Ҫын алли пымасан пурте юхӑнать ҫав. Ҫав шутра – чулран ҫавӑрнӑ ҫурт-йӗр те. Ҫакӑнта илсе кӑтартнӑ вырӑнсенчен хӑшӗсене ҫут ҫанталӑк стихийӗ, вӑрҫӑ-харҫӑ е техногенлӑ инкек хур тунӑ, теприсем саманапа килӗшсе тӑманнипе манӑҫа тухнӑ.
Ҫӗр ҫинче шыв айне путарнӑ Христос статуйи е Намиби ҫеҫехирӗнчи Колманскоп пек хитре вырӑнсем те пур. Халӗ вӗсем ҫынсене сайра-хутра кӑна илӗртеҫҫӗ. Акӑ, сӑмахран, пӗр арҫын Болгаринчи коммунистсен партийӗн Тӗп комитечӗн ишӗлме пуҫланӑ ҫуртне ӳкерет.
Коммунистсен партийӗ ҫӗршыва тӗрӗслесе тытса пыма пӑрахнӑ хыҫҫӑн ҫурт та кирлӗ мар пулса юлнӑ.
Фан сӑрчӗ – Таджикистанра, Памиро-Алайра, вырнаҫнӑ. Вӑл чылай туриста илӗртет. Ҫавна май вырӑнти халӑхӑн хӑйне евӗр йӑла ҫуралнӑ: туристсене халӑх ташшипе кӗтсе илсе ӑсатса яраҫҫӗ.
Фан сӑртӗнче 5 пин метртан ҫӳллӗрех вырӑнсем те пур. Чи ҫӳлли – Чимтарга (5489), унтан – Бодхона, Чапдара, Пысӑк Ганза, Пӗчӗк Ганза, Замок, Мирали, Энергия.
Таджикри хресченсем сӑнӳкерӗнме питӗ килӗштереҫҫӗ, анчах куншӑн вӗсем канфет, кӗнеке е тумтир ыйтаҫҫӗ.
Ювелир капӑрлӑхӗ илемлисӗр пуҫне сывлӑхшӑн та усӑллӑ пулать иккен.
Ӑсчахсем ятарлӑ датчиклӑ ылтӑн хӑлха ҫакки шухӑшласа кӑларнӑ. Ҫав япала хуҫин сывлӑхне сӑнаса тӑрать. Хатӗре смартфонпа ҫыхӑнтармалла, вӑл кирек епле хӑлха ҫакки валли те юрӑхлӑ.
Датчиксем хӑлха ҫаккин хуҫин хастарлӑхӗн шайне виҫеҫҫӗ, вӑл мӗн чухлӗ калори пӗтернине, чӗре епле ӗҫленине.
«Ӑслӑ» хӑлха ҫакки iOS тата Android никӗсӗллӗ сматрфонсемпе ӗҫлет. Вӗсемпе Bluetooth 4.0 урлӑ пӑралуксӑр меслетпе ҫыхӑнать.
Лаутебеербруннен ятлӑ Швейцарири хуларан инҫех мар вырӑнта Штауббах ятлӑ шыв сикки пур. Асӑннӑ ҫӗршывра вӑл паллӑ вырӑн шутланать.
Шарлак виҫҫӗр метр ҫӳллӗшӗнчен ӳунӗ май миллионшар тумлам тӑвать. Тумлама пула пулса тӑракан тӗтре шарлака ҫавӑн пек ят пама хистенӗ те ӗнтӗ. «Staub» тенине нимӗҫлерен куҫарсан «тусан» пулать.
Ҫӳллӗшпе илсен Штауббах Швейцарире иккӗмӗш вырӑн йышӑн йышӑнать. Ӑна чи ҫӳлли тесе пурӑннӑ-ха.
Польшӑри Грыфино хулинчен инҫех мар кукӑр вӑрман шыраса тупма пулать. Ӑна теприсем «ӳсӗр вӑрман» та теҫҫӗ.
Кукӑр вӑрманта 400 яхӑн хыр ӳсет. Чи интересли – йывӑҫем ҫурҫӗр енне самаях авӑнса ӳсеҫҫӗ. Ҫавӑнпа ӑна ҫапла ят панӑ та. Вӑрмана 1930-мӗш ҫулсенче лартнӑ.
Йывӑҫем мӗншӗн кукӑр ӳснине никам та ӑнлантараймасть. Пӗр теори ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑйлӑ ҫил вӗрнӗ те йывӑҫем пӗр еннелле авӑннӑ. Тепӗр теорипе килӗшӳллӗн, пӗр селекционер вӑрманта ҫухалса каяс мар тесе хырсене ҫурҫӗр енннелле авса лартнӑ.
Тӗлӗнмелле ку истори икӗ фотограф Кӑнтӑр Африкӑра вырнаҫнӑ ҫурҫӗр Ботсванӑри сафаринче пулнӑ самантра пуҫланнӑ. Вӗсем бабуин йышне кӗрекен упӑте амине арӑслан ами вӗлернине асӑрханӑ. Унтан лару-тӑру тӗлӗнмелле майпа аталанса пынӑ. Ӑна ӳкерчӗксенче сӑнланӑ.
1. Фотографсем пӗр 30 упӑтерен ӑтракан ушкӑнне асӑрханӑ. Вӗсене арӑслан амисем хӑваланӑ. Тараканнисенчен, шел те, пӗри ҫакланнӑ. Фотографсем тискер чӗрчунсен тыткаларӑшне малалла сӑнанӑ. Вилнӗ упӑте ами ҫинче ҫитменнине унӑн ҫури ларнӑ-ҫке.