Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +1.3 °C
Мир - добродетель цивилизации, война - ее преступление.(В. Гюго)
 

Ad

Клавье Таранова: Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

Клавье Таранова20.01.2015 19:1342420 views

Çĕнĕ "Хыпар" çамкинче кун ячĕсене вырăсла çырма пуçларĕç. Кăна çапла ăнлантарчĕç: чăваш халăхĕ... м-м-м... ну, леш, мĕнех мар иккен - чăвашла уйăх ячĕсемне чĕрĕк ĕмĕр хушшинче те хăнăхса çитеймест имĕш. Çавăнпа хаçатне те вуласшăн мар. Вулакан кăмăлне çавăрас тесе Туркайсем уйăх ячĕсене каллех вырăсла çырма пуçланă пулать. Юрĕ, тейĕпĕр, пасар тапхăрĕнче сыпăнтарса пурăнас тесе тем те сутма ирĕк пур.

Çак кунсенче "Хыпарта" 2015 çулхи календарь пичетленсе тухрĕ. Куртăм та паччушки: уйăх ячĕсем пуçламăшĕ кăна пулнă иккен! Чăваш халăхĕ кун ячĕсене те чăвашла ăнланмасть пулас. Календарьти кун ячĕсем шалт вырăсла! Вăл çеç те мар-ха, Республика Кунне те (ăна ĕлĕкрех Чăваш Патшалăх Кунĕ теттĕмĕр!) "Хыпарта" паллă тума шутламаççĕ - календарьте вăл ахаль-махаль кун пекех хуп-хура. Ун çумĕнчи Раççей Кунĕ вара Мăнкун çăмарти пекех хĕп-хĕрлĕ.

Ай-уй, кун пек хăвăртлăхпа пырсассăн çулталăк вĕçленнĕ тĕле "Хыпарта" чăваш шăрши-маршине те юлмаç пуль? Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

 

Клавье Таранова

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (182)]

Comments:

Васса // 1432.7.1432
2015.01.21 16:00
Кун ячĕсемпе уйăх ячĕсене мĕнле çырассисĕр пуçне урăх ĕс çук пулас пирĕн....
Agabazar // 4181.75.1430
2015.01.21 18:16
Agabazar
Пăрахса панă пире, айвансене, темĕнле Туркая, пухăнса çитнĕ пăса тулалла кăларма... Хуранĕ, паллах, çурăлса каймаллах мар ĕнтĕ, çапах та ăна, ав, пухăнса çитнĕ пăсран хăтармаллах теççĕ пулас.
2015.01.21 20:40
Унта чӑвашла ҫырни те пур,"Ытларикун,2015, январь/кӑрлач,13
Мана килӗшет, эпир уйӑх ячӗсене январь-февраль тесе ӳснӗ, заместительне те заместителех тенӗ.Никольский сӑнӗллӗ хаҫата тупса асӑнмалӑх пуҫтарса хурса, тахҫан "Коммунизм ялавӗ" хаҫата пуҫтарса хунӑ пек.
Эрхип // 3844.82.1951
2015.01.21 21:48
Срочно Хыпара шестым заместителем Тимӗр Тяпкина ямалла вара кӑшт кӑна улшӑну пулӗ.Каярах юлсан каю шӑтать,е пирӗн хулая килнӗ Слепченко хахол хыпарне те сутса ярӗ.
Agabazar // 1108.28.9662
2015.01.22 01:35
Agabazar
Степченко пулма кирлĕ.
Хаххул тесе сÿпĕлтетме кирлĕ мар. Малтан ку ыйтăва тĕпчесе пĕлĕр, кайран калăр.

Васса:<<Кун ячĕсемпе уйăх ячĕсене мĕнле çырассисĕр пуçне урăх ĕс çук пулас пирĕн....>>

Кирлĕреххине тума вăй-хал, ăс-хакăл, хăюлăх, паттăрлăх кирлĕ. Ку тĕлĕшпе вара вĕçĕмсĕр сÿпĕлтетме пулать.
Ача // 4117.51.7078
2015.01.22 09:23
Вячеславна, эсӗ мӗн, материалусене пичетлемесрен хӑраса Туркая хӳтӗлетӗн-и? Эпир те мартпа та январьпе ӳснӗ. Пире шкула кайсан чи малтан "здравствуйте" те "до свидания" теме вӗрентнӗ. Паян ав карчӑк-кӗрчӗк те вӗсене "ырӑ кун" е "салам" тесен сан ҫине аптӑраса та тӗлӗнсе пӑхать. Здрасссте, пурӑнса ҫитрӗмӗр, Туркай чӑваш чӗлхине ҫирӗм ҫул каялла кӗнӗ сӑмахсене вырӑслатать, эсир ӑна ырлатӑр.
Agabazar // 3652.08.2986
2015.01.22 12:58
Agabazar
Вячеславна, паллах, материалĕсемшĕн питех хыпсах çунмасть пуль-ха. Пирĕн, вулакансен, сехĕрленес пулать, çав япаласем пирĕн пата çитеймесрен пăшăрханса.

Чăваш сăмахĕсем пирки çакна калас пулать. Хуть те мĕнле сăмах та, вăл сăмахсарсене вырнаçрĕ пулсан, чăваш сăмахĕ шутланать. Пур-и сăмахсарсенче июнь? Пур. Эппин вăл чăн-чăн чăваш сăмахĕ.

<Проблема вара ак çакнашкал. Йышăннă сăмахсен кÿлепи чăвашла мар
чылай чухне. Вăт çавăн пеккисенченчен, варваризм теççĕ вĕсене, хăтăлма тăрашмалла.
Ач // 4117.51.7078
2015.01.22 15:10
Акапасар, эс каллех аяккалла пӑрӑнатӑн.Паллах, июнь те, июль те, система та, структура та тахҫанах вырӑсланнӑ та, тутарланнӑ та, чӑвашланнӑ та. Эпир ХАМӐРӐН СӐМАХСЕМПЕ усӑ курасси пирки калатпӑр. Хыпара чӑвашла уйӑх ячӗсене Леонтьев редактора лартсан кӗртнӗ пулас, эппин чӗрӗк ӗмӗр каяллах. Халӑх хӑнӑхнӑ, пӗтӗч вӗренткӗчсенче пур. Халӗ вара каялла чакатпӑр-и? Ку пирӗн парӑну-ҫке вырӑс чӗлхи умӗнче. Ҫапла калатпӑр эпир редакцире (редакцисенче). Анчах Туркайран иртейместпӗр.
Agabazar // 1753.69.7589
2015.01.22 17:24
Agabazar
Юнтармăш ача пек вĕçĕмсĕр "Эс" теекен кăнттам этем кунашкал япаласене шăхăрса илессе çапса пăрахсан та ĕненес çук.

Система сăмаха "чăвашланнă" теме çук-ха. Мĕншĕн тесен вăл орфограмма "çиçчемă" пек вуланать. Июль, структура — аптрасах каймаççĕ.

Парăну тенĕрен... Ав Генначий Арххиппăфа параламентра чăвашла калаçнăшăн тапăннă. Çакăн пирки çырса кăтартнă шутланакан Илле Иванова суд туса айăпланă. Курмăш пулатпăр чăн хăрушлăх ăçтан иккенне.
Ача // 4117.51.7078
2015.01.22 18:28
Никольский портречӗ паян пурччӗ пулас. Тен, йӳтеме чарӑнчӗ асли. Ӗҫ укҫи раштав уйӑхӗшӗн илтӗмӗр. Малашне еплерех пулӗ - курӑпӑр. Шанчӑк ҫук терӗ бухгалтерипе пи-иииитӗ лайӑх ҫыхӑннисенчен пӗри. Парӑм хӑрушла нумай тет типографи умӗнче. Бюджет укҫине чакарасшӑн тет тата. Подписка провал теҫҫӗ. Унран пухнӑ укҫа нумай мар тет. Замсем вара пӗр кӗтӳ. Пурте ӑслӑ, чакарма юрамаст пуль ҫав.

Pages: 1, ... 13, 14, 15, 16, 17, [18], 19

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters