Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +2.3 °C
Люди не могут дать силу праву и дали силе право.(Б. Паскаль)
 

Ad

Клавье Таранова: Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

Клавье Таранова20.01.2015 19:1342417 views

Çĕнĕ "Хыпар" çамкинче кун ячĕсене вырăсла çырма пуçларĕç. Кăна çапла ăнлантарчĕç: чăваш халăхĕ... м-м-м... ну, леш, мĕнех мар иккен - чăвашла уйăх ячĕсемне чĕрĕк ĕмĕр хушшинче те хăнăхса çитеймест имĕш. Çавăнпа хаçатне те вуласшăн мар. Вулакан кăмăлне çавăрас тесе Туркайсем уйăх ячĕсене каллех вырăсла çырма пуçланă пулать. Юрĕ, тейĕпĕр, пасар тапхăрĕнче сыпăнтарса пурăнас тесе тем те сутма ирĕк пур.

Çак кунсенче "Хыпарта" 2015 çулхи календарь пичетленсе тухрĕ. Куртăм та паччушки: уйăх ячĕсем пуçламăшĕ кăна пулнă иккен! Чăваш халăхĕ кун ячĕсене те чăвашла ăнланмасть пулас. Календарьти кун ячĕсем шалт вырăсла! Вăл çеç те мар-ха, Республика Кунне те (ăна ĕлĕкрех Чăваш Патшалăх Кунĕ теттĕмĕр!) "Хыпарта" паллă тума шутламаççĕ - календарьте вăл ахаль-махаль кун пекех хуп-хура. Ун çумĕнчи Раççей Кунĕ вара Мăнкун çăмарти пекех хĕп-хĕрлĕ.

Ай-уй, кун пек хăвăртлăхпа пырсассăн çулталăк вĕçленнĕ тĕле "Хыпарта" чăваш шăрши-маршине те юлмаç пуль? Тур-тур, кай-кай, мĕн хăтланать Туркай!

 

Клавье Таранова

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (182)]

Comments:

Владимир // 4198.78.4608
2015.03.08 20:52
Вот что сказал Эдвард Сноуден: "Они начали убирать тех, кого кормили многие годы. Им не нужны те, кто не выполнил их планы и те, кто знает их секреты. Госдеп не остановится на Немцове, они пойдут дальше".
Agabazar // 3562.33.5391
2015.03.09 08:10
Agabazar
Çапла ĕнтĕ, Эдвард Сноуден шутсăр пысăк авторитет. Чăвашăн халĕ çавăн пеккисене тăнласа лармалли çеç юлать пуль. :-(

Володя // 4198.78.4608 2015-03-08 19:28: <<Всю свою сознательную жизнь Немцов предавал и разваливал Россию и, когда был при Ельцине, и в рядах оппозиции. Несмотря на то, что его застрелили, и нам жалко его как человека, мы не должны поддаваться эмоциям. Немцов - никакой не пламенный борец с режимом, а обыкновенный лицемер и лжец.>>

Ытла çемçен калатăр-çке? Хам пулсан кунашкал ачаш сăмахсемпе çеç çырлахса ларас çук! :-)

Ют ҫын // 2513.88.9023
2015.03.09 12:37
Немцов пирки мӗн калаҫӑр ҫак? Ыйтса пӗлмелле ҫеҫ Чулхула усламҫисенчен, чиновникӗсенчен, пӗрле ӗҫлеме тӳр килнисенчен. Кунта Сноуденпа Акапасар текен шутсем калани вырӑнлах мар пек.
Agabazar // 4118.75.2631
2015.03.09 15:34
Agabazar
Мĕн тума кирлĕ сире Чулхула усламçисем, тиекĕсем? Сирĕншĕн вĕсем мĕншĕн сасартăках шутсăр çывăх çынсем пулса тăчĕç? Вĕсемпе така пусса тирпейленĕ-им тахçан пĕрре?

Акапасара "шут" терĕр-ха та, хăвăр вара кам-ши?
Agabazar // 4118.75.2631
2015.03.09 15:34
Agabazar
Шел пулин те, пĕтĕм шанчăк Туркай çинче çеç. Çавă çеç çăлса хăварма пултарать паянхи кун чăваш халăхне.
gtnh // 5059.3.5746
2015.03.10 18:04
Клавьене. мухмӑр пулнӑтӑр. Ҫавӑнпа чӑвашла ҫырман.
Agabazar // 3538.78.4103
2015.03.11 10:23
Agabazar
Чăвашлах çырнă-çке!
Чăваш ашакĕ // 2637.94.8479
2015.03.11 18:35
Пӗтӗмпех вуласа тухрӑм,тӗлӗнтӗм:мӗн тӳнкетӗр Туркая?Сире хӳтӗлесе ҫырать-иҫ.Хусанкай сирӗн ҫинчен ҫырать вӗт "интеллектуальное развитие народа происходит слабо","Сидим в чувашском углу,лапти худые починяем..." тесе.Сирӗн шухӑшлав,тавлашу шайӗ - ҫаплах ҫӗтӗк ҫӑпата сапласа ларатӑр.Тутар форумӗсене кӗркелесе курӑр-ха-вӗренӗр,интеллектуальнӑйӑра ӳстерӗр.
Agabazar // 4008.42.5474
2015.03.11 19:24
Agabazar

Мĕн кашни темăрах пĕр тĕрлĕ текст хăваратăр? Урăхларах текст хайлама ăс-хал çитсех каймасть-им?

Тачка пускил // 2304.05.4652
2015.03.11 21:55
Тавах Турра, ашаксене ҫын ӑс-хакӑлне паман, а так каять ӗнте -мӗн пурри ҫителӗклӗ ку выльӑха))))))

Pages: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, ... 19

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters