Авӑн уйӑхӗн юлашки кунӗнче Федераци Канашӗ пӗр саслӑн Сири патшалӑхне хӗҫ-пӑшал тӗлӗшӗнчен пулӑшма сасӑларӗ. Чӑн та кунӗ питӗ шавлӑ иртрӗ — ирӗк пачӗҫ ҫеҫ мар, самолетсем Сири правительствипе кӗрешекен Ислам патшалӑхӗн ҫарне бомбӑсем пӑрахса тустарма та ӗлкӗрчӗҫ. Хӗҫ-пӑшал тытман ҫынсене вӗлерни пирки те, Раҫҫей самолёчӗсем Ислам патшалӑхӗн ҫыннисене мар, оппозицие ҫӗмӗрме пулӑшни ҫинчен те ҫырчӗҫ. Сири теми ҫак кун Донбасра вӑрҫӑ вӗҫленни пирки пӗлтернӗ хыпара та тӗксӗмлетрӗ.
12 çулти арçын ачан çиес килмест. Тухтăрсем те мĕн тумаллине пĕлмеççĕ. Лэндон Джонс пачах çимест теме пулать. Ку мĕнле пулнă? Вăл каçхине пĕр стакан сĕт ĕçнĕ, пĕр татăк пицца çинĕ.
Ирхине, 2013 çулхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче, вăраннă та апат çиес килменнине туйнă. Унăн шыв та ĕçес килмест. Ашшĕ-амăшĕ каланă тăрăх, ача малтан хускалма юратаканни пулнă. Вăл велосипедпа ярăнма юратнă. Халĕ вăл хăйне вăйсăр туять, пуçĕ çаврăнать.
Африкăн хĕвелтухăçĕнче çур ĕмĕр ытла типĕ çанталăк тăни унти 10 миллион ытла çынна пырса тивнĕ. Пин-пин çемье, çав шутра çара уран чупакан ачасем те, Сомалирен Кение кайнă. Унта çитиччен вĕсем хĕвел хĕртекен çĕр тăрăх шывсăр-апатсăр утнă. Сомалире пурăнма май пулман: тыр-пул пĕтнĕ, выльăх-чĕрлĕх вилнĕ… Кенири çурçĕр-хĕвеланăç районĕнчи халăхăн 37 процентне яхăн выçăпа аптăрать. Сомалири нумай ача çакна пула çул çинче вилнĕ.
Тĕнчере темĕн тĕрлĕ чечек те пур. Анчах вĕсенчен хăшĕ-пĕри çав тери сайра тĕл пулать.
Хĕрлĕ Миддлемист – камели тĕсĕ. Вăл кĕлчечеке аса илтерет. Вăл тĕнчери чи сайра чечек, ăна аран çăлса хăварнă. 1804 çулта Д.Миддлемист акăлчан Китайран хăйне килĕшнĕ чечек илсе килнĕ. Анчах вăл пĕртен пĕр эксемпляр пулнă-мĕн. Унăн вăрринчен çĕннисене ÿстеме май килнĕ. Вăл çулталăкне темиçе эрне çеç чечекре ларать.
Чылай чухне çынсем музея чунпа канма çÿреççĕ. Тĕрлĕ экспонатсемпе паллашнă май кăмăл уçăлать, нумай çĕннине те пĕлетĕн унта. Анчах тĕнчере чи хăрушă музейсем те пур-мĕн. Унта чунпа канайăн-ши? Ара, унти экспонатсем хăрушă вĕт.
Парижри Дюпюитрен музейĕ. Унта медицина тытăмĕнчи сусăрсемпе паллашма пулать. Хăрушă музея 1935 çулта хирург уçнă. Арçын çут тĕнчене çуралман ачасене, сывă маррисене, чылай вăхăт пухнă. Музейра кĕлетки тĕрĕс мар ÿснĕ ачасем, сиам йĕкĕрешĕсем пур.
Боливинчи Салар де Уюни – çĕр çинчи чи тĕлĕнтермĕш вырăнсенчен пĕри. 40 пин çул каялла унта пĕве пулнă, кайран вăл типсе ларса çĕр çинчи тăварлă чи пысăк вырăна çаврăннă. Çумăр тапхăрĕнче 12 пин тăваткал километр лаптăка шыв пухăнать те Салар де Уюни тÿремлĕх пысăк тĕкĕр евĕр пулса ларать те унта тÿпе, пĕлĕт тата ту курăнать. Кун пек сăна кура паралелльлĕ тĕнче пур пек туйăнса каять.
Пария Каньон (Аризона, АПШ)
Аризонăри «Пария Каньон» наци заповедникне пĕтĕм тĕнчери çул çÿревçĕсемпе фотографсем лекме тăрăшаççĕ.
Ӗненетӗр-и, ӗненместӗр-и — анчах ку чӑн та пушхир сӑнӗсем. Америкӑри Анса-Пӑрака наци паркӗнчи тип ҫӗрсем ҫулталӑкра пӗрре чечекленсе илеҫҫӗ. Ҫак асамлӑхпа паллашма ҫынсем таҫти аякри кӗтессенчен те килеҫҫӗ.
Пушхир ыттисем евӗрлех — чӑнкӑ ту хушӑкӗсем, вилӗ тӑварлӑ ҫӗр. Чӗрчунсем те ҫуккипе пӗрех кунта. Ҫӑмӑл мар вӗсене кунта кун кунлама. Кунашкал вырӑн чӑн-чӑн ҫулҫӳревҫӗсене кӑна — хӑйсемшӗн мӗн те пулин ҫӗнни уҫакансене, йывӑрлӑсенчен хӑраманскерсене — илӗртме пултарать. Анчах та нарӑспа ака уйӑхӗнче ҫак вырӑна лексен кунти асамлӑх хуть те камӑн чӗрине те тыткӑнлама пултарӗ.
Камăн мĕн шухăш та, эпĕ вара хальхинче - арçынсен халсăрлăхĕ пирки-ха. Ку темăна манăн Нью-Йоркра пурăнакан 83 çулти Кармен Делль'Орефиче халĕ те арлă-арăмлă хутшăнупа пурăннине пĕлтернине вуланă хыççăн хускатас килсе кайрĕ. 68 çул мода тĕнчинче ирттернĕ çав хĕрарăм паян та чипер. Хăй вăл Итали скрипачĕпе Венгри балеринин çемйинче çуралнă. Ĕмĕрĕнче подиум тăрăх самай километр утнăскер чи вăрăм карьерăллă модель шутланать. Çавна пулах ăна Гиннес кĕнекине кĕртнĕ. Паян та вăл чипер. Унтан та ытларах арçынсемпе чун киленĕçĕ тупнине пытармасть иккен кинеми çулĕнчи чиперкке.