Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +1.3 °C
Неведомые нам слова, все они полны смысла.(Ник.Рерих)
 

Ad

Клавье Таранова: Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

Клавье Таранова20.01.2015 19:1342426 views

Çĕнĕ "Хыпар" çамкинче кун ячĕсене вырăсла çырма пуçларĕç. Кăна çапла ăнлантарчĕç: чăваш халăхĕ... м-м-м... ну, леш, мĕнех мар иккен - чăвашла уйăх ячĕсемне чĕрĕк ĕмĕр хушшинче те хăнăхса çитеймест имĕш. Çавăнпа хаçатне те вуласшăн мар. Вулакан кăмăлне çавăрас тесе Туркайсем уйăх ячĕсене каллех вырăсла çырма пуçланă пулать. Юрĕ, тейĕпĕр, пасар тапхăрĕнче сыпăнтарса пурăнас тесе тем те сутма ирĕк пур.

Çак кунсенче "Хыпарта" 2015 çулхи календарь пичетленсе тухрĕ. Куртăм та паччушки: уйăх ячĕсем пуçламăшĕ кăна пулнă иккен! Чăваш халăхĕ кун ячĕсене те чăвашла ăнланмасть пулас. Календарьти кун ячĕсем шалт вырăсла! Вăл çеç те мар-ха, Республика Кунне те (ăна ĕлĕкрех Чăваш Патшалăх Кунĕ теттĕмĕр!) "Хыпарта" паллă тума шутламаççĕ - календарьте вăл ахаль-махаль кун пекех хуп-хура. Ун çумĕнчи Раççей Кунĕ вара Мăнкун çăмарти пекех хĕп-хĕрлĕ.

Ай-уй, кун пек хăвăртлăхпа пырсассăн çулталăк вĕçленнĕ тĕле "Хыпарта" чăваш шăрши-маршине те юлмаç пуль? Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

 

Клавье Таранова

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (182)]

Comments:

Agabazar // 3791.60.5003
2015.02.16 16:51
Agabazar
Туркайăн та чиркÿре ĕçлес пулать...
Пĕр хĕрарăм // 1752.63.9563
2015.02.16 18:18
Еще не вечер...
Agabazar // 4076.1.7102
2015.02.17 16:50
Agabazar
Мĕн, чиркÿре ватăлса, пĕкĕрĕлсе ларсан çеç ĕçлемелле-им?
Ача // 4117.51.7078
2015.02.18 10:33
Туркайăн халь тӑйлăк-тайлӑк турта туртмалла, ма тесессĕн ҫул çул хушшинче Хыпара аркатмаллипех аркатрӗҫ. Ертÿҫисем вӑрҫӑнаҫҫӗ пулсан - мӗн тӑвайӑпӑр эпир, хура халӑх?!
Сашук Типшĕм мар // 4186.57.1361
2015.02.18 23:51
Хоп çине хоп, çме çăкăр çÿк, пашалупа пурнатпăр та, çавпах ташша яратпăр.
2015.02.19 07:14
Эп ҫак чиркӳре ӗҫлеме сӗнни пирки темиҫе сӑмах хушасшӑн-ха. "Шкулта пит япӑх вӗренчӗ. 10 класшӑн тытмалли экзамена килне кайса вӑйпа илсе килтӗм. Миҫе хутчен ҫав ача патне утма тиврӗ шкул вӑхӑтӗнче! Кайран ҫак ачана чиркӳре куртӑм. Пачӑшкӑ пулса тӑнӑ. Ман ун умне кайса тӑрса хам ҫылӑхсене каҫарттармалла-и?"- ку сӑмахсене пӗр палланӑ учительница каланӑ тет.
Совет саманинче вӗреннӗ чухне пирӗн шкулти пӗр ачана чиркӗве ҫӳренӗшӗн сӑмах тиветчӗ. - Ҫак ача пурнӑҫне чиркӳпе ҫыхӑнтарнӑ.
Чиркӗве чуна уҫма ҫӳретӗн. Пули-пулми ҫынсене унта ӗҫе илмелле мар.
Agabazar // 2787.81.1436
2015.02.19 16:35
Agabazar
Сашук е Сашшук?...>
Кача // 4117.51.7078
2015.02.19 20:31
Туркай чиркӗве кӗме тивӗҫлӗ-и? Ыйтусен ыйтӑвӗ. Вот в чем вопрос.
Кача // 4117.51.7078
2015.02.19 20:31
The comment was deleted.: дубль
Пĕр хĕрарăм // 2044.74.7703
2015.02.20 16:01
Борсемпе Якурсем ăçта çухалчĕç?Хирĕç çыракансем çук.

Pages: 1, ... 8, 9, 10, 11, 12, [13], 14, 15, 16, 17, 18, 19

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters