Пӗр сайтра (http://forum.na-svyazi.ru/) чӑваш чӗлхине сӳтсе явни пирки вуласа пӗлтӗм. Унта чӑваш чӗлхи пирки интереслӗ темиҫе факта илсе кӑтартнӑ, вӗсем тавра «калаҫнӑ».
10. Чӑваш чӗлхинче «р» сас паллинчен пуҫланакан сӑмах ҫук, вырӑс чӗлхинчен йышӑннисене шута илмесен. (Кун пек сӑмах шыраса тупма хӑтлантӑм – хальлӗхе тупаймарӑм-ха).
13. Чӑваш чӗлхинче местоимени арҫын е хӗрарӑма палӑртмасть. «Вӑл» «он» та, «она» та, «оно» та пулма пултарать. (Тӗлӗнмелли ҫук пек).
14. Чӑваш чӗлхинче вӑрӑм сӑмахсем тума пулать. Тӗслӗхрен, «ытарсапӗтермеллемарскерӗмӗрсем», куҫарсан «вы мои, ненаглядные». (Халӗ чӗлхери ҫӗнӗ правилӑсем ку сӑмаха уйрӑм ҫырма ыйтаҫҫӗ-ха та…)
15. «Воскресение» сӑмах «русская пятница» пек куҫать – «вырсарникун». Чӑваш чӗлхинче «хӑрах» сӑмаха «один из двух» куҫарма май пур.
16. Чӑваш чӗлхинчи глаголсен (ӗҫхӗл) тӗп формине словарьте хушу наклоненийӗпе кӑтартаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, «лар» - сиди. Глаголӑн палла мар форми «ларма» пулать.
17. Чӑваш чӗлхинче вырӑслинчи пек вид категорийӗ ҫук. Тӗслӗхрен, «делать» тата «сделать» сӑмахсене контекстра ҫеҫ ӑнланма пулать. Тӗслӗхрен, он видел (сам лично) – вӑл курчӗ, он видел (говорят, вроде как, по рассказам) – вӑл курнӑ.
18. Чӑваш чӗлхинче синоним нумай. Чи анлӑ сарӑлнисенчен пӗри – «ҫу» - 1. Масло; 2. Лето; 3. Май. 4. Некрещеный. 5. Мыть; 6. Идти (об осадках).
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
17. Чăваш чĕлхинче вырăслинчи пек вид категорийĕ çук. Тĕслĕхрен, «делать» тата «сделать» сăмахсене контекстра çеç ăнланма пулать. Тĕслĕхрен, он видел (сам лично) – вăл курчĕ, он видел (говорят, вроде как, по рассказам) – вăл курнă.
Чăваш чĕлхинчи глаголсен вид (аспект) категорийĕ ПУР! Çитменнине пĕрре çеç те мар, темиçе! Анчах та вĕсен сĕмĕ вырăс чĕлхинчи пек мар, кăшт урăхларах. Кам çакна ăнланса илес тет, тархасшăн, Википедине пăхса илĕр. http://ru.wikipedia.org/wiki/Вид_(лингвистика)
Чăваш чĕлхинчи глаголсен, сăмахран, ак çакнашкал АСПЕКТСЕМ ("ВИДСЕМ") пур.
Пурлă-çуклă аспект: Тăватăп/Тумастăп.
Хутлăх аспекчĕ: Тăватăп/Тукалатăп.
Пултараслăх аспекчĕ: Тăватăп/Тăваятăп.
Калас пулать, Аспектсем ("видсем") глаголсен çеç мар, ытти пуплев пайĕсен те пур.
Серте Унтри // 4310.8.1159
2014.05.11 23:43
Найти бы горсточку Земли,
Как мы чуваши сторонимся,
Своих таких же чувашей
попав однажды на чужбину.
Эх, Серте Унтри, Ия çав, Ия...
Анчах таçти çичĕ ютра мар, хамăр çĕр çинчех çавнашкал.
Эсир те, ав, темĕнле империлле сăвă пеккисене туртса кăларасшăн. Мĕн пур унта, "Клеветникам России" тенинче (Пушкин) чăваша юрăхли?
Петĕр Хусанкая тăнлас пулать:
ТĂВАН ЧĔЛХЕ ВĂЛ — ЧУН ТУЙИ —
ВĂЛ СИСТЕРЕТ ЫР-УСАЛА....
Глаголсен "вид" категорийĕ пирки малалла. Нимĕç, акăлчан чĕлхисенчи перфект, имперфект, перфектив, имперфектив тенисене илтнĕ ĕнтĕ. Вăт çавсене шута илсен курăнать ĕнтĕ "вид" тĕрлĕ чĕлхере тĕрлĕ пулни. Тĕрлĕ сĕмлĕ. Унта пур, кунта çук теме васкамалла мар.