Sign in | Sign Up | Signing in will enable you to post comments and send messages to the users.
 +0.3 °C
Легче простить врага, чем друга.(Ницше)
 

Ad

Валерий Алексин: Пӗр роман — икӗ тӗрлӗ хак

Валерий Алексин06.05.2019 12:1741730 views

«Сувар» хаҫат ҫумӗнчи литпӗрлешӳ ертӳҫи Евгений Турхан «Сувар» хаҫатра «Пӗр роман — икӗ типографире» рецензи пичетлесе кӑларчӗ. Унта Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» романӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пичетленнӗ «Ҫакӑ-и илемлӗ литература?» статьяпа танлаштарсан асӑннӑ кӗнекене пачах урӑх хак панӑ.

«Ҫак кунсенче Шупашкарти икӗ типографире – Чӑваш кӗнеке издательствинче тата «Ҫӗнӗ вӑхӑтра» – пӗр харӑс Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ «савнисен романне» пичетлесе кӑларчӗҫ. 1000-шер экземплярпа. Халӗ вырӑсла вариантне пичете пама хатӗрлеҫҫӗ. Хусанта пурӑнакан ҫыравҫа пысӑк хак параҫҫӗ».

Тӳрех каласа хӑварар: Чӑваш кӗнеке издательстви типографи мар, пичете хатӗрленӗ кӗнекесене вӑл тӗрлӗ типографине парса пичетлет. Ҫакна Евгений Турхан хӑйӗн «Каганлӑх тӗпренчӗкӗ» кӗнекине уҫса пӑхсан та пӗлме пултарнӑ. Роман тухнӑ кӑна-ха, вулакансен аллине те лекеймен, апла пулин те ӑна пысӑк хак параҫҫӗ иккен. Камсем-ши?

Рецензи авторӗн Евгений Турханӑн хакӗ вара акӑ мӗнле: «Нобель премийӗн лауреачӗн Михаил Шолоховӑн «Лӑпкӑ Дон» романӗнчен пӗрре те кая мар «Тӑлӑх арӑм минтерӗ»: Григорий Мелехов, вӑрҫӑпа юмӑлнӑскер (?), винтовкипе пулльисене (патронӗсене мар-ши? — В.А.) шыва пӑрахса путарать. Кирлӗ мар вӑрҫӑ! Ваҫиле сӑмахӗсем, вӑрҫа хирӗҫ пуҫарса янӑ ӗҫсем тата мӑнаҫлӑрах, сулмаклӑрах. Тӗрӗссипе каласан, Николай Сорокинӑн романӗ хӑй те Шолохов романӗнчен кая мар, вырӑнӗ-вырӑнӗпе вӑйлӑрах та пулӗ».

Акӑ епле иккен. Эппин, кӗҫех Хусан кӑна мар, тӗнче кӗрлесе каять. Шолохов шайӗнче ҫырнӑ роман кашни ҫулах тухмасть. Ҫӗршывра анчах мар, тӗнчере те. Чӑваш литературинче ун пекки пулманччӗ-ха. Апла автора «Чӑваш халӑх писателӗ» хисеплӗ ят кӑна мар, тата та чаплӑрах премисем парса тултарӗҫ. Кӗтсе пӑхар-ха.

«Чӑваш халӑх сайтӗнче» ҫакна пӗр автор «объективлӑха ҫухатнӑ графомансен сӑмахӗ» тесе палӑртнӑччӗ. Питӗ тӗрӗс каланӑ пек туйӑнать. Анчах эпир Турхана, тен, ӑнланса ҫитереймен? Тен, вӑл автортан тӑрӑхламалли аван меслет шутласа тупнӑ? Мухтама мухтать пек, анчах ӑшӗнче ахӑлтатсах кулать. Е пиар тӑвап тесе юриех суя хыпар сарать? Хайхи «фейковые новости» текенни пирки шавлаҫҫӗ-ҫке, ҫак ҫулпа ма каяс мар?

Николай Сорокин хӑй романне «Савнисен романӗ» тесе палӑртнӑ. Пур-ха ун пек жанр, анчах ку кӗнеке пачах урӑх ҫулпа чупать, чат юратуран тӑракан хайлав мар вӑл.

Шел пулин те, йӗркеллӗ аргумент тупса хӳтӗлеме пултарайман рецензент эпир «хурланӑ» романа. Виҫесӗр хӑпартланса ҫырни вара туллиех. Каллех авторӑн (Турханӑн) чӗлхи пирки калама тивет. Тӑван Ҫӗршывшӑн пынӑ Аслӑ Вӑрҫа вӑл «Раҫҫейӗн Аслӑ вӑрҫи» тесе палӑртать. Тӗп героя, Ваҫилене, Сталина хирӗҫ кайма хӑват ҫитернӗ хӗрарӑма, вӑл «ял тӗнчин чури» тесе хаклать. Тепӗртакран «ҫутҫанталӑкӑн уйрӑлми пайӗ» туса хурать. Унтан Рахметов евӗрлӗ ниҫта курман тип пулса тӑрать вӑл: «кашкӑрсем те, шартлама сивӗ те, выҫлӑх та нимӗн те мар уншӑн...»

