Конмиизм — айван, халӑхла, шовинистла ниме тӑман суя пулнине пӗлсех тӑратӑп пулин те, форумра вирлӗн «этнокоммерсант» эпитета тивӗҫлӗ ҫынсем пире тем те пӗр сутса ҫӳрени чӑваш ачисемшӗн сиен кӳме пултарать тетӗп. Хам та Юхма юмахӗсене вуласа ӳснӗ, пӗтӗм тӗнче чӑваш тавра ҫаврӑнать тенисене тимленӗ.
Пирӗн чаплӑ та мухтавлӑ Ашмаринӑмӑрӑн сӑмахсарӗнче ҫу чӑваш тата ҫу ҫармӑс ӑнлавсем пур. Вӗсем христианлӑхчченхи тӗнпе (ыр-хаяр тӗнӗпе) пурӑнакан чӑвашсене тата ҫармӑссене пӗлтереҫҫӗ теме пулать. Ӑҫтан сиксе тухнӑ-ши ҫак ӑнлавсенчи "ҫу" сӑмах?
Шутласан-шутласан, ӑна "ҫӑва" сӑмахпа ҫыхӑнтарма май пурри курӑнать. Вилсен ҫынна пытармалли вырӑна (масара) ҫапла калаҫҫӗ. Вырӑсла — кладбище. Ку — хальхи пӗлтерӗш. Ытларах тури калаҫусенче сарӑлнӑ вӑл.
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Хӗвел сӑмахӑн авалхи хурми пирки шухӑшланӑ май ҫакна та калас килет. Вулакансем аставаҫҫӗ пулӗ, Тур Хейердал ҫулҫӳревҫӗ хӑйӗн интернациллӗ экипажӗпе малтанхи хут «Кон-тикки» ятлӑ папирусран тунӑ кимӗпе ишеве тухнӑччӗ. Кон-тикки — авалхи египтянсен сӑмахӗ, вӑл хӗвеллӗ ҫамрӑк патша (солнечный принц) тенине пӗлтерет иккен.
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Миҫе Шупашкар ҫӗр ҫинче?
Шупашкар хули. Ӑна пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ. Тутар республикинче те икӗ Шупашкар пур: Вырӑс Шупашкар ялӗ тата Чӑваш Шупашкар ялӗ. Чӑваш Шупашкар ялӗнче пирӗн паллӑ янташ, чӑвашсен малтанхи педагогӗсенчен пӗри, пултаруллӑ этнограф-тӗпчевҫи Никифор Охотников ҫуралса ӳснӗ.