Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +1.3 °C
Мир - добродетель цивилизации, война - ее преступление.(В. Гюго)
 

Ad

Клавье Таранова: Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

Клавье Таранова20.01.2015 19:1342424 views

Çĕнĕ "Хыпар" çамкинче кун ячĕсене вырăсла çырма пуçларĕç. Кăна çапла ăнлантарчĕç: чăваш халăхĕ... м-м-м... ну, леш, мĕнех мар иккен - чăвашла уйăх ячĕсемне чĕрĕк ĕмĕр хушшинче те хăнăхса çитеймест имĕш. Çавăнпа хаçатне те вуласшăн мар. Вулакан кăмăлне çавăрас тесе Туркайсем уйăх ячĕсене каллех вырăсла çырма пуçланă пулать. Юрĕ, тейĕпĕр, пасар тапхăрĕнче сыпăнтарса пурăнас тесе тем те сутма ирĕк пур.

Çак кунсенче "Хыпарта" 2015 çулхи календарь пичетленсе тухрĕ. Куртăм та паччушки: уйăх ячĕсем пуçламăшĕ кăна пулнă иккен! Чăваш халăхĕ кун ячĕсене те чăвашла ăнланмасть пулас. Календарьти кун ячĕсем шалт вырăсла! Вăл çеç те мар-ха, Республика Кунне те (ăна ĕлĕкрех Чăваш Патшалăх Кунĕ теттĕмĕр!) "Хыпарта" паллă тума шутламаççĕ - календарьте вăл ахаль-махаль кун пекех хуп-хура. Ун çумĕнчи Раççей Кунĕ вара Мăнкун çăмарти пекех хĕп-хĕрлĕ.

Ай-уй, кун пек хăвăртлăхпа пырсассăн çулталăк вĕçленнĕ тĕле "Хыпарта" чăваш шăрши-маршине те юлмаç пуль? Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

 

Клавье Таранова

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (182)]

Comments:

Agabazar // 1383.77.1841
2015.01.26 01:02
Agabazar
Васса,
Калăр-ха, тархасшăн, епле калатчĕç çав хирти грушăна, культурăланманнине?
Agabazar // 2313.90.2175
2015.01.26 08:55
Agabazar
Васса // 2044.74.7703 2015-01-25 21:28:<<Ача,эс хăрамасăрах çырнинчен тĕлĕнетĕп-ха,асăрхан кăштах,темрен тем пулĕ.>>

"Ытлашши" нимех те каламан тесе шутлатăп.

Ним те шарлама юрамасть пулсан епле пуранмалла тит вара? Тĕнче тĕппипех арканать вĕт ун пек?
Алексей, Шупашкар // 4186.57.1361
2015.01.26 15:05
Каллех тытăннă кăшлама. Кама? Туркая. Ах, тур-тур, ун пек маттурри кам пур.
Васса // 1143.6.5867
2015.01.26 15:52
Мана министăра лармашкăн,
Тархасшăн ,тек ан сĕнĕр,ыр çынсем,
Эп малашне те сăвăçах пуласшăн.
Е кирлĕ мар-и халĕ савăçсем?(Туркай,2012ç)
Эп Туркай çинчен начаррине каламастăп, сăввисем мана килĕшетчĕç-ха халиччен.
Agabazar // 2163.0.6131
2015.01.26 21:06
Agabazar
Туркая министăра ларма сĕнекен "ыр çынсем" камсем пулнă-ши?
Е ку лирикăлла геройăн халлапĕ çеç-ши?

Каска // 3080.61.7550
2015.01.26 22:38
Туркай иртнӗ суйлавра Унӑн (ВВП) шанни ҫынни пулса вӑйлӑ ӗҫлерӗ, ҫавӑншӑн Валерике культмин ертӳҫин пуканне шантарчӗҫ. Анчах шанна кайӑк йӑвара пулмарӗ ҫав. Улталарӗҫ , памарӗҫ министр портфельне.
Мачча // 4117.51.7078
2015.01.27 09:28
Эпӗ пӗртте хирӗҫ мар Туркай редакторта ӗҫленӗшӗн. Курӑпӑр та хаклӑпӑр каярахпа. Ара, малтанхи редакторне тиркесе вунӑ ҫул та калаҫрӗ пулас. Ӗмӗчӗ тулчӗ тинех. Анчах йӑнӑшсем тӑвать. Никольскипе ҫапӑҫни култарнинчен ытларах тӗлӗнтерет. Ҫа-а-амрӑк, мӗн тӑвӑн...
Agabazar // 1289.62.7259
2015.01.27 14:45
Agabazar
Валерик мар, ВАЛЕРИ́ теес пулать. Валери́ Турка́й
Мачча // 4117.51.7078
2015.01.30 09:37
Лӑскаҫ кӑна ачана,
Хӑть кутӑн лар маччана.
Кӗтӗр кӑштах - суйлавччен,
Маччи ишӗлсе аниччен.
Хыпарне, паллах, пит шел,
Ирӗлет-ҫке ун мехел,
Никольские ҫухатрӗ,
Пӗтӗм халӑх ахлатрӗ.
Agabazar // 4133.36.3106
2015.01.30 12:52
Agabazar
Мĕн чухлĕ ытларах "лăскаççĕ", Туркай кĕлетки çавăн чухлĕ ытларах...

бронзăланать.



Çав "Никольский" сăмаха ытти формăсенче çырнă чухне йĕркевсем й саспаллие кăларса сирпĕтме ыйтаççĕ. Çавă мана килĕшмест, анчах мĕнех тăвăн?

Pages: 1, ... 11, 12, 13, 14, 15, [16], 17, 18, 19

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters