Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +4.3 °C
Опыт увеличивает нашу мудрость, но не уменьшает нашей глупости. (Генри Шоу)
 

Ad

Валерий Алексин: Пӗр роман — икӗ тӗрлӗ хак

Валерий Алексин06.05.2019 12:1741600 views

«Сувар» хаҫат ҫумӗнчи литпӗрлешӳ ертӳҫи Евгений Турхан «Сувар» хаҫатра «Пӗр роман — икӗ типографире» рецензи пичетлесе кӑларчӗ. Унта Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» романӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пичетленнӗ «Ҫакӑ-и илемлӗ литература?» статьяпа танлаштарсан асӑннӑ кӗнекене пачах урӑх хак панӑ.

«Ҫак кунсенче Шупашкарти икӗ типографире – Чӑваш кӗнеке издательствинче тата «Ҫӗнӗ вӑхӑтра» – пӗр харӑс Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ «савнисен романне» пичетлесе кӑларчӗҫ. 1000-шер экземплярпа. Халӗ вырӑсла вариантне пичете пама хатӗрлеҫҫӗ. Хусанта пурӑнакан ҫыравҫа пысӑк хак параҫҫӗ».

Тӳрех каласа хӑварар: Чӑваш кӗнеке издательстви типографи мар, пичете хатӗрленӗ кӗнекесене вӑл тӗрлӗ типографине парса пичетлет. Ҫакна Евгений Турхан хӑйӗн «Каганлӑх тӗпренчӗкӗ» кӗнекине уҫса пӑхсан та пӗлме пултарнӑ. Роман тухнӑ кӑна-ха, вулакансен аллине те лекеймен, апла пулин те ӑна пысӑк хак параҫҫӗ иккен. Камсем-ши?

Рецензи авторӗн Евгений Турханӑн хакӗ вара акӑ мӗнле: «Нобель премийӗн лауреачӗн Михаил Шолоховӑн «Лӑпкӑ Дон» романӗнчен пӗрре те кая мар «Тӑлӑх арӑм минтерӗ»: Григорий Мелехов, вӑрҫӑпа юмӑлнӑскер (?), винтовкипе пулльисене (патронӗсене мар-ши? — В.А.) шыва пӑрахса путарать. Кирлӗ мар вӑрҫӑ! Ваҫиле сӑмахӗсем, вӑрҫа хирӗҫ пуҫарса янӑ ӗҫсем тата мӑнаҫлӑрах, сулмаклӑрах. Тӗрӗссипе каласан, Николай Сорокинӑн романӗ хӑй те Шолохов романӗнчен кая мар, вырӑнӗ-вырӑнӗпе вӑйлӑрах та пулӗ».

Акӑ епле иккен. Эппин, кӗҫех Хусан кӑна мар, тӗнче кӗрлесе каять. Шолохов шайӗнче ҫырнӑ роман кашни ҫулах тухмасть. Ҫӗршывра анчах мар, тӗнчере те. Чӑваш литературинче ун пекки пулманччӗ-ха. Апла автора «Чӑваш халӑх писателӗ» хисеплӗ ят кӑна мар, тата та чаплӑрах премисем парса тултарӗҫ. Кӗтсе пӑхар-ха.

«Чӑваш халӑх сайтӗнче» ҫакна пӗр автор «объективлӑха ҫухатнӑ графомансен сӑмахӗ» тесе палӑртнӑччӗ. Питӗ тӗрӗс каланӑ пек туйӑнать. Анчах эпир Турхана, тен, ӑнланса ҫитереймен? Тен, вӑл автортан тӑрӑхламалли аван меслет шутласа тупнӑ? Мухтама мухтать пек, анчах ӑшӗнче ахӑлтатсах кулать. Е пиар тӑвап тесе юриех суя хыпар сарать? Хайхи «фейковые новости» текенни пирки шавлаҫҫӗ-ҫке, ҫак ҫулпа ма каяс мар?

Николай Сорокин хӑй романне «Савнисен романӗ» тесе палӑртнӑ. Пур-ха ун пек жанр, анчах ку кӗнеке пачах урӑх ҫулпа чупать, чат юратуран тӑракан хайлав мар вӑл.

Шел пулин те, йӗркеллӗ аргумент тупса хӳтӗлеме пултарайман рецензент эпир «хурланӑ» романа. Виҫесӗр хӑпартланса ҫырни вара туллиех. Каллех авторӑн (Турханӑн) чӗлхи пирки калама тивет. Тӑван Ҫӗршывшӑн пынӑ Аслӑ Вӑрҫа вӑл «Раҫҫейӗн Аслӑ вӑрҫи» тесе палӑртать. Тӗп героя, Ваҫилене, Сталина хирӗҫ кайма хӑват ҫитернӗ хӗрарӑма, вӑл «ял тӗнчин чури» тесе хаклать. Тепӗртакран «ҫутҫанталӑкӑн уйрӑлми пайӗ» туса хурать. Унтан Рахметов евӗрлӗ ниҫта курман тип пулса тӑрать вӑл: «кашкӑрсем те, шартлама сивӗ те, выҫлӑх та нимӗн те мар уншӑн...»

«Сувар» хаҫата вуланӑ май ҫапла шухӑш та пырса кӗрет: вуланӑ-ши Турхан Сорокин романне? Вуланах пулсан мӗншӗн капла хаклать? Тен, уҫкаласа тухнӑ та рецензи мар, мухтав юрри ҫырса пӑрахнӑ? Анчах кӗнекене В. Александровӑпа пӗрле вырӑсларан вӑл куҫарнӑ-ҫке. Ҫакӑн пекки те пулать иккен пурнӑҫра: вуласса — вуламан, анчах куҫарнӑ.

Хаҫат сотрудникӗсен тимсӗрлӗхӗ пирки те каласа хӑвармалла: «тутлӑ ӗмӗтсем» («сладкие мечты» фразеологи ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ ӗнтӗ куҫараканӑн чӗлхи), «йывӑр вӑхӑтри йывӑрлӑхсене», «манӑн ҫӑвара хупаймӑр» (хуплаймӑр), «...ытарайми сӑнар Ваҫиле пуҫӗнче (асӗнче) роман тӑршшӗпех иртет» тата ытти шӑйрӑксене асӑрхаманни хаҫат шайӗ пирки шутлаттарать.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (173)]

Comments:

2019.07.16 14:18
Аскольд пытанса лармасть. Интернетра пăх!!! Манăн мĕнле диплом пур санăн мĕн ĕç пур? Малтан мĕн-тăр çыр, унтан шавла. 40 çул совет влаçĕ вăхăтĕнче ĕçленĕ халĕ вăл вăхăта каçса кайса хурататтăр!!! Ĕçлеме таçта та пулать, вырăн йышăнса шалу илме.
Алексин // 3422.28.0861
2019.07.16 15:35
Диплом, биографи, политтехнологи, астрономи... Тытамак тытма пуҫланӑ ҫын калаҫӑвӗ.
Кам ӑҫта ӗҫлесе (ӗҫлемесӗр) шалу анчах илсе ларнине те витӗрех куратӑр, ами! Вӑтаннипе тарласах кайрӑм...
Алибасов // 3422.28.0861
2019.07.16 16:00
Артемьевпа танлаштарни пит вырӑнлах мар. 8-мӗш номерте лайӑх статья статья кӑларнӑ пулсан унпа паллашма сӗннинче мӗн начарри пур? Артемьев графомана питлет кунта, шӑпах Сорокин пеккине.
2019.07.17 07:26
Алексин, сайт çинче регистрациленме вăтанатăн-и е йĕрĕнетĕн-и? Кунта сан йышшисем, ытла ăслисем аванах, чăнласа Алексин пулсан, чăваш чĕлхишĕн çунатăн пулсан - регистрацилен, пытанса ан лар, йĕкехÿре евĕр
Алексин // 3422.28.0861
2019.07.17 08:07
"Йӗкехӳре" сӑмаха тӗрӗс ҫыратӑн. Апла пулсан пирӗн ытти енӗпе те пӗр пек шухӑшсем пулма пултараҫҫӗ. Ан ҫиллен.
Ася // 3422.28.0861
2019.07.17 14:41
Халь тем тӗрлӗ энциклопеди те кӑларса тултарнӑ, унта лекнипе никам та мухтанмасть. Хӑнӑхнӑ. Вӑл справочник-ҫке, кирлӗ чухне уҫкаласа пӑхас пулать.
2019.07.17 18:38
Тĕрĕс, Ася. Паянхи кун укçу кăмăлу пулсан хăть мĕнле энциклопедире те пичетленме май пур, никам та тĕрĕслекен çук информацие. Доктор наук степене те ансатах илеççĕ, ара, интернет уçлăхĕнчен куçарса ил те, укçуна çеç сĕн кирлĕ çынсене, ир çинчен доктор наук пулса вăранан. Мĕле самана, ăнланаймастăп
Атнер // 1726.84.3785
2019.07.18 17:28
Академик пулас килместь им?.Ҫулталӑкне тӳле 500 тенкӗ.
2019.07.19 20:27
Пĕр роман - икĕ тĕрлĕ хак?! Кĕрсе курăн пĕрер-пĕрер картиннăй галерея, унта пĕр картина пирки шцчĕ çук хак илтме пулать. Ку вара çыннăн тĕлĕнчен килет: мĕскере вăл тĕллленет
2019.07.20 19:33
Атнер, тепре те калатăп: Университетский диплом не гарнтия образованности и воспитанности ума А. Дубяго - граф, астроном, профессор. Унăн сăмахĕсемпе пĕтĕмпех килĕшетĕп. Çакă та пур: телевизор çинче мĕн чулĕ доктор науксем çука пур туса лараççĕ, итлесен хăлха çĕрме тытăнать

Pages: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, ... 18

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters