Attila. 30 декабря 2013, 15:35. «Вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе,колонизаторсен чӗлхи. Russian language is a foreign language for me
Для меня русский язык иностранный(язык оккупантов) ,я сразу это всем говорю,я мыслю по чувашски,считаю кстати по чувашски вернее и точнее получается.Мне даже ближе английский и немецкий там больше родственных связей я вижу ,чем в иностранном русском»
Ҫак сӑмахсене пайӑн-пайӑн уйӑрса тишкерме шутларӑм. Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн ют чӗлхе, колонизаторсен чӗлхи". Мӗн пур чӑваша илсен пӗр чӑвашӗ те пулин вырӑсла калаҫма вӑтанать-ши? Ҫук! Кашни чӑваш ҫемьинче вырӑс чӗлхисӗр пурнӑҫа аталантарма май ҫуккине ӑнланаҫҫӗ кӑна мар, чӑваш чӗлхипе аталанаймастӑн тесе шутлаҫҫӗ!Хула варринче чӑвашла калаҫма именекен чӑваш пур-и? Чилай! Мӗншӗн? Кам куншӑн айӑплӑ? Вырӑс-и? Е, чӑвашӗ-и? Кам пире, чӑвашсене, тӑван яла аталантарма чарать? Кам ял ҫумӗнчи ҫӗрсене ҫеремлентерсе ячӗ? Вырӑс-и? Мӗншӗн пурте хуланалла талпӑнатпӑр? Канлӗ, папи пурнӑҫ шыраса! Вырӑс ҫумӗнче!
Attila: "вырӑс чӗлхи пирӗншӗн колонизаторсен чӗлхи" Чӑваш халӑхӗ (Чӑваш ЕН)паянхи куна вырнаҫнӑ вырӑн чӑвашӑн -им? Ҫук? Атӑлҫи Пӑлхарӑн границисене пӗлетпӗр вӗт? Аҫта папкаланса аталаннӑ чӑвашлӑх,- пӗлетӗр-и хуть? Кам халӗ ҫав ҫӗр ҫинче хуҫаланать? Тата. Ҫӗпӗрти, Атӑл тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кам ҫумӗнче сыхланса юлма пултарнӑ-ха? Вырӑс ҫумӗнче мар-им? Колонизатор тесе кама калаҫҫӗ? Сан пурнӑҫна аркатса санран тарҫӑ туса хуракана калаҫҫӗ. Ҫапла мар-и? Историе вулакан этем пирӗн шеремет халӑхӗ 13-15-мӗш ӗмӗрсенче мӗнле майпа ҫӑлӑнса юлнине пӗлме кирлӗ. 16-мӗш ӗмӗрте хӑй шӑпине хӑйех палӑртнине те ӑслӑ-тӑнлӑ этем лайӑхах тӑнлама кирлӗ. Иртнӗ ҫӗрҫуллӑх хушшинче вырӑс халӑх ӗнси ҫинче кӑна этем шайне кӗме пултартӑмӑр вӗт. Эпир те эпир тетпӗр. Шкул кӗнекисене илер ха. Тӑван Енех, сӑмахран. 19-мӗш ӗмӗрчен пӗр ӗненмелле пулӑм кӑтартса панӑ-ши ку кӗнекере. Тата ӑсчахӗсем хушшинче пӗр чӑваш та пулин пур-и? И.Яковлев, И.Ьичурин, В.Чапаев, Егоров тата ыттисем те чӑвашсем-им? Кӗнеке вулама, хут пӗлме ҫӗр ҫул кӑна пӗлетпӗр вӗт! Вырӑса пула кӑна!
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Синун. 03.01.2014. "Вы хотите, чтобы у чувашей было право не учить русский язык? Так добивайтесь этого права! Когда добьётесь, то чуваши быстро вернутся к тому состоянию, в котором их обнаружил тот самый полковник Маслов".
Тутар-монголсем пире тустариччен пулнă çырулăх.Араб графикипе çырнă уе чухнехи палăксем паянхи кун чăваш сăмахĕсемпе вуланаççĕ.Паянхи пек хавшак пулман пирĕн несĕлсем.
Чăнах ĕнтĕ Атăлçи Пăлхарăн çыруллăхĕ те пулнă, укçа та çапнă вĕсем, суту-илÿпе те вĕсем вырăссенчен чилай иртсе кайнă. Куна вырăссем хăйсем те хирĕçлемеççĕ. Анчах та монголсем килсе аркатсассăн 13-мĕш ĕмĕрте ăçта кайса кĕнĕ ши çак пулăмсем пирĕн халăхăн вара? Эпир чăвашсем Атăлçи Пăлхартан тухнă тетпĕр-çке.
Пăлхарсем хăш патшалăхпа суту-илÿ тунă,посолсем ăçтан килнĕ,çав патшалăхсен архивĕсенче шыраса тупсан кăна çырусем.Араб чĕлхипе пулнă тăр вăл вăхăтри çырусем. Иван Грозный тиесе кайнă япаласене курсан та ,пире пурпĕрех калĕç ,вĕсем сирĕн мар тесе.Çырусем те пулнă пулсан та пире кăтартмаççĕ ăна. Что поделаешь,политика:Разделяй и властвуй.
Володя.Туар-монголсем вăхăтĕнче икĕ ĕмĕр хушшинче тата кайран та сувар-пулкарсене чи маттуррисене пуçĕсене каснă.Историксем каланă тăрăх халăхăн 4/5 пайĕ тĕп пулнă.Урăхла каласан геноцит тÿснĕ чăваш 20ĕмĕр таричен.Ăçтан çырулăха упрама?Тимĕрпе ĕçлеме юраман!
Выç хырăмла тавлашма йывăр. Малтан пурнăçа йĕркелесе ярас пулать. Ĕретлĕ, çителĕклĕ пурнăçа. Кайран вара,ĕçлесе ывăннă çемĕн юрлама та, ташлама та минетлĕ. Куна эпĕ мар, Маркс каланă: "бытие определяет сознание". Ик еннелле çавăрсан та ку сăмахсем вырăнлă.
Attila. 05 января 2014, 11:34. «Русский язык для чувашский детей должен преподаваться только как факультатив-иностранный язык». Чăваш ашшĕ-амăшĕнчен ыйтăр-ха, айтар çапла тăватпăр тесе. Мĕн тума кирлĕ вăл чĕлхе тесе.