Пӗр сайтра (http://forum.na-svyazi.ru/) чӑваш чӗлхине сӳтсе явни пирки вуласа пӗлтӗм. Унта чӑваш чӗлхи пирки интереслӗ темиҫе факта илсе кӑтартнӑ, вӗсем тавра «калаҫнӑ».
10. Чӑваш чӗлхинче «р» сас паллинчен пуҫланакан сӑмах ҫук, вырӑс чӗлхинчен йышӑннисене шута илмесен. (Кун пек сӑмах шыраса тупма хӑтлантӑм – хальлӗхе тупаймарӑм-ха).
13. Чӑваш чӗлхинче местоимени арҫын е хӗрарӑма палӑртмасть. «Вӑл» «он» та, «она» та, «оно» та пулма пултарать. (Тӗлӗнмелли ҫук пек).
14. Чӑваш чӗлхинче вӑрӑм сӑмахсем тума пулать. Тӗслӗхрен, «ытарсапӗтермеллемарскерӗмӗрсем», куҫарсан «вы мои, ненаглядные». (Халӗ чӗлхери ҫӗнӗ правилӑсем ку сӑмаха уйрӑм ҫырма ыйтаҫҫӗ-ха та…)
15. «Воскресение» сӑмах «русская пятница» пек куҫать – «вырсарникун». Чӑваш чӗлхинче «хӑрах» сӑмаха «один из двух» куҫарма май пур.
16. Чӑваш чӗлхинчи глаголсен (ӗҫхӗл) тӗп формине словарьте хушу наклоненийӗпе кӑтартаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, «лар» - сиди. Глаголӑн палла мар форми «ларма» пулать.
17. Чӑваш чӗлхинче вырӑслинчи пек вид категорийӗ ҫук. Тӗслӗхрен, «делать» тата «сделать» сӑмахсене контекстра ҫеҫ ӑнланма пулать. Тӗслӗхрен, он видел (сам лично) – вӑл курчӗ, он видел (говорят, вроде как, по рассказам) – вӑл курнӑ.
18. Чӑваш чӗлхинче синоним нумай. Чи анлӑ сарӑлнисенчен пӗри – «ҫу» - 1. Масло; 2. Лето; 3. Май. 4. Некрещеный. 5. Мыть; 6. Идти (об осадках).
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
Ку списока малалла вĕçĕ-хĕррисĕр тăсса кайма пулать. Мĕншĕн 18 кăна тата???? Списока миллион та вунсаккăра (1000018) çитерме пулать. Анчах унпа та вĕçленес çук. 1000019, 1000020, 1000021,.... ,→
Ман шутпа вара çапларах кĕске танлаштарусем чăваш чĕлхин сумне самай ӳстерме, çамрăксене, чăвашсене те, тăван чĕлхе патне туртма пултарать. //темле пысăк йывăр чĕлхепе çырнă статьясенчен кунашкаллисем выранлăрах :)