Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +2.3 °C
Знание - это препятствие на пути неизвестности.(С. Паронен)
 

Ad

Клавье Таранова: Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

Клавье Таранова20.01.2015 19:1342410 views

Çĕнĕ "Хыпар" çамкинче кун ячĕсене вырăсла çырма пуçларĕç. Кăна çапла ăнлантарчĕç: чăваш халăхĕ... м-м-м... ну, леш, мĕнех мар иккен - чăвашла уйăх ячĕсемне чĕрĕк ĕмĕр хушшинче те хăнăхса çитеймест имĕш. Çавăнпа хаçатне те вуласшăн мар. Вулакан кăмăлне çавăрас тесе Туркайсем уйăх ячĕсене каллех вырăсла çырма пуçланă пулать. Юрĕ, тейĕпĕр, пасар тапхăрĕнче сыпăнтарса пурăнас тесе тем те сутма ирĕк пур.

Çак кунсенче "Хыпарта" 2015 çулхи календарь пичетленсе тухрĕ. Куртăм та паччушки: уйăх ячĕсем пуçламăшĕ кăна пулнă иккен! Чăваш халăхĕ кун ячĕсене те чăвашла ăнланмасть пулас. Календарьти кун ячĕсем шалт вырăсла! Вăл çеç те мар-ха, Республика Кунне те (ăна ĕлĕкрех Чăваш Патшалăх Кунĕ теттĕмĕр!) "Хыпарта" паллă тума шутламаççĕ - календарьте вăл ахаль-махаль кун пекех хуп-хура. Ун çумĕнчи Раççей Кунĕ вара Мăнкун çăмарти пекех хĕп-хĕрлĕ.

Ай-уй, кун пек хăвăртлăхпа пырсассăн çулталăк вĕçленнĕ тĕле "Хыпарта" чăваш шăрши-маршине те юлмаç пуль? Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

 

Клавье Таранова

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (182)]

Comments:

Таисия // 1908.51.2978
2015.03.18 12:29
Шел, хамӑн шухӑшӑмсене ҫырма тытӑннӑччӗ, тем сӑлтава пула ҫырнисем ҫухалчӗҫ.Ӑсӑртран кирлӗ мар ҫӗре пускаларӑм пулас. Юрӗ, ку тарама. Ҫирӗм ҫул ытла республика тулашӗнче пурӑннӑ хыҫҫӑн тӑван ене таврӑнас терёмӗр. Аслӑ ывӑлӑм тӑван чӗлхене аванах пӗлет пек, хирӗҫленине та асӑрхаман, кӗҫӗнни вара ун пек кӑмӑла палӑртсах каймасть. Ыйтӑвӗ манӑн пачах урӑххинче: мӗншӗн чӑваш чӗлхине ҫавӑн пек майпа шкулта вӗрентни пирки. Пӗлетӗр-и эсир, мӗн чухлӗ хирӗҫӳ, мӗн чухлӗ ачасен куҫҫулӗ !!! Паллах, ку сӑмахсем хыҫҫӑн тӗрлӗ "хура" сӑмах ман ҫине тиенӗ ӗнтӗ . Вика Сорокина пеккисен -- вёсен ачисем манӑнни пек чӑвашла пӗлеҫҫӗ-ши? Ҫапах та, чӑваш чӗлхине хула шкулӗсенче факультативлӑ майпа ҫеҫ вӗрентмалле тесе шутлатӑп, ун пек чух ӑна ытларах хисеплӗҫ, ачасен куҫҫулӗ те пулмӗ! Текех ку сайта кӗмӗп тесе шутланӑччӗ; ҫапах пӑхатӑп та , манӑн тусӑм - " хирӗҫтӑрӑвӑм" -- Agabazarӑм --хута кӗретех пулӗ тетӗп. Тӑван чӗлхемшӗн чунӑм ыратать. Хурав кӗтетӗп.
Таисия // 1908.51.2978
2015.03.18 12:37
Тархасшӑн каҫарӑр, МИХ тени мӗне пӗлтерет - пӗлейместӗп, ӑнлавне те тупаймарӑм.
2015.03.18 12:52
Аçтахар Плотников
Таисия, калӑр-ха вара, мӗншӗн вырӑс чӗлхине факультатив майӗпе вӗрентмелле мар? Вырӑс чӗлхине те вӗт хистесех вӗрентеҫҫӗ. Чӑваш чӗлхи мӗнрен кая? Е вӑл патшалӑх чӗлхи мар-и? //е факультатив майӗпе вӗрентсен чӑваш чӗлхине ытларах хисеплеме пуҫлӗҫ тесе шуталтӑр-и? Унччен хисеплеменнисем хисепе хума тытӑнӗҫ-ши?
Ман шутпа ыйтӑвӗ пачах урӑххинче — чӗлхене хисеплеме вӗрентменнинче. Влаҫ органӗсем ӑна «чӑрмав» пек курнинче. Вӗсен хыҫҫӑн халӑхӗ те ҫапла шухӑшлать.
Таисия // 1908.51.2978
2015.03.18 13:26
Ан ҫиленӗр, Админ. Темӗнле пулсан та эпир ӑҫта, мӗнле лару-тӑрура, кам хушшинче пурӑннине, тӗп хутшӑну мӗнле чӗлхепе пулнине шута илмелле тесе шутлатӑп. Раҫҫей ҫыннисемпе эсир ниушлӗ чӑваш чӗлхипе хутшӑнас тетӗр? Е тата Украинӑра пулас пулсан? Чӑваш чӗлхи вырӑнлӑ пулӗ -и? Эпӗ - чӑваш, унпа мухтанатӑп, никамран та пытармастӑп. Яланах ҫакӑн пирки пур ҫӗрте те мӑнаҫланса калатӑп. Асӑрханӑ тӑрӑх, шӑпах ҫакӑншӑн хисеплеҫҫӗ те пире, чӑвашсене!Ҫакна пур ҫӗрте те асӑрханӑ эпӗ. Кунта вара, хамӑр патӑмӑрта, чӗлхене хисепленипе пӗрлех, унӑн тӗп пӗлтерӗшне те, хакне те палӑртма пӗлмелле. Анчах та, ачасене шкулта хамӑр чӗлхене вӗрентнӗ чух хальлӗхе педагогсем май пур таран вӗсене "хирнисӗр" пуҫне нимӗн те курмастӑп. Сӑмах май, нумай ашшӗ-амӑшӗ чӑваш чӗлхине факультативлӑ майпа вӗрентес пулсан тӗрӗсрех пулнине ҫирӗплетет. Паллах, эсир ман шухӑшпа килӗшмессине малтанах туйса тӑратӑп. Тепӗр тесен, Туркайсен саккунне хирӗҫ халӗ никам та каяймасть пулӗ .
Таисия // 1908.51.2978
2015.03.18 14:19
Эпир Раҫҫейре пурӑнатпӑр. Ҫавӑнпа та пирӗн пӗр хутшӑну чӗлхи - вырӑс чӗлхи. Ӑна хистесе вӗрентеҫҫё тени тӗрёс мар. Вӑл тӗп патшалӑх, Тӑван ҫёршывӑмӑр чӗлхи. Унпа эпир ытти халӑхпа, ытти тӗнчепе хутшӑнатпӑр, ун урлӑ пур пӗлӗве те илетпӗр. Чӑваш чӗлхи - анне ( тен, атте) чӗлхи пулсан та, унпа тӗнчене тухма йывӑр (ытти чӗлхене те хисеплес пулать). Хистев - яланах хирӗҫӳ, ӑнланманлӑх, тарӑху, вӗчӗхӳ ҫуратать. Ҫак сӑлтава пулах чӑваш чӗлхине (патшалӑх чӗлхи тесе) суя "саккунҫӑсем" халӑхран "сивӗтрӗҫ", ӑна халӑхран уйӑрчӗҫ. Факультатив майӗпе вӗрентсен, чӗлхемӗре хисеплекенсен йышӗ ӳсет. Влаҫ органӗсем тенӗрен : вӗсемшӗн чӗлхе пуррипе ҫукки пурӗ пӗр. Эсир ҫакна туймастӑр-им вара?
Agabazar // 4505.3.3002
2015.03.18 15:03
Agabazar
Таисия // 1908.51.2978 2015-03-18 12:29: <<Шел, хамӑн шухӑшӑмсене ҫырма тытӑннӑччӗ, тем сӑлтава пула ҫырнисем ҫухалчӗҫ.Ӑсӑртран кирлӗ мар ҫӗре пускаларӑм пулас. Юрӗ, ку тарама.>>

