ÇЕÇПĔЛЕ
Мĕнле çеç вăрлăхран шăтса ÿсейнĕ-ши
Чăваш сăмахĕсен тулли паха тĕшши? —
Çакна чун-чĕрепе эс туйнă пуль, Мишши!
Çĕн Кун Аки хĕрсех пуçланнă пулнăран,
Тăван поэзире эс уçнă çĕн йăран! —
Умра сăнарланать хавассăр мар Ыран!
Апли апла та... Пурпĕр иртнĕ пĕлĕт пек
Çĕршывăмăрçăм урлă тĕрлĕрен инкек.
Поэт шăпи те, çавăнпах пулас, сивлек...
Анчах та эс, Мишши, çапах телейсĕр мар.
Хальхи ăрушăн эс — мала чĕнен Сăнар.
Ахаль çунман хĕрÿллĕ чĕрери кăвар!
Вут евĕр хавална туять паян кашни.
More...
КОНСТАНТИН ИВАНОВ
Кĕçтук та мар вăл, Кĕçтенттин те мар,
Туссем, тăванĕсем çапла чĕннĕ пулин те.
Псевдонимпа та айкашман талантлă ар —
"Кайри хисеппелен" Пăртта тееймĕн ĕнтĕ.
Ахаль ят-хушамат, ахаль çеç çамрăк çын.
Ун халăхĕн шăпи вара пит кăткăс.
Пулни-пулмаллине йăлт Пÿлĕх çырнă-шим?
Ах, пурнăç, пурăнăç, туту-масу сан тăкăс...
Йĕри-тавралăхра хаваслăх пит сахал.
Элле авалтанпах çапла сăнарлă хамăр?
Ара, ахаль-им халь те пирĕн идеал
Террор сукмакĕпе утан Нарспи аппамăр...
Çилпи енче ĕçпуç хăçан пулса иртет?
More...
Ватӑлатӑп ӗнтӗ, пуҫӑм та шуралчӗ,
Кӗмӗл пас та йӑлтӑрать тӑнлав ҫинче
Аттем сӑнӗ куҫӑмран каймарӗ,
Шав сӑнать вӑл ӑслӑ куҫӗпе.
...Вӑрҫӑ ҫулсене часах аса илетчӗ,
Сывлӑхӗ хавшакчӗ,сывлӑш пӳлӗнет,
Виҫӗ ҫуллӑх фашистсен хӗсмечӗ
Пурнӑҫне, пӗр шелсӗр вӑтӑрнӑ чунне.
Ирсӗр мӑшкӑла чӑтса тӳсмешкӗн,
Вӗсен парӑннӑ чури пулма,
Ҫынлӑха ҫухатнӑ нимӗҫсен
Ури умӗнче чӗркуҫленме-тӑма...
Выльӑхсен те пурнӑҫ ун пек мар-тӑр.
Вилес марччӗ,мӑшкӑл курас марччӗ-
тесе шутлаттӑм ҫил вӗрнипелех ӳксе.
More...
Иртнӗ эрнекун, акан 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин вӗренӳ инситутӗнче «Туслӑх хӗлхемӗ» фестивалӗн черетлӗ ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Унта хутшӑннӑ ачасен пултарулӑхӗпе паллашма сӗнетпӗр.
VIDEO
//шел те, вӑл кун нумай ӳкермелле пулчӗ те пурне те видео ҫине ҫырса илеймерӗм. Видео пахалӑхӗшӗн те каҫару ыйтатӑп — ман ку фотоаппарат видео валли каймасть ҫав (объективне ҫӗннине лартмалла). Тата штативсӑр ӳкерме тиврӗ.
Чӗрне вӗҫҫӗн пырса кӗтӗм ҫӗн ҫуркуннене...
Улӑштарчӗ кӳршӗ алӑк, эп вара - тӗне:
Манӑн халӗ хамӑн Турӑ, хамӑн саккунсем -
Телее ҫеҫ йышӑнатӑп, хуйӑха сирсе...
Симӗс курӑк шӑтса тухрӗ ҫырма-ҫатрара...
Кӑтраланчӗ ҫамрӑк хурӑн - яштака майра...
Чӗрне вӗҫҫӗн пырса кӗтӗм... Утрӑм паттӑрла!
Ӗмӗр вӑрӑм, ҫулӗ такӑр... Тек, пурӑнмалла!!!
Шӑлсӑр йытӑсем вӗреҫҫӗ шӑхӑрса,
Шӑхӑрса ларать шак типнӗ тараса...
Эпӗр ӗмӗрне те пит пуян пулман
Иртӗнсе лармаллӑх кӗмӗл укҫаран.
Суккӑр кушаксем йӗрлеҫҫӗ шӑршпала...
Этемсем ирттеҫҫӗ курмӑш, суккӑрла...
Эпӗр ӗмӗрне те пулӑшу ыйтман,
Хамӑрах пултарнӑ май килнӗ таран!
Утиял айӗнче
Манӑн пӗчӗк тӗнче...
Никамран та, ҫук-ҫук, хӑрамастӑп.
ҫывӑххи те инҫе...
Савӑкки те кичем...
Тӗттӗме ыталатӑп пӗр сассӑр.
Утиял айенче
Ҫук суя, ҫук питлев!
Эпӗ хам та хампа тӳрӗ чунлӑ.
Шурӑмпуҫ киличчен...
Ыйхӑ витӗр итлев...
Эп шуй майлӑ этем –
йывӑр пулӑм!!!
Сисместӗн-им - сывлӑш ытла та йӳҫӗ?!
Курмастӑн-им - пӳлӗм ытла та тӑвӑр?!
Туймастӑн-им - кӑмӑл хӑрушӑ хуҫӑк?!
Илтместӗн-им - хурлӑхлӑ манӑн сӑвӑ?!
Паян ҫӗнӗ кун пит тӗксӗм те пушӑ!
Паян сар хӗвел - ҫунса кайнӑ пӗлӗм!
Паян чун хыпмасть таса юратушӑн!
Паян чун ыйтать вуламашкӑн кӗлӗ...