Attila. 30 декабря 2013, 15:35. «Вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе,колонизаторсен чӗлхи. Russian language is a foreign language for me
Для меня русский язык иностранный(язык оккупантов) ,я сразу это всем говорю,я мыслю по чувашски,считаю кстати по чувашски вернее и точнее получается.Мне даже ближе английский и немецкий там больше родственных связей я вижу ,чем в иностранном русском»
Ҫак сӑмахсене пайӑн-пайӑн уйӑрса тишкерме шутларӑм. Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе, колонизаторсен чӗлхи". Мӗн пур чӑваша илсен пӗр чӑвашӗ те пулин вырӑсла калаҫма вӑтанать-ши? Ҫук! Кашни чӑваш ҫемьинче вырӑс чӗлхисӗр пурнӑҫа аталантарма май ҫуккине ӑнланаҫҫӗ кӑна мар, чӑваш чӗлхипе аталанаймастӑн тесе шутлаҫҫӗ!Хула варринче чӑвашла калаҫма именекен чӑваш пур-и? Чилай! Мӗншӗн? Кам куншӑн айӑплӑ? Вырӑс-и? Е, чӑвашӗ-и? Кам пире, чӑвашсене, тӑван яла аталантарма чарать? Кам ял ҫумӗнчи ҫӗрсене ҫеремлентерсе ячӗ? Вырӑс-и? Мӗншӗн пурте хуланалла талпӑнатпӑр? Канлӗ, папи пурнӑҫ шыраса! Вырӑс ҫумӗнче!
Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн колонизаторсен чӗлхи" Чӑваш халӑхӗ (Чӑваш ЕН)паянхи куна вырнаҫнӑ вырӑн чӑвашӑн -им? Ҫук? Атӑлҫи Пӑлхарӑн границисене пӗлетпӗр вӗт? Аҫта папкаланса аталаннӑ чӑвашлӑх,- пӗлетӗр-и хуть? Кам халӗ ҫав ҫӗр ҫинче хуҫаланать? Тата. Ҫӗпӗрти, Атӑл тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кам ҫумӗнче сыхланса юлма пултарнӑ-ха? Вырӑс ҫумӗнче мар-им? Колонизатор тесе кама калаҫҫӗ? Сан пурнӑҫна аркатса санран тарҫӑ туса хуракана калаҫҫӗ. Ҫапла мар-и? Историе вулакан этем пирӗн шеремет халӑхӗ 13-15-мӗш ӗмӗрсенче мӗнле майпа ҫӑлӑнса юлнине пӗлме кирлӗ. 16-мӗш ӗмӗрте хӑй шӑпине хӑйех палӑртнине те ӑслӑ-тӑнлӑ этем лайӑхах тӑнлама кирлӗ. Иртнӗ ҫӗрҫуллӑх хушшинче вырӑс халӑх ӗнси ҫинче кӑна этем шайне кӗме пултартӑмӑр вӗт. Эпир те эпир тетпӗр. Шкул кӗнекисене илер ха. Тӑван Енех, сӑмахран. 19-мӗш ӗмӗрчен пӗр ӗненмелле пулӑм кӑтартса панӑ-ши ку кӗнекере. Тата ӑсчахӗсем хушшинче пӗр чӑваш та пулин пур-и? И.Яковлев, И.Ьичурин, В.Чапаев, Егоров тата ыттисем те чӑвашсем-им? Кӗнеке вулама, хут пӗлме ҫӗр ҫул кӑна пӗлетпӗр вӗт! Вырӑса пула кӑна!
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Алатар. Отправлено: 05 января 2014, 01:26. Проект закона (Российской империи) 1910 года: ... Устранить из ….. школ (кунта тутарсем пирки каланă) предметы преподавания общего характера, в том числе и русский язык, ограничив программу преподавания в означенных школах исключительно предметами, относящимися к изучению (своего) вероучения ...
Акасапар пирĕншĕн паян мĕнле ыйту актуаллă е актуаллă маррине те маннă ĕнтĕ.Мĕн çинчен çырнине те манса пырать вăл.
Якур // 4124.5.5937
2014.01.06 22:42
"Вырăс чĕлхине пĕлесси е пĕлес марри — пирĕншĕн паян пачах та актуаллă ыйту мар."-тесе çырать Акапасар текен çыравçă. Паллă ĕнтĕ, паянхи чăваш ачисемшĕн чи актуаллă ыйту акăлчан е китай чĕлхине вĕренесси.Çавăн çинчен каласшăн Акапасар шăллăм.
Ман шутпа, Чăваш Республикине пĕр 100 çын акăлчан чĕлхипе ирĕклĕн калаçма пултаракан çын кирлĕ. Синхронист куçаруçă шайĕнчисем. Кашни районта пĕр-ик çын. Тата -аслă шкулсенче, ытти çĕрте. Унтан урăх кирлех те мар. Вăтам шайра пĕлекеннисем тата пĕр-ик пин çын кирлĕ, тен. Ара, куçаруçăсене ятарласа Мускавран чĕнсе килмелле мар ĕнтĕ.
Вăт пулчĕ те. Ну Китай чĕлхи вара пирĕн Республикăра ним тума та кирлĕ мар: Дипломатсем çук вĕт! Экономика çыхăнăвĕсене йĕркелеме акăлчан чĕлхи те çителĕклĕ. Китай çыннисем хăйсем те вăл чĕлхене ăмăртмалла вĕренеççĕ.
Акăлчан чĕлхине ăнкараканнисен шучĕ Чăваш Енре çулран çул ÿссех пырать. Ку ĕç, паллах, Шупашкарта тата Çĕн Шупашкарта анлăрах палăрать. Анчах та ку "акăлчансем" хăйсен пуласлăхне Чăваш Енпе çыхăнтармаççĕ. Çавăнпа акăлчан чĕлхине çине тăрсах вĕренеççĕ те!