипех çырлахмалла иккен. ЮАР текен патшалăхра нумаях пулмасть çапла пулнă. Расизм. Фашизм.Сегрегаци. Апартеид.
Эсĕ Акасапар Ăнманкка-этем,çырса ларнисĕр тата нушнике кайса килнисĕр пуçне ним те тăвасшăн мар!ĂшĂ кантурта ларнисĕр пуçне урăх ĕçсем пур халăх хуçалăхĕнче!Ав Эрхип Генни сан пек кăшкăрашкаларĕ те халь урнăсем тĕрĕслесе çÿреть,сан кумир тĕрĕссипе каласан.Ĕçе вырнаçма пулăш ăна хотя бы, аттун ларан "первоклашкă" пек çырса!
Хĕрсе ан кайăр, тăвансем.Акапасар провокаци Аршинова пирки тахçанах пуçларĕ.Тыт та тух плакатпа" килĕшместĕп" тесе.Саккун ирĕк парать.Мана тата манăн ачасене чăвашла калаçма вăл майра ни пулăшма,ни чарма пултараймасть.