Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Вӗре ҫӗленАтăл шывĕ юха тăратьПурнӑҫ утравӗсемТăм ӳкнĕ ирМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Хĕллехи каçсенчеКуçа-куçăн

Санкцисем


Çавăн евĕр санкцисем –

пирĕн кĕтнĕ хăнасем.

Паян куна е ĕнер,

тытăнчĕç хума кĕпер.

Малтан мăя хĕстереç –

ăна – глобализм теç.

Хамăр килте хамăра

сывлăш памаç кăкăра.

 

ВТО саккунĕпе

ял-хуçалăха пĕтерчĕç.

Хĕвеланăç çулĕпе

нушасем патне çитерчĕç.

 

Санкцисемпе çаптарса

пирĕн вăя тĕрĕслеç.

Тĕнче умĕнче кулса,

пире хуратса ĕçлеç!

 

Ларса лайăх шутласан,

хамăрах, Тур пулăшсан –

пурнăçа тытма пĕлетпĕр,

ăна сирĕнсĕр çĕклетпĕр!

 

Раççейре çĕр пит нумай –

ĕçлесен, кунта та Рай!

Санкцисем пулăшнипе

хăпарать пирĕн тӳпе.

 

Пирĕн халăх та маттур,

пурăнмаллăх пурте пур!

Сирĕн çĕрнĕ санкцисем,

пурнăç çĕкленӳçисем!

«Пуçăмра выртакан Шухăшсен тĕркинчен…»


Пуçăмра выртакан Шухăшсен тĕркинчен

Темĕскер шыраса — Хуравсен çиппине

Кукăрчак сăмсипе çекĕллерĕ Ыйту...

 

Шĕркетлерĕ1 çапла çăлтăрсем сӳниччен —

Палăртасшăн пекех — хăш енчен тивнине

Шухăшпа Хурава чăн-чăнах вăл турту2.

 

"Никама кирлĕ мар", "йăлăхтармăш", "пĕччен"...

Тĕрлĕрен калакан, тĕрлĕрен чĕнекен...

Тем тесен те вĕсен пĕр анне — Ырату.

«Вакуннăн-вакуннăн шăваççĕ саккунлăн…»


Вакуннăн-вакуннăн шăваççĕ саккунлăн

Аса илӳсем сыпăнтарнă кунсем...

Тăратăн вара: пулман та пуль? Пулнă!

Йышнас килмесен те çырлах, ĕненсем.

 

Вакуннăн-вакуннăн... те савнăç, те хурлăх

Тултарнă, иртеççĕ сăмсам умĕнчен.

Ачалăх та яшлăх сăрт-тăвĕ, çыр урлă

Таçта тăхтамасăр каяççĕ инçе.

 

Вакуннăн-вакуннăн... иртеççĕ шак хунăн3

Сывлас сывлăша ĕмĕтпе тĕтĕрсе...

Пĕлмесĕр тăратăн: мĕн чухлĕ-ши юлнă —

Шăпам картнă пек - сыпмалли кунăмсем?

«Теприсем тĕкĕнме хăяйман хуплашкам илемне…»


Теприсем тĕкĕнме хăяйман хуплашкам илемне

Кăн-кăвак куçунтан вĕçертме те хăратăн...

Паянччен çирĕпех пулнинчен кирлĕ мар тĕлĕнме —

Ăшлăха4 упрама пултарать-ха хăватăм.

 

Хĕвĕшӳ хӳттинче пăлхавна пытарма пĕлнĕрен —

Çын çинчех эс мана вăтанмасăр вулатăн...

Халиччен курман пек, тепĕр хут, çĕнĕрен —

Ăс-тăнпа туйăмна вăрçтарать пулĕ ятăм.

 

Лăплансассăн куçу ӳкерет ӳкĕнӳсĕр хисеп

Ахăртнех, тепĕр хут куриччен упрамалăх...

Йышăнатăп, унпах кирлĕ чухлĕ — пĕлетĕн — тӳсеп

Ыттине хак парать хальхи мар, çĕнĕ халăх.

Пĕчĕк паттăрсем


Степан Лукич вăрман пурнăçне уçса хунă кĕнеке çинчи пекех пĕлет. Йăлăм вăрманĕнче халь вăл курман е пĕлмен йывăç кăна мар, курăк та çуках. Вăрман кайăкĕсене те вăл курнă çеç мар, кашни кайăк мĕнле пурăннине, вĕсен йăлисене пĕлсе çитнĕ. Кайăксене питĕ юратать вăл. Çавăнпа-и, тен, ун чух вăл пире кайăксем çинчен те хапăл пулсах каласа пачĕ.

«Куккук чĕппине те хăй пăхса ӳстермест: çăмартине ытти кайăксен йăвине хурса хăварать те — ĕçĕ пĕтнĕ. Çавăнпа ăна çынсем кахал кайăк тесе шутлаççĕ. Çапах та вăрманшăн пулсан, куккук чи усăллă кайăксенчен пĕри: çу каçипе хурт-кăпшанкă пухса çӳрет.

Ула таккана «вăрман санитарĕ» теççĕ. Тĕрĕс калаççĕ, мĕншĕн тесен вăл кайăк вăрманта çĕрĕк хуртĕнчен тасатман хăрăк йывăç хăвармасть.

Хурт-кăпшанкăсем хăйсене кура мар чее, йывăç хуппин шăтăк-çурăкĕсене пытанаççĕ. Пытанччăрах, сăнчас вĕсене пурĕ пĕр шыраса тупать.

Кăсăя çу вăрлама юратнипе «чапа» тухнă кайăк. Юмахра çеç вăл. Пыл-çу çисе мар, пуринчен ытла хурт-кăпшанкăпа тăранса пурăнать кăсăя.

Куккук, ула такка, сăнчаспа кăсăя çеç-и, ытти кайăксем те пулăшаççĕ вăрманти хурт-кăпшанкăсене пĕтерме. Кашни кайăк çулсерен пиншер хурт-кăпшанкă тытса çиет. Çапах та вăрмана çав хăрушă тăшмансенчен сыхлас ĕçре кăткă пек паттăрри çук», — тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Степан Лукич ун чух.

Малалла

Ангелсем


Ман ангелсем

ик енче иккĕ –

мана вĕсем

пит юратаççĕ.

Вĕсенчен пĕри

пĕчĕккĕ –

çавна манăн

ăшсем туяççĕ.

 

Сулахайри

пăшăлтатать:

«Эп саншăн

сысна çури мар,

мана итле,

аван пулать –

ытлашши

шарламасăр лар.

 

Хăвна пĕрре те

эс ан чар –

ĕçес тесессĕн,

ĕç те яр.

Хĕрарăм

енĕпе илсен –

ĕлкĕр, кирлĕ мар

вилсен».

 

Çак сăмахсене

илтсен,

шухăшсем –

ир киличчен.

Пĕр енчен –

тĕрĕс калать,

ырă канашсем

парать.

 

Вăл каланине

тусан –

пăсăлать

пурнăçăм ман.

Ĕçкĕ ăçта

çитерет;

Нумай çынна

пĕтерет.

 

Юрату ман

пурнăçра,

пулмарĕ

савăнăçра.

Лайăххи унтан

курман,

е ăна

асăрхаман.

 

Тепĕр енчен

шутласан –

килте арăм

пулмасан –

мана никам

пăрахмасть,

урăх арçына

Малалла

«Куçунта пăтранса тăракан авăрна…»


Куçунта пăтранса тăракан авăрна

Куллăма чĕпĕтсе ывăтатăп пĕр катăк:

Çăтса ярĕ часрах — пытарса хăварма —

Киленсе йăпанмалăх ыран, паян мар-тăк.

 

Тĕпрететĕп тата виç-тăватă сăмах

Курнăçман вăхăтра сулăмна5 упрамалăх...

Тĕнче тăрăх касса йăлăхсассăн хăвах

Умăмра чарăнса ыйтăн чĕптĕм хавхалăх6.

«Пысăк-пысăк Вăрманта…»


Пысăк-пысăк Вăрманта

Ларать пĕчĕк Тунката.

— Халĕ çеç эпĕ лутра...

Ĕлĕк пулнăччĕ кăтра,

Ешĕл те кервен7 Юман!..

Иртекен манран пулман!..

Тăр! чĕтретчĕ çак Ката!..

Сас каятчĕ çич юта!..

Хăçан папка çурмалла,

Хăçан çулçă тăкмалла —

Эп параттăмччĕ хушу.

Çырмара юхан шыв-шур

Шăпланатчĕ çавăн чух.

Пулнă вăйлă! Пулнă шух!

Ун пекки халь, кай-ха, туп!..

— Чарăн-ха, пустуй ан суп:

Вуллуна тивсессĕн Хурт

Кунтан пулмĕ чаплă çурт

Кунтан тухмĕ пĕрене,

Терĕç мар-и, Вĕрене?

Касрĕç ячĕç, турĕç вут.

Суййуна текех ан сут, —

Терĕ чăрăш юнаса.

Çухатман хальччен ăса:

Ни çулла, ни çуркунне,

Ни хĕлле, ни кĕркунне

Улшăнмасăр вăл тăрать,

Йышăнмасть нихçан хахать8.

 

Ĕлĕк пулнă Вĕрене

Çав тери йӳтенине

Хăнăхса çитсе Юман,

Хурăнпа Пилеш, Палан.

Мĕн тăвас? Нумай юлман —

Курмăша перет Вăрман.

 

Çапла халь те вăрманта.

Çĕрсе ларать Тунката.

Сивĕ


Урамра шап-шурă, сивĕ

Чĕпĕтет пите-куçа.

Пар айне пытанчĕ шывĕ,

Тинех тупрĕ канăçа.

 

Хĕрхенсе пăхса тăратăп

Урамри йыт çурине.

Çăматта тухса паратăп,

Тек ан шăнттăр урине.

Хаклă туссем


Мĕнле кăна ырлăх памасть-ши вăрман этеме! Мĕнле кăна усă курмасть çын вăрманпа? Йывăçа çунтарса ăшă тăвассине çын тахçанхи ĕмĕртех шухăшласа тупнă. Тинĕссенче, океансенче çӳреме йывăçран карапсем, пурăнма çуртсем, хуласем, крепоçсем тунă. Халь вара мĕн кăна тумаççĕ йывăçран! Мĕн чухлĕ япала, мĕн тĕрлĕ им-çам!.. Йывăçран тунă япала спичкă шăрпăкĕнчен пуçланать те — шучĕ çук!

— Çав япаласене тума мĕн чухлĕ йывăç кирли çинчен эсир шухăшланă-и? — ыйтрĕ пиртен çав кун Степан Лукич.

— Çук, нихăçан та шухăшламан, — тĕрĕссинех каларăмăр эпир, Эрхиппе иксĕмĕр.

— Спичкă шăрпăкне ăвăсран тăваççĕ. Çĕр çинчи мĕн пур çын пĕр кунта кашни пĕрер шăрпăк çутса çунтарсан та, çавăн чухлĕ шăрпăк тума виçĕ гектар çинчи вуншар çул ӳснĕ ăвăс вăрманĕ кирлĕ, — шутласа пачĕ Степан Лукич.

«Спичкă шăрпăкĕ тума кăна çавăн чухлĕ йывăç кирлĕ. Ытти япаласем, çуртсем тума мĕн чухлĕ кирлĕ!» — шухăшпа виçме çук шут хисепĕ тухса тăчĕ ман ума.

— Питĕ нумай кирлĕ. Эпир ак çак Йăлăм вăрманĕнчех кашни çул çĕршер пин кубометр йывăç касса хатĕрлетпĕр, — терĕ Степан Лукич.

— Йăлăм вăрманĕнчех çĕршер пин кубометр?!. Пĕтĕм çĕр-шывĕпе шутласан, çулсерен мĕн чухлĕ вăрман пĕтет!.. Юрать-ха, вăрманĕ ӳссех тăрать, унсăрăн çынсем тахçанах пĕр йывăçсăр тăрса юлнă пулĕччĕç, — тавçăрса илем пекки пултăм эпĕ.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 19 20 21 22 23 24 25 26 27 ... 796
 
1 шĕркет — йăлă ту
2 турту — тăванлăх
3 шак хур — систер, асăрхаттар
4 Ăшлăх — тултармăш
5 сулăм – хăйне-хăй хускални
6 хавхалăх — хавхалану
7 кервен — çирĕп
8 хахать — сас-хура