Наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш Республикин «Культурӑпа туризма аталантарасси» программӑн «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗрентесси тата аталантарасси» ҫумпрограммине халӑхпа сӳтсе яврӗҫ. Нумай ҫынна йыхравланӑ, ҫав шутра мана та. Тухса калакан ҫынсем чылай пулнӑран сӑмах калакансен черечӗ ман пата ҫитеймерӗ. Ҫавна май «Чӑваш халӑх сайчӗ» урлӑ та пулин пӗлтерес терӗм.
Чи малтанах ҫак ҫумпрограммӑна пӗтӗмӗшле хак парас тетӗп. Паллах, ҫавра сӗтеле йыхравланӑ ҫынсем пурте тенӗ пекех ӑна ыр сӑмахпа асӑнчӗҫ, ырларӗҫ.
Нумай пулмасть эпир «Ҫыравҫӑ тӑван чӗлхене хӳтӗленӗшӗн айӑпа кӗнӗ» хыпара вырнаҫтарнӑччӗ, унта «Московский комсомолец» сайт ҫак ыйту тавра хатӗрленӗ материала тишкернӗччӗ. Статьяна Ҫемен Элкер ҫырнӑ ҫырусене тӗпе хурса хатӗрленӗ, ҫавна май эпир ку икӗ ҫырупа сире те паллаштарас терӗмӗр. Хӑй ҫырӑвӗсене эсир Ҫемен Элкер ҫырнӑ хайлавсен пуххинче, «Хурапа шурӑ» ят панӑ кӗнекере (1994 ҫ.) тупма пултаратӑр (412–424 стр.).
Ят сӑмахсем (терминсем) пирки халиччен эпӗ ятарласа «Чӑваш сӑмахлӗхӗн вӗрентӳ меслечӗсем» кӗнекере (2006, 51-55 тата 389-396 енсем), уйрӑм хӑтавсенче (тӗслӗхрен, «Кивви-ютти лайӑх-и е ҫӗнни те кирлӗ-и? 2009; «Ӗҫ ҫуртне палӑртакан ятармӑксем», 2012; «Чӗлхе ҫинчен шухӑшласан», 2020) ҫырнӑччӗ.
Ҫавсем ҫумне хушса, халӗ калаҫӑва малалла тӑсас кӑмӑл пур.
Кутемӗн вырӑс чӗлхине те, ытти чӗлхесене те интернет урлӑ виҫесӗр нумай мӑриккан сӑмахӗсем кӗрсе тулчӗҫ. Ни яшши, ни ватти вӗсем мӗне пӗлтернине пӗлмеҫҫӗ.
Эпир час-часах чӑваш халӑхӗн «чӑваш» текен этнос ячӗ хӑҫан пулса кайни ҫинчен калаҫатпӑр. Тата мӗншӗн-ха Атӑл тӑрӑхӗнчи пӑлхар халӑхӗн этнонимӗ Хусан ханлӑхӗ вӑхӑтӗнче «чӑваш» этнонимпа улшӑнни ҫинчен е кун пек улшӑну пулман та-ши, текен ыйту та нумай ҫынна канӑҫ памасть. 19 ӗмӗр вӗҫӗнче – 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пурӑннӑ Н.И.Ашмарин паллӑ историк-тюрколог авалхи пӑлхарсене ҫак «пӑлхар» ятпа ытти халӑхсем чӗннӗ, пӑлхарсем хӑйсене хӑйсем «чӑвашсем» тени ҫинчен каланине нумайӑшӗ пӗлетпӗр.
Недавно появившийся, долгожданный для чувашского мира «Яндекс-переводчик» легко переводит некоторые надписи из Болгарии периода раннего Средневековья(7-9 вв.) через чувашский язык. Это удивительно, но факт! Каждый может проверить, как работает «Яндекс» и переводит древние надписи.
Почему многие ученые хотят прочитать каменные надписи протоболгар(первых болгар) через чувашский язык? Как нам объясняют ученые, чувашский язык это современная форма древнего булгарского языка.