Паллӑ Сахара пушхир урлӑ Мавритани чукун ҫулӗ иртет. Вӑл ӗнтӗ 60 ҫула яхӑн ӗҫлет, тата та нумай ҫул хушши усӑ кӳрӗ. Анчах та ун тӑрӑх пассажирсене турттармаҫҫӗ. Мӗн тума ӑна хывнӑ-ха — кун пирки эпир сире каласа парӑпӑр.
Ун тӑрӑх мӗн ҫӳрет
Паллах ӗнтӗ, ку чукун ҫул тӑрӑх ҫӳрекен пуйӑссем пассажирсене турттараканскерсем мар. Ҫак ҫула Зуэрат хулинчи шахтӑсенчен тимӗр тӑпрана тинӗс хӗрринчи Нуадибу порта турттарма тунӑ. 3 ҫухрӑм тӑршшӗ пуйӑссем хӑйӑр тӑрӑх хӗртсе пӑхакан хӗвел айӗнче вӗҫтерсе ҫӳреҫҫӗ.
Сирӗн хӑҫан та пулин пӗр йывӑҫран тӑракан вӑрманта пулма тӳр килнӗ-и? Пӗр йышши йывӑҫлинче мар, шӑпах пӗр йывӑҫран тӑракан вӑрмана, 1,5 гектар лаптӑклинче. Ҫавӑн пекех тӗлӗнтермӗш япала Индире пур, вӑл йывӑҫа Капмар баньян теҫҫӗ.
Мӑн баньянӑн ботаникӑлла ячӗ — Бенгали фикусӗ (лат. Fícus benghalénsis), вӑл тут йывӑҫӗсен йӑхне кӗрет. Ҫак хӑйне евӗрлӗ йывӑҫӑн ҫулҫи-тарачӗ тӗнчере чи пысӑк лаптӑк йышӑнать — 1,5 гектар лаптӑк, унӑн пӗтӗмӗшле ҫӳллӗшӗ вара — 25 метра яхӑн.
Тӗнчере тӗлӗнмелле йывӑҫсем пур. Унашкалисем пирӗн ҫӗршывра ӳсмеҫҫӗ.
1. Дракон йывӑҫӗ вӑл Сокотра утрав ҫинче ӳсет. Вӑл таврӑннӑ сунчӑка аса илтерет. Йывӑҫ 10 метр ҫӳллӗш. Мӗншӗн дракон йывӑҫӗ теҫҫӗ? Хӗрӗ сӗткенне пула ҫавӑн пек ят панӑ.
2. Австралири баобаб кӗленчене аса илтерет, ҫавӑнпа ӑна «Кӗленче йывӑҫӗ» теҫҫӗ. Вӑл Намиби тӑвӗсем ҫинче ӳсет. Сӗткенӗ наркӑмӑшлӑ. Ӗлӗк сунарҫӑсем унпа хӑйсен сӑннине сернӗ.
Ытларах чухне ачасем 3 килограмлӑ ҫуралаҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗри кӑшт ытларах е сахалрах таять. Ку йӗркеллӗ шутланать. Анчах тӗнчере чи пысӑк тата чи пӗчӗк виҫепе ҫуралнӑ ачасем пур.
Тем хӑтланакан та пур. Ҫак кунсенче Шупашкар ҫынни вӑрӑм тунасемпе сӑнав ирттернӗ. Вӗсем ҫыртнине хӑй мӗнле чӑтса ирттернине пӗлесшӗн пулнӑ вӑл. Хайхискер Атӑл леш енче вӑрӑм тунасене «ҫитернӗ».
Евгений Столяров хӑйне вӑрманта ҫыхса хуртарнӑ. Вӑрӑм тунасем ӑна тӳрех тапӑннӑ. Вӗсем кӗлеткипех ҫыртсан мӗн пулать? Ҫакна пӗлесшӗн ҫуннӑ вӑл.
Вӑрмана вӑл юлташӗпе кайнӑ. Пилӗкӗ таран хывӑннӑскер вӑрӑм тунасене мӗн чухлӗ вӑхӑт «тӑрантарнӑ»? Евгений 19 минут ҫеҫ чӑтайнӑ.
Чӑваш Енре туризм пирки нумай калаҫаҫҫӗ. Туристсене мӗнпе илӗртмелле? Ҫӗнӗ ҫулхи чи ҫӳллӗ чӑрӑшпа-и? Унашкаллине вӗсем таҫта та курма пултарӗҫ. Ниҫта та ҫук япаласемпе илӗртмелле туристсене. Вӗсем Чӑваш Енре, паллах, пур.
Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗ ҫывӑхӗнчи чукун ҫула чылай ҫын кайса курать, ун патӗнче сӑн ӳкерӗнет. Чӑннипех те интерслӗ вырӑн вӑл.
Вӑл ӑҫтан пулса кайни пирки икӗ верси пур. Пӗрне ӗненес тӗк, ӑна 1913-1917 ҫулсенче хута янӑ. Тепӗр верси вара ӑна иртнӗ ӗмӗрӗн 40-мӗш ҫулӗсенче вермахт ҫар служащийӗн тыткӑнри ҫынсем, нимӗҫ строителӗсем, тунине ҫирӗплетет.