Эсир çырнисем ниçта та çухалман. Тепĕр страницăна çеç куçнă. Кунта халĕ мĕнпурĕ вунпилĕк страница.


"Текех ку сайта кӗмӗп тесе шутланӑччӗ; ҫапах пӑхатӑп та , манӑн тусӑм - " хирӗҫтӑрӑвӑм" -- Agabazarӑм --хута кӗретех пулӗ тетӗп. Тӑван чӗлхемшӗн чунӑм ыратать. Хурав кӗтетӗп.

Админăн нÿхрепĕнче сире кăсăклантаракан ыйтусемпе ятарлă темăсем пайтах. Çавсенчен пĕрне туртса кăларма сĕнетĕп. Калăпăр, ак çакна: http://chuvash.org/blogs/comments/2227.html
2015.03.18 18:17
Аçтахар Плотников
The comment was deleted.: тӗрӗс мар ӑнланнӑ. Таисия чӑваш чӗлхине «нишлӗ» пек хакланӑн туйӑнчӗ. Халь тепӗр хут лайӑхрах вуларӑм та йӑнӑшнине куртӑм.
2015.03.18 18:20
Аçтахар Плотников
«Темӗнле пулсан та эпир ӑҫта, мӗнле лару-тӑрура, кам хушшинче пурӑннине, тӗп хутшӑну мӗнле чӗлхепе пулнине шута илмелле тесе шутлатӑп.»
Чӑвашӗсем 60% ытла пулсан пурте чӑвашла калаҫмалла мар-и? Пирӗн ялта 80% ытла чӑваш — анчах ашшӗ-амӑшӗ ачисене чӑвашла вӗрентмест, вырӑсла кӑна. Эп вӗсен ачисемпе чӑвашла калаҫсан мана ачисем «иностранец» ят параҫҫӗ. Шкулӗ мар вӗсене тӑван чӗлхерен пистернӗ, сирӗнешкел шухӑшлакан ашшӗ-амӑшӗ. «Мӗн тума кирлӗ чӑваш чӗлхи? Эпир Раҫҫейре пурӑнатпӑр, апла-тӑк вырӑсла вӗрентетпӗр», — ак ҫакнашкал вӗсен шухӑшлавӗ!
Тимӗр // 4916-2612
2015.03.18 21:55
Шел пулинте,Админ тӗрӗс калать.
Agabazar // 2231.56.0666
2015.03.18 22:46
Agabazar
Таймер каллех хăйĕн авалхи халлапне çапма пуçласшăн пулĕ.

Чăннипе вара кунта Туркая "тÿнккемелли" тема


Pages: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, ... 19

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters