Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
На свете нет ничего противоестественного.(Анатоль Франс)
 

Ad

Валерий Алексин: Пӗр роман — икӗ тӗрлӗ хак

Валерий Алексин06.05.2019 12:1741596 views

«Сувар» хаҫат ҫумӗнчи литпӗрлешӳ ертӳҫи Евгений Турхан «Сувар» хаҫатра «Пӗр роман — икӗ типографире» рецензи пичетлесе кӑларчӗ. Унта Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» романӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пичетленнӗ «Ҫакӑ-и илемлӗ литература?» статьяпа танлаштарсан асӑннӑ кӗнекене пачах урӑх хак панӑ.

«Ҫак кунсенче Шупашкарти икӗ типографире – Чӑваш кӗнеке издательствинче тата «Ҫӗнӗ вӑхӑтра» – пӗр харӑс Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ «савнисен романне» пичетлесе кӑларчӗҫ. 1000-шер экземплярпа. Халӗ вырӑсла вариантне пичете пама хатӗрлеҫҫӗ. Хусанта пурӑнакан ҫыравҫа пысӑк хак параҫҫӗ».

Тӳрех каласа хӑварар: Чӑваш кӗнеке издательстви типографи мар, пичете хатӗрленӗ кӗнекесене вӑл тӗрлӗ типографине парса пичетлет. Ҫакна Евгений Турхан хӑйӗн «Каганлӑх тӗпренчӗкӗ» кӗнекине уҫса пӑхсан та пӗлме пултарнӑ. Роман тухнӑ кӑна-ха, вулакансен аллине те лекеймен, апла пулин те ӑна пысӑк хак параҫҫӗ иккен. Камсем-ши?

Рецензи авторӗн Евгений Турханӑн хакӗ вара акӑ мӗнле: «Нобель премийӗн лауреачӗн Михаил Шолоховӑн «Лӑпкӑ Дон» романӗнчен пӗрре те кая мар «Тӑлӑх арӑм минтерӗ»: Григорий Мелехов, вӑрҫӑпа юмӑлнӑскер (?), винтовкипе пулльисене (патронӗсене мар-ши? — В.А.) шыва пӑрахса путарать. Кирлӗ мар вӑрҫӑ! Ваҫиле сӑмахӗсем, вӑрҫа хирӗҫ пуҫарса янӑ ӗҫсем тата мӑнаҫлӑрах, сулмаклӑрах. Тӗрӗссипе каласан, Николай Сорокинӑн романӗ хӑй те Шолохов романӗнчен кая мар, вырӑнӗ-вырӑнӗпе вӑйлӑрах та пулӗ».

Акӑ епле иккен. Эппин, кӗҫех Хусан кӑна мар, тӗнче кӗрлесе каять. Шолохов шайӗнче ҫырнӑ роман кашни ҫулах тухмасть. Ҫӗршывра анчах мар, тӗнчере те. Чӑваш литературинче ун пекки пулманччӗ-ха. Апла автора «Чӑваш халӑх писателӗ» хисеплӗ ят кӑна мар, тата та чаплӑрах премисем парса тултарӗҫ. Кӗтсе пӑхар-ха.

«Чӑваш халӑх сайтӗнче» ҫакна пӗр автор «объективлӑха ҫухатнӑ графомансен сӑмахӗ» тесе палӑртнӑччӗ. Питӗ тӗрӗс каланӑ пек туйӑнать. Анчах эпир Турхана, тен, ӑнланса ҫитереймен? Тен, вӑл автортан тӑрӑхламалли аван меслет шутласа тупнӑ? Мухтама мухтать пек, анчах ӑшӗнче ахӑлтатсах кулать. Е пиар тӑвап тесе юриех суя хыпар сарать? Хайхи «фейковые новости» текенни пирки шавлаҫҫӗ-ҫке, ҫак ҫулпа ма каяс мар?

Николай Сорокин хӑй романне «Савнисен романӗ» тесе палӑртнӑ. Пур-ха ун пек жанр, анчах ку кӗнеке пачах урӑх ҫулпа чупать, чат юратуран тӑракан хайлав мар вӑл.

Шел пулин те, йӗркеллӗ аргумент тупса хӳтӗлеме пултарайман рецензент эпир «хурланӑ» романа. Виҫесӗр хӑпартланса ҫырни вара туллиех. Каллех авторӑн (Турханӑн) чӗлхи пирки калама тивет. Тӑван Ҫӗршывшӑн пынӑ Аслӑ Вӑрҫа вӑл «Раҫҫейӗн Аслӑ вӑрҫи» тесе палӑртать. Тӗп героя, Ваҫилене, Сталина хирӗҫ кайма хӑват ҫитернӗ хӗрарӑма, вӑл «ял тӗнчин чури» тесе хаклать. Тепӗртакран «ҫутҫанталӑкӑн уйрӑлми пайӗ» туса хурать. Унтан Рахметов евӗрлӗ ниҫта курман тип пулса тӑрать вӑл: «кашкӑрсем те, шартлама сивӗ те, выҫлӑх та нимӗн те мар уншӑн...»

«Сувар» хаҫата вуланӑ май ҫапла шухӑш та пырса кӗрет: вуланӑ-ши Турхан Сорокин романне? Вуланах пулсан мӗншӗн капла хаклать? Тен, уҫкаласа тухнӑ та рецензи мар, мухтав юрри ҫырса пӑрахнӑ? Анчах кӗнекене В. Александровӑпа пӗрле вырӑсларан вӑл куҫарнӑ-ҫке. Ҫакӑн пекки те пулать иккен пурнӑҫра: вуласса — вуламан, анчах куҫарнӑ.

Хаҫат сотрудникӗсен тимсӗрлӗхӗ пирки те каласа хӑвармалла: «тутлӑ ӗмӗтсем» («сладкие мечты» фразеологи ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ ӗнтӗ куҫараканӑн чӗлхи), «йывӑр вӑхӑтри йывӑрлӑхсене», «манӑн ҫӑвара хупаймӑр» (хуплаймӑр), «...ытарайми сӑнар Ваҫиле пуҫӗнче (асӗнче) роман тӑршшӗпех иртет» тата ытти шӑйрӑксене асӑрхаманни хаҫат шайӗ пирки шутлаттарать.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (173)]

Comments:

2019.07.12 14:09
Акапасар, эпĕ санранах ыйтса лармăп-ха ăçта кĕмелле, ăçта çук. Е тата эсĕ кунта пĕртен пĕр чăваш-и? Что до психушки, так Сÿрепасар, эпĕ кун пирки санран тахçан маларах çыртăм. Тен, санăн карточку çинче чăн ятна çырнине пĕлме умкай пулĕ.
-- // 2291.81.1801
2019.07.12 14:36
--
The comment was deleted.: кӳрентурӳ
Agabazar // 2746.05.7504
2019.07.12 14:53
Agabazar
Аха, хайхи ятарлă хĕсмет çынни те персе çитрĕ.

Мĕнле калас, манăн "двойник" пекки.
-- // 2291.81.1801
2019.07.12 14:56
--
The comment was deleted.: кӳрентерӳ
Agabazar // 2746.05.7504
2019.07.12 15:07
Agabazar
Алексин // 3422.28.0861 2019-07-11 14:58 Туркая аса илтеретӗп: ку статьясене "Хыпара" панӑччӗ, Вашуркина темрен хӑраса ӳксе ларттармарӗ. Эсӗ малтанах урӑхла калаҫнӑччӗ.

Алексин юлташ,
куратăр вĕт, кунта нимĕнле шанчăк та çук.
"Туркай" тесе çырни те Туркай пулмасса пултарать.
"Акапасар" тесе çырни те Акапасар пулмасса пултарать.
Тата ытти те, тата ытти те...
2019.07.12 18:25
Аçтахар Плотников
Ҫын ячӗпе усӑ курса кӳрентерме пуҫланине кура скрипта кӑшт улшӑнусем кӗртетӗп: ҫав ятпах усӑ курассинчен чару лартатӑп.
2019.07.12 18:42
Хисеплĕ Плотников, кунта кăшт асăрхаттару пур: ник "Вот и" е ытти çавнашкалсем те этем ячĕ шутланаççĕ е çук? Кăсăклă питĕ. Ни вырăс ячĕсем хушшинче ни ы тти халăхра кунашкал ятсем тĕл тунине астумастăп.
2019.07.13 15:23
Ак часах "Ридеро" издательствăра манăн "Графиня поневоле" романăн виççĕмĕш кĕнеки тухать. "Тăлăх арăм минтерне" тишкĕрсе халран кайрăр пулас, тен çĕнĕ кĕнекене тишкĕрме кăмăл пур?
2019.07.14 11:49
Ятарласа "Вот б..." валли

Эх,мăнтарăн! Ты мне ещё скажи, что православие возникло задолго до Бога. Православие пришло из Византии и то не совсе м, как православие, а как христианство. Далее были староверы и прочие течения. А вообще эти отделения на католицизм, православие суть одного явления: желание набить карманы на наивности прихожан. Достаточно сегодня посмотреть на площадь перед церквями, где стоят машины батюшек, чтобы сделать выводы. Что христианства, как самого течения, оно возникло при пришествии Иисуса Христа в мир людей, но только не он ли сказал: мир стал ненавидеть задолго до вас?!
Если не соображаешь в вопросе того или иного склада, не надо приплетать архетипическую и прочую ерунду. Люди не настолько тупы, как ты хочешь это показать.
Что до моей книги, так у меня на сегодняшний день уже есть ль заказов на бумажный вариант и в этом плане сидящие здесь словоблуды, мне ни к коей мере не критики и не поклонники. Вы все здесь, кроме как обсуждать и чернить чьё-либо произведение, на большее не способны. Как тот же Убасси раскопал в Нарспи Навруз, глядишь и Курбан-байрам и Уразу. В то время, как Волжскую Булгарию вы давно потеряли и не видать вам своих ушей!!!
2019.07.14 11:51
Валерий Алексин, хăвăн мĕскер пур çырни?

Pages: 1, 2, 3, 4, [5], 6, 7, 8, 9, 10, ... 18

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters