Хура халӑхӑн пуҫне Раҫҫей патшалӑхӗн влаҫӗнче ларакансем минретсех пыраҫҫӗ. Спорт мероприятийӗсенче тӗл пулакан пӗр пулӑма эп урӑхла ниепле те урӑх ӑнлантарма пултараймастӑп. Сӑмахӑм чӑваш ялавӗ пирки. Пӗр хут асӑрхасан — юрӗччӗ, нормӑран тухса ӳкнӗ пулӑм теме пулӗччӗ. Ҫук вӗт, сахал мар тӗл пулать — спорт мероприятийӗсенче чӑваш ялавӗ валли тимлӗх уйӑрмаҫҫӗ. Пӑхатӑн та, хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗ Чӑваш Республикинчен тухса ӳкнӗнех туйӑнать. «Ху чӑваш пулнишӗн ӑҫта сан мӑнаҫлӑх? Пирӗн асаттесемпе мӑн асаттесем ҫав виҫӗ тӗслӗ ялава кӑна мухтама хӑйсен пуҫӗсене хунӑ-ши?
Виҫӗмкун эпир Алпарухпа пӗрле хамӑр пӗлекен республикӑри тӗрлӗ кӑсӑклӑ объектсене пӑхса ҫӳреме тухрӑмӑр. Чи малтанах Шупашкар районӗнчи Шоркка ялӗн икӗ арманне кайса пӑхрӑмӑр. Вӗсем пирки эп хам пӗлеттӗм те шыраса тупма йывӑр пулмарӗ.
Армансене илес пулсан вӑхӑт вӗсене самай тустарни сисӗнет. Юрать-ха чи киввине, Ҫатра-Хочахмат енчине, унчченхи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пуҫарӑвӗпе профнастилпа витнӗ, ҫиелтен кӑштах тирпейленӗ, илемлетнӗ.