Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +2.3 °C
Бывают беды пострашнее, чем цунами. И радости сильнее, чем она.(В. Высоцкий)
 

Ad

Клавье Таранова: Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

Клавье Таранова20.01.2015 19:1342407 views

Çĕнĕ "Хыпар" çамкинче кун ячĕсене вырăсла çырма пуçларĕç. Кăна çапла ăнлантарчĕç: чăваш халăхĕ... м-м-м... ну, леш, мĕнех мар иккен - чăвашла уйăх ячĕсемне чĕрĕк ĕмĕр хушшинче те хăнăхса çитеймест имĕш. Çавăнпа хаçатне те вуласшăн мар. Вулакан кăмăлне çавăрас тесе Туркайсем уйăх ячĕсене каллех вырăсла çырма пуçланă пулать. Юрĕ, тейĕпĕр, пасар тапхăрĕнче сыпăнтарса пурăнас тесе тем те сутма ирĕк пур.

Çак кунсенче "Хыпарта" 2015 çулхи календарь пичетленсе тухрĕ. Куртăм та паччушки: уйăх ячĕсем пуçламăшĕ кăна пулнă иккен! Чăваш халăхĕ кун ячĕсене те чăвашла ăнланмасть пулас. Календарьти кун ячĕсем шалт вырăсла! Вăл çеç те мар-ха, Республика Кунне те (ăна ĕлĕкрех Чăваш Патшалăх Кунĕ теттĕмĕр!) "Хыпарта" паллă тума шутламаççĕ - календарьте вăл ахаль-махаль кун пекех хуп-хура. Ун çумĕнчи Раççей Кунĕ вара Мăнкун çăмарти пекех хĕп-хĕрлĕ.

Ай-уй, кун пек хăвăртлăхпа пырсассăн çулталăк вĕçленнĕ тĕле "Хыпарта" чăваш шăрши-маршине те юлмаç пуль? Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

 

Клавье Таранова

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (182)]

Comments:

Атила // 3913.58.4645
2015.03.23 12:22
Акапасар,сӑпайлӑрах пул.Атнер Хусанкая ан тӗкӗн.Унӑн мӑшӑрӗ чӑваш мар.Ҫавна пула та ывӑлӗ, тен,вӗренеймен аслӑ та мӑнаҫлӑ чӑваш чӗлхине.Тата Атнер ку форумра ыттисене вӗрентмест.Хӑйӗн ачисене вӗрентме пултарайманнисем пире вӗрентесшӗн чӑвашлӑха.Абсурд!.Намӑс!.
Ют Ҫын // 6409.8.3869
2015.03.23 13:17
Чӑн та,Атилӑпа килӗшмелле.Agabazar юлташ кунта кӑна калаҫать чӑвашлӑх пирки.Трибун умне Пуш уйӑхӗн 12-мӗш кунӗнче ӑслӑлӑх конференцине каймарӗ,сӑмах ыйтмарӗ.Тен,Мӗн каласси пулмарӗ пулӗ,тен сӑмаххисем "пушӑ"-рах пулчӗҫ пулӗ ӗнтӗ.Илсе тух урама тӑван чӗлхепе шӑрантаракан пепкесене.
Agabazar // 4026.00.3509
2015.03.23 15:07
Agabazar
Атила // 3913.58.4645 2015-03-23 12:22: <<Акапасар,сӑпайлӑрах пул.Атнер Хусанкая ан тӗкӗн.Унӑн мӑшӑрӗ чӑваш мар>>

Вара мĕскер? Ыттисем вара мĕнпе айăпа кĕнĕ? АРĂМĔСЕМ ЧĂВАШ ПУЛНИПЕ АЙĂПА КĔНĔ-ИМ? Туркайăн арăмĕ чăваш пулнипе вăл айăплă-им?
Епле пулса тухать-ха? Пĕрин арамĕ чăваш та, ăна ачисем чăваш маршăн тăраниччен тÿнккеме пулать имĕш. Теприн арамĕ вырăс та (е нимĕç-и унта...) , çавна кура кунашкал "критикăран" пăрма пулать иккен...

Хуть те кам та çапла калама пултарать: "Эп ачасене шутсăр чăвашла вĕрентесшĕн, анчах арăм ирĕк памасть..."

Эппин пырăр та ун арăмне кайса вăрçăр!

Хăйĕн арăмĕ чăваш пулнишĕн Туркай пачах та айăпла мар!
Тимӗр // 4916-2612
2015.03.23 21:53
Кам айӑплать Туркая арӑмӗшӗн?.Ольга питӗ ырӑ кӑмӑллӑ чӑн-чӑн чӑваш хӗрарӑмӗ.Хӑйӗн хӗрӗсене тӑван чӗлхене вӗрентни,паллах,унӑн пысӑк тӳпи.Туркайпа унӑн юратнӑ мӑшӑрӗ хӑть кама куҫран тӳррӗн пӑхма пултараҫҫӗ чӑвашлӑх пирки калаҫнӑ чух.Вӗренӗр вӗсенчен.
Agabazar // 1935.4.9770
2015.03.23 22:17
Agabazar
Э-э-э, çапла çав, эсĕр Туркая çеç мар, Иванов, Петров, Сидоров... йышшисене те арăмĕсем чăваш пулнăшăн ан тÿнккĕр. Вĕсем те сирĕн "мухтавлă Туркайран" нимпе те кая мар! Вĕсен те, шăписем темле килсе тухнă пулсан та, чăвашлахри тÿписем Туркайăннинчен кая мар. Вĕренес пулать вĕсенчен те. Вĕсен те ыттисем çине тÿррĕн пăхмалла марри ним те çук! Тĕнче умĕнче тап-таса!
Атилла // 3913.58.4645
2015.03.24 12:39
Паллах, хисеплӗ Акапасар.Ачисене чӑвашла вӗрентме пултарнӑ чӑваш арӑмӗсем хисепе тивӗҫ.Пур ун пек паттӑрсем Шупашкарта.
Agabazar // 4200.91.8310
2015.03.24 13:10
Agabazar
Халлап çапма пăрахас пулать. Кашни чăваш хĕрарамĕх хисепе тивĕçлĕ. Атилла арăмĕ-и унта, Туркай арăмĕ-и, Таймер арăмĕ-и, Алексей Петровччă Леонтьев арăмĕ-и е Архиповăн тăлăха юлнă арамĕ-и, Иванов, Петров, Сидоров арăмĕсем-и....Тутана пĕрсе, сăмсана каçăртса апла-капла калаçнисене айккинелле пăрас пулать.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.03.24 17:09
Салам,Акасапар хӑта!Халап ҫапма пӑрахас тесе чӗнни мана пит килӗшет,ҫавӑнпа ҫырас терӗм.Пире нумай халап ҫапрӑн "Украина" проект пирки."Ще не вмерла украина"-тенине чӑвашла куҫарса та ухмаха ертӗн.Вӗҫне ҫитиччен туса ҫитеримарӑн пулмалла анчах та.Пӗлтӗр эпӗ мӗн калани Украинӑра шел пулин те кӑҫал пурнӑҫа кӗрсе пырать.Халӑха шел, халӑх айӑплӑ мар.
Agabazar // 2881.77.5334
2015.03.24 17:28
Agabazar
Ще не вмерла... текеннине туса çитернĕ-и, çитермен-и, ăна хавăр та малалла тăсма пултаратăр. Ăна чăвашла куçарнине ухмахлăх теекен хăй ухмах. Кунтан та ытларах, Украинăна чăн-чăн çĕршыв мар, "проект" çеç теекен вара фашистпа тан. Мĕншĕн тесен мĕнпур саккунсене, халăхсен туслăхне, çураçулăхне хирĕç пынине пĕлтерет.

Луччĕ калаçăр кунта "Хыпар&Туркай" проект пирки. Ан пăранăр темăран айккинелле!

bor1959 // 1039.8.4424
2015.03.24 17:36
А мӗншӗн эсӗ,Акасапар хӑта,чӑваш гимнне хирӗҫ пит нумай поплерӗн.Килӗшместь пулсан тыт та кӗвӗле лайӑхраххине,украинӑ гимнӗпе ухмаха ан та ер!

Pages: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, ... 19

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters