Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +1.3 °C
Музыка не имеет отечества; отечество ее - вся вселенная.(Фр. Шопен)
 

Ad

Валерий Алексин: Пӗр роман — икӗ тӗрлӗ хак

Валерий Алексин06.05.2019 12:1741726 views

«Сувар» хаҫат ҫумӗнчи литпӗрлешӳ ертӳҫи Евгений Турхан «Сувар» хаҫатра «Пӗр роман — икӗ типографире» рецензи пичетлесе кӑларчӗ. Унта Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» романӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пичетленнӗ «Ҫакӑ-и илемлӗ литература?» статьяпа танлаштарсан асӑннӑ кӗнекене пачах урӑх хак панӑ.

«Ҫак кунсенче Шупашкарти икӗ типографире – Чӑваш кӗнеке издательствинче тата «Ҫӗнӗ вӑхӑтра» – пӗр харӑс Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ «савнисен романне» пичетлесе кӑларчӗҫ. 1000-шер экземплярпа. Халӗ вырӑсла вариантне пичете пама хатӗрлеҫҫӗ. Хусанта пурӑнакан ҫыравҫа пысӑк хак параҫҫӗ».

Тӳрех каласа хӑварар: Чӑваш кӗнеке издательстви типографи мар, пичете хатӗрленӗ кӗнекесене вӑл тӗрлӗ типографине парса пичетлет. Ҫакна Евгений Турхан хӑйӗн «Каганлӑх тӗпренчӗкӗ» кӗнекине уҫса пӑхсан та пӗлме пултарнӑ. Роман тухнӑ кӑна-ха, вулакансен аллине те лекеймен, апла пулин те ӑна пысӑк хак параҫҫӗ иккен. Камсем-ши?

Рецензи авторӗн Евгений Турханӑн хакӗ вара акӑ мӗнле: «Нобель премийӗн лауреачӗн Михаил Шолоховӑн «Лӑпкӑ Дон» романӗнчен пӗрре те кая мар «Тӑлӑх арӑм минтерӗ»: Григорий Мелехов, вӑрҫӑпа юмӑлнӑскер (?), винтовкипе пулльисене (патронӗсене мар-ши? — В.А.) шыва пӑрахса путарать. Кирлӗ мар вӑрҫӑ! Ваҫиле сӑмахӗсем, вӑрҫа хирӗҫ пуҫарса янӑ ӗҫсем тата мӑнаҫлӑрах, сулмаклӑрах. Тӗрӗссипе каласан, Николай Сорокинӑн романӗ хӑй те Шолохов романӗнчен кая мар, вырӑнӗ-вырӑнӗпе вӑйлӑрах та пулӗ».

Акӑ епле иккен. Эппин, кӗҫех Хусан кӑна мар, тӗнче кӗрлесе каять. Шолохов шайӗнче ҫырнӑ роман кашни ҫулах тухмасть. Ҫӗршывра анчах мар, тӗнчере те. Чӑваш литературинче ун пекки пулманччӗ-ха. Апла автора «Чӑваш халӑх писателӗ» хисеплӗ ят кӑна мар, тата та чаплӑрах премисем парса тултарӗҫ. Кӗтсе пӑхар-ха.

«Чӑваш халӑх сайтӗнче» ҫакна пӗр автор «объективлӑха ҫухатнӑ графомансен сӑмахӗ» тесе палӑртнӑччӗ. Питӗ тӗрӗс каланӑ пек туйӑнать. Анчах эпир Турхана, тен, ӑнланса ҫитереймен? Тен, вӑл автортан тӑрӑхламалли аван меслет шутласа тупнӑ? Мухтама мухтать пек, анчах ӑшӗнче ахӑлтатсах кулать. Е пиар тӑвап тесе юриех суя хыпар сарать? Хайхи «фейковые новости» текенни пирки шавлаҫҫӗ-ҫке, ҫак ҫулпа ма каяс мар?

Николай Сорокин хӑй романне «Савнисен романӗ» тесе палӑртнӑ. Пур-ха ун пек жанр, анчах ку кӗнеке пачах урӑх ҫулпа чупать, чат юратуран тӑракан хайлав мар вӑл.

Шел пулин те, йӗркеллӗ аргумент тупса хӳтӗлеме пултарайман рецензент эпир «хурланӑ» романа. Виҫесӗр хӑпартланса ҫырни вара туллиех. Каллех авторӑн (Турханӑн) чӗлхи пирки калама тивет. Тӑван Ҫӗршывшӑн пынӑ Аслӑ Вӑрҫа вӑл «Раҫҫейӗн Аслӑ вӑрҫи» тесе палӑртать. Тӗп героя, Ваҫилене, Сталина хирӗҫ кайма хӑват ҫитернӗ хӗрарӑма, вӑл «ял тӗнчин чури» тесе хаклать. Тепӗртакран «ҫутҫанталӑкӑн уйрӑлми пайӗ» туса хурать. Унтан Рахметов евӗрлӗ ниҫта курман тип пулса тӑрать вӑл: «кашкӑрсем те, шартлама сивӗ те, выҫлӑх та нимӗн те мар уншӑн...»

«Сувар» хаҫата вуланӑ май ҫапла шухӑш та пырса кӗрет: вуланӑ-ши Турхан Сорокин романне? Вуланах пулсан мӗншӗн капла хаклать? Тен, уҫкаласа тухнӑ та рецензи мар, мухтав юрри ҫырса пӑрахнӑ? Анчах кӗнекене В. Александровӑпа пӗрле вырӑсларан вӑл куҫарнӑ-ҫке. Ҫакӑн пекки те пулать иккен пурнӑҫра: вуласса — вуламан, анчах куҫарнӑ.

Хаҫат сотрудникӗсен тимсӗрлӗхӗ пирки те каласа хӑвармалла: «тутлӑ ӗмӗтсем» («сладкие мечты» фразеологи ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ ӗнтӗ куҫараканӑн чӗлхи), «йывӑр вӑхӑтри йывӑрлӑхсене», «манӑн ҫӑвара хупаймӑр» (хуплаймӑр), «...ытарайми сӑнар Ваҫиле пуҫӗнче (асӗнче) роман тӑршшӗпех иртет» тата ытти шӑйрӑксене асӑрхаманни хаҫат шайӗ пирки шутлаттарать.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (173)]

Comments:

2019.07.30 18:09
Кириллов, котлетсемпе шăнасене хутăштарма кирлĕ мар. Енчен те ăнкартмастăр, хăть ыйтăр, çапса хăртса кăларса ярас çук
Базиль Кириллов // 2093.07.5921
2019.08.02 09:14
Кун пек фразеологи чӑваш чӗлхинче ҫук, леонтьевла "Хыпарти" лӗпӗр-лепӗрсем кӑна ҫапла селӗпреххӗн ҫыраҫҫӗ.
Agabazar // 1848.0.0706
2019.08.18 22:56
Agabazar
Леонтьевсем тахçанах манăçу лупашкинче, апла пулин те вĕсем халĕ те хăшпĕрне вĕтелентерсе тăраççĕ иккен.

<<Жлобство>> теççĕ кунашкал япалана вырăсла. Чăвашла — нĕрсĕрлĕх, сĕмсĕрлĕх, тĕлсĕрлĕх.....

Мĕн тăван леонтьевсемпе?...Вĕсем-им пирĕн пурнăçа тытса тăракансем?
Базиль Кириллов // 3184.95.2281
2019.08.20 09:49
Леонтьевсем пит ырах мар япалисемпе пирӗн пурнӑҫра кукӑр-макӑр йӗр хӑварнӑ, ("халĕччен"тесе тӗлӗнтерчӗ нумаях пулмасть), вӗсем чӑваш орфографине аркатас ӗҫе те хутшӑннӑ, вӗсене аса илсех тӑрӗҫ, кӑна санран ыйтмалли сӑлтав ҫук.
Agabazar // 1254.34.7700
2019.08.20 18:40
Agabazar
Леонтьевсемпе "çапăçса" ларнипех пит аякка каяймăн. Эс шултрараххисемпе вăй виçме хăтланса пăх...

Молочетс сречи оветс....
2019.08.25 06:15
Тĕрĕс калатăн Акапасар. Анчах та вĕсемшĕн сайт çинче çыракансене путарма кăмăллăрах, уншăн нимĕнех те тумаççĕ, унта та погонялосем хыçĕнче пытанса çыраççĕ, Владимир текеннине профильне кĕрсе пăхсан манăн пĕтĕм ыйту çĕтрĕ ун пирки, ара izashak тене ашаксен несĕлĕнчен тени пулмасть-и? Ашак вара чи ăссăр выльăх шутланать. Пирĕн чăваш халăхĕ ыттисемпе танлаштарнă хушăра, пĕр-пĕрне кăшласа яма хатĕр. Кÿршĕ тутарсенчен тĕслĕх илмелле. Çук çав ырă тĕслĕх пире валли мар
Ара // 3000.76.3861
2019.08.30 12:56
Базиль Кириллов, вăлах Валерий Алексин, вăлах Чăваш кĕнеке издательствин пиçсе çитмен тĕп редакторĕ Валерий Алексеев, Леонтьевсемпе çапăçсах пенсие кайрăн ĕнтĕ, "ХАЛĔччен" сăмах мĕнне пĕлместĕн. Эх, ачамккă, ЧПУн чăваш уйрăмне вĕренсе пĕтермен пулсан çапла-тăр çав...
2019.08.31 20:45
Ак, тинех хамăн ятпа çыратăп текенсене тăрă шыв çине кăларчĕç. Тав сана, Ара
Ялтан // 2212.24.5250
2019.12.08 23:38
Тав сана, Леонтьев-Ара (Эпĕ), куçа уçрăн. Малашне çав Базиле вуламастăп.
Алибасов // 2547.79.6585
2019.12.11 17:30
The comment was deleted.: кӳрентерӳ

Pages: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 18

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters