Attila. 30 декабря 2013, 15:35. «Вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе,колонизаторсен чӗлхи. Russian language is a foreign language for me
Для меня русский язык иностранный(язык оккупантов) ,я сразу это всем говорю,я мыслю по чувашски,считаю кстати по чувашски вернее и точнее получается.Мне даже ближе английский и немецкий там больше родственных связей я вижу ,чем в иностранном русском»
Ҫак сӑмахсене пайӑн-пайӑн уйӑрса тишкерме шутларӑм. Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе, колонизаторсен чӗлхи". Мӗн пур чӑваша илсен пӗр чӑвашӗ те пулин вырӑсла калаҫма вӑтанать-ши? Ҫук! Кашни чӑваш ҫемьинче вырӑс чӗлхисӗр пурнӑҫа аталантарма май ҫуккине ӑнланаҫҫӗ кӑна мар, чӑваш чӗлхипе аталанаймастӑн тесе шутлаҫҫӗ!Хула варринче чӑвашла калаҫма именекен чӑваш пур-и? Чилай! Мӗншӗн? Кам куншӑн айӑплӑ? Вырӑс-и? Е, чӑвашӗ-и? Кам пире, чӑвашсене, тӑван яла аталантарма чарать? Кам ял ҫумӗнчи ҫӗрсене ҫеремлентерсе ячӗ? Вырӑс-и? Мӗншӗн пурте хуланалла талпӑнатпӑр? Канлӗ, папи пурнӑҫ шыраса! Вырӑс ҫумӗнче!
Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн колонизаторсен чӗлхи" Чӑваш халӑхӗ (Чӑваш ЕН)паянхи куна вырнаҫнӑ вырӑн чӑвашӑн -им? Ҫук? Атӑлҫи Пӑлхарӑн границисене пӗлетпӗр вӗт? Аҫта папкаланса аталаннӑ чӑвашлӑх,- пӗлетӗр-и хуть? Кам халӗ ҫав ҫӗр ҫинче хуҫаланать? Тата. Ҫӗпӗрти, Атӑл тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кам ҫумӗнче сыхланса юлма пултарнӑ-ха? Вырӑс ҫумӗнче мар-им? Колонизатор тесе кама калаҫҫӗ? Сан пурнӑҫна аркатса санран тарҫӑ туса хуракана калаҫҫӗ. Ҫапла мар-и? Историе вулакан этем пирӗн шеремет халӑхӗ 13-15-мӗш ӗмӗрсенче мӗнле майпа ҫӑлӑнса юлнине пӗлме кирлӗ. 16-мӗш ӗмӗрте хӑй шӑпине хӑйех палӑртнине те ӑслӑ-тӑнлӑ этем лайӑхах тӑнлама кирлӗ. Иртнӗ ҫӗрҫуллӑх хушшинче вырӑс халӑх ӗнси ҫинче кӑна этем шайне кӗме пултартӑмӑр вӗт. Эпир те эпир тетпӗр. Шкул кӗнекисене илер ха. Тӑван Енех, сӑмахран. 19-мӗш ӗмӗрчен пӗр ӗненмелле пулӑм кӑтартса панӑ-ши ку кӗнекере. Тата ӑсчахӗсем хушшинче пӗр чӑваш та пулин пур-и? И.Яковлев, И.Ьичурин, В.Чапаев, Егоров тата ыттисем те чӑвашсем-им? Кӗнеке вулама, хут пӗлме ҫӗр ҫул кӑна пӗлетпӗр вӗт! Вырӑса пула кӑна!
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Акасапар каллех ухмаха переть, ухмаха персех ĕмĕрна ирттерен ĕнтĕ. Ним те каламас, лайăх позици. Анчах та мĕн тума кирлĕ Акасапара Илле Тăхти юнашар Илле Иванов пур чухне. Ай-йяй-яй Акасапар, ай да Акасапар,ай да кутăн çын( как говорили на Руси: ай да Пушкин,ай да сукин сын). Кутăнлашнипех çынсемпе хутшăнимастăн ĕнтĕ. Тата эпĕ шутланă тăрăх сăмсуна пит каçăртатăн:дескать Акасапар информированный начитанный парень.
Люда, апла пулсан Константин Ивановсемпе Çеçпĕл Мишшисем ма çуралнă? Вырăс чĕлхи-им «могучий»? Вăл ыттисем пекех. Чăн та тĕреклĕ, мăн чĕлхе пулнă пулсан СССР арканнипех шайĕ чакмастчĕ.
Тăван чĕлхе хăватлă! Хăвăрăн «подсознани» çапла пулсан ыттисене вăл шайрах ан хаклăр-ха тархасшăн. Чăваш чĕлхин йывăрлăхĕ пачах та унта мар.
Люда Осипова,Ядрин:"Чувашский язык непристижным был, могучим -нет. НЕпристижность чувашского языка вшита подсознание."
1)Непрестижность того или иного языка всегда связана с его местом в обществе, а это зависит целиком и полностью от людей, а не самого языка.
2)Чувашский язык был, есть и будет всегда великим и могучим независимо от того, что говорят о нём отдельные люди.
3)Что касается "подсознания", то это проблема самого подсознания конкретных людей, а не языка.
Люда Осипова,Ядрин // 4186.57.1361
2014.02.07 10:49
Без русского языка потеряемся. А с чувашским пропадем.
Люда Осипова, апла калани вăл чăваш чĕлхине хурлани пулать! Саккун унашкаллине чарать! Пур чĕлхе те пĕр тан.
Сирĕн шухăш та айванла. Чăваш чăвашлах ӳсмелле — темле тăрашсан та вырăсла вĕренсен вăл ăна, вырăс чĕлхине, вырăссенчен катăкрах пĕлĕ. Вырăссенчен катăкрах пĕлсе нивушлĕ çын ăслăрах пулĕ? Вĕрентĕр вăл лучше чăваш чĕлхине питĕ лайăх. Вара унран чăн-чăн çын та пулĕ. Катăкки мар.
//ху чăвашла пĕлменнипе кунта мухтанма кирлĕ мар...