«Сувар» хаҫата вуланӑ май ҫапла шухӑш та пырса кӗрет: вуланӑ-ши Турхан Сорокин романне? Вуланах пулсан мӗншӗн капла хаклать? Тен, уҫкаласа тухнӑ та рецензи мар, мухтав юрри ҫырса пӑрахнӑ? Анчах кӗнекене В. Александровӑпа пӗрле вырӑсларан вӑл куҫарнӑ-ҫке. Ҫакӑн пекки те пулать иккен пурнӑҫра: вуласса — вуламан, анчах куҫарнӑ.

Хаҫат сотрудникӗсен тимсӗрлӗхӗ пирки те каласа хӑвармалла: «тутлӑ ӗмӗтсем» («сладкие мечты» фразеологи ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ ӗнтӗ куҫараканӑн чӗлхи), «йывӑр вӑхӑтри йывӑрлӑхсене», «манӑн ҫӑвара хупаймӑр» (хуплаймӑр), «...ытарайми сӑнар Ваҫиле пуҫӗнче (асӗнче) роман тӑршшӗпех иртет» тата ытти шӑйрӑксене асӑрхаманни хаҫат шайӗ пирки шутлаттарать.

 
Editorial note: The publication of articles does not mean that the editorial board shares the opinion of its authors.
[Comments (173)]

Comments:

Варык // 1726.84.3785
2019.07.03 15:47
Мӗн тӑван вырӑслипе,Аскольд.Ма тӳрех ют чӗлхепе мӗнле пулни пирки шутлан.Тӑван чӗлхе хӑрушлӑхра.ун пирки кӑна пуҫна ват.
Ялтан // 3650.04.8974
2019.07.03 20:03
Тин кӑна пурте йӗркеллӗччӗ. Такам Й-Олара пит шутламасӑр персе янӑ сӑмах хӗш-пӗр мӗскӗн чунсене тӳнтерсе янӑ. Аса илер, кун пекккине КПССӑн ваттисен канашӗнче те тӑтӑш каланӑ. Пит пӗлсе каланӑ-и? мМалашлӑха курса каланӑи? Ӑҫта халь КПСС?
Мӗн-ма чӗтремелле, туссем?
2019.07.04 09:05
Варык, хăшĕ пур вара нта чăнласа тăван чĕлхешĕн пуç ватакан? Ав, хăвта ник хыçĕнче пытанса ларатăн. Тĕрĕсне калаканăн, пытанмалли çук. Е тата тĕрĕсне калама чĕтресе ларатăн?
Agabazar // 3945.49.8765
2019.07.04 12:32
Agabazar
Тавай, тавай Аскольд, тĕрĕслесе çÿре.
Тĕрĕслесе çуре те — явап тыттар.
Унтан мĕн кирлине пĕтĕмпех ху тума пуçла.
Пĕтĕмпех санран килет.
2019.07.05 18:24
Акапасар, витлешсе ларма кирлĕ мар. Пурте пиртен кашнинчен килет. Эпĕ хамран мĕскер килнине пурнăçласа пыратăп, мана кун пирки сăмахламалли çук. Хăвна аванрах пĕл
Agabazar // 1838.31.9019
2019.07.05 19:02
Agabazar
Куратпăр, пит аван куратпăр, мĕн "пурнăçласа пынине". Витĕр куратпăр!
Базиль Кириллов // 1796.53.5721
2019.07.05 19:42
"Хамӑр куратпӑр, куратпӑр, пурте пит паттӑр,,," (А. Эсхель). Кам вӗсене мухтать? Хӑйсене хӑйсем! Ыттисем сураҫҫӗ.
Agabazar // 1838.31.9019
2019.07.05 20:43
Agabazar
Ну, Аскольд хăта, ку тарана çитсе миçе чăвашла ача сачĕ уçма ĕлкĕртĕн? Каласа кăтарт! Хăш хулара? Шупашкарта е Чĕмпĕрте? Мускавра е Чулхулара?

<<Детсад за колючей проволокой: как в КНР из уйгуров делают китайцев>> — https://www.youtube.com/watch?v=qdPKuvUIXsg
2019.07.06 13:52
Акапасар, укçуна пар, çер ытла ача сачĕ уçатăп. Хальлĕхе вара эпĕ районти пĕлÿ уйрăмĕн пуçлăхĕ те мар. Кăшт пуçна ĕçлеттерсе калаç
Agabazar // 3050.90.1163
2019.07.06 21:10
Agabazar
Уçаймастăн пулсан — каппайланса ан лар кунта прне те пултаратăп тесе.

Уçаймастан та, уçас кăмăлусем те çук.

Чăвашран кулса-мăшкăлласа ларас шутпа çеç кунта кун кунлатăн.

Урăх нимĕнле тĕллевсем те çук сан.

Pages: 1, ... 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, ... 18

Comments

Your Name:
Your Comment:
B T U T Headline1 Headline2 Headline3 # X2 X2 Image http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Symbols used: 0 symb. Maximum symbols: 1200 symb.
CLICK HERE to choose from a number of free Chuvash keyboard layout software.
 

Supported HTML Tags:

<i>...</i> <b>...</b> <u>...</u> <s>...</s> <a>...</a> <img> <h1>...</h1> <h2>...</h2> <h3>...</h3> <pre>...</pre> <sub>...</sub> <sup>...</sup> <ul> <ol> <li>

Orphus

In Other Languages

Banners

Counters