Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Ĕмĕр сакки сарлака. 5-мĕш кĕнекеСинкерЫлтăн вăчăраКĕтмен венчетĔмĕр сакки сарлака. 3-мĕш томВăхăт таппиКулăшла калавсем

Пурнăçларăм


Хăшпĕр чух

мăкăртататпăр

ĕлĕкхи

пурнăç çинчен.

Пысăк канашсем

паратпăр,

пуç çаврăнса

каиччен.

Пурнăç мĕн енне

илсен те,

куç умĕнче

ĕлĕкхи пурнăç.

Ун пекки пулмĕ

мĕн тесен те,

каялла çулсем

пăрăнмĕç.

 

Эп килĕшĕттĕм

çаврăнма,

анчах та

аннене курма.

Ăна кунта

илсе килĕттĕм,

кăштах çăмăл

пурнăç сĕнĕттĕм.

 

Анне çăмăл

пурнăç курман,

арçын пекех

каснă вăрман.

Тĕрĕссипе вăл –

чăваш халăх,

çуралнă пуль

нуша курмалăх.

Ытти çынсемшĕн

Малалла

Тĕлĕксем


Çĕрле кушак пек

курсан та,

кайăк пек

вĕçен пулсан та –

ун пекки

вăл тĕлĕкре,

вăрансан

пăхан – тĕтре!

 

Тĕлĕкре вĕçен пулсан,

вăйлă çын пекех туйсан –

эс ӳсен ку таранчен.

Кăна илтнĕ çынсенчен.

 

Пурин те

ун пек пулмасть,

ун пек тĕлĕк

курăнмасть.

Курăнсан

савăнтарать,

пурăнмалăх

вăй парать.

 

Хăвна-ху ăнлантарни,

чĕрене савăнтарни –

пирĕншĕн чĕрĕ шыв пек,

шухăшсем хĕстермĕç тек.

 

Хальхи çĕнĕ

çулсенче,

кайрĕ çаврăнса

тĕнче.

Çак вăхăтри

тĕлĕксем,

питĕ пулăшаç

вĕсем.

 

P.S. Тĕлĕке курас килсен те,

сан пата хăех килмест.

«Турă парать пуль» тесен те,

ăна никам та пĕлмест.

«Сассу касса кĕрсен сасартăк…»


Сассу касса кĕрсен сасартăк

Ăшра хускалчĕ вăй-хăват...

Камах çăлайĕ, тус, эс мар-тăк?

Пăтрат! Пăлхат: сӳнес кăвайт

Сана кĕтсех хĕлхем упрать.

 

Хурса хăвар çунмалăх вутă:

Пĕрер-пĕрерĕн çăтнă май

Саланĕ ăшă, ырă, çутă

Тăсмалăх пурнăçа самай...

Сана хăвна пулать сăвап.

 

Манпа санран йăл илнĕ çулăм

Çурса ваклать хура каçа...

Инçе кайса таçта та пулăн,

Анчах тухаймĕ манăçа

Сана иленнĕ çут кăвайт.

 

Куратăн хăв: ялтравлă куллăм

Çутатĕ такăр мар çулна.

Ырсан — вăйпа сисмесĕр тулăн

Хускатĕ ăшшăмçăм юнна.

Сана валли хĕлхем пурах.

«Санпа мана çыхать инçет…»


Санпа мана çыхать инçет,

Ун тăрăх вĕçнĕ сас виçет

Мĕн чухлĕ тӳсĕм юлнине...

 

Пĕлетĕп эп: кĕтме тивет,

Кĕтме пĕлсен тивлет кинет

Килсе кĕрет пĕрех киле...

 

Пĕлетĕн эс: хура çĕрле

Çуталĕ пулнă чух пĕрле

Апла пулсассăн тӳсмелле...

Тумлампа кӳлĕ тулать


Степан Лукич кăткăсем вăрманшăн мĕнле усăлли çинчен каласа панă чухнех асăрхарăм, Микиш темскер пăлханма тытăнчĕ. Халь, киле таврăннă чух, Степан Лукич пирĕнтен уйрăлса юлсан, вăл пушшех пăлханса:

— Ачасем, — терĕ Эрхиппе мана, — атьăр-ха хăвăртрах паçăр ларса каннă уçланка кайса килер.

— Мĕн тума? — ыйтрăмăр эпир.

— Паçăр эпĕ унта пĕр кăткă йăвине çĕмĕртĕм, — айăплăн каларĕ Микиш. — Кăткă çăмартисене курас килчĕ те… Ун чух эпĕ кăткăсем вăрманшăн мĕнле усăллă иккенне пĕлмен-çке-ха. Хăвăртрах кайса юсас пулать. Атту, Степан Лукич курсан кам çĕмĕрнине тӳрех тавçăрса илет, вара лекет мана, — терĕ Микиш, чĕтре-чĕтре.

— Паллах, лекет. Киревсĕр ĕç туса хунă эс, Микиш. Халех кайса юсас пулать вăл йăвана, халех! — васкатрăм эпĕ.

— Эх, пĕлмен çав, пĕлмен… — тем пекех ӳкĕнчĕ халь Микиш хăй те.

Эпир ларса каннă уçланкă кунтан чылай инçетре, виçĕ километр ытла таврăнма тивет. Каç пуличчен киле çитме те вăхăт кирлĕ, çавăнпа эпир чупсах кайрăмăр, йăлтах хăшкăлтăмăр. Çитессе çитрĕмĕр…

— Чим, ку мар пулас, — тапах чарăнса тăчĕ Микиш пĕр йăва умĕнче. Ку йăви чиперех, çĕмĕрни-туни нимĕн те паллă мар — Эп çĕмĕрнĕ йăва ăçтарахраччĕ-ши?

Малалла

Манпа пĕрле


Эп анкă-минкĕ

пекки мар,

пуçа çухатнă

çын та мар.

Анчах та

кашни кун пуçра,

анне тăрать

манăн умра.

 

Анне çинчен

нумай çыраççĕ,

ăна савса

нумай юрлаççĕ.

Аван, анчах та

ман чĕре,

ăна курас тесе

йĕрет.

 

Анне

пурăннă чухне,

юратап теме

хăймарăм.

Пĕлмен ун пек

сăмахсене,

те аннене

ун чух туймарăм.

 

P.S. Халь кашни кун

вăл чĕрере –

эп виличчен

манпа пĕрле.

Кĕрсе тух


Чăваш чĕлхи

хитре пулни

никама та

тĕлĕнтермест.

Чĕлхе пуянлăхĕ

тулни,

хамăр сывă

чух пĕтмест.

 

– Пирĕн пата

эс кĕрсе тух –

ун пек йыхрав

мĕнле аван.

Çапла кама та

чĕннĕ чух –

эс те

тĕлĕнсе каян.

Сана чĕнеççĕ

«кĕр» тесе,

çав вăхăтрах

«тух» та пур.

Эс ан шутла

ку шӳт тесе –

ун пеккисем

татах та пур.

 

«Килсе кай»

тесе чĕнсен,

нимте

тĕлĕнмелле мар.

Анчах чăнах та эс

килсен –

тухса каичченех

лар.

 

Ун пек

сăмахсем нумай,

чăвашла

калаçнă май.

Çак сăмахсем

пултараç,

ăнлантараç,

култараç.

Иккĕллĕ çак

ăнлану –

чăваш ăшне

кăтартать.

Пĕр енчен вăл

пăлхану,

тата шӳт те

палăртать.

 

Эп юратса

пăрахрăм

(теççĕ пирĕн

хушăра).

Иртерех пуль,

хăратрăм

хамăн пулас

мăшăра.

Малалла

Черет


Халех килме шăпа картманччĕ —

Çывраттăм уйăх леш енче.

Такам сасси чĕнсе кăларчĕ —

Черетсĕр кĕтĕм хальхинче.

 

Васкарăм пуль — пуçа пĕкмерĕм,

Тепри пĕкмесĕр кĕрес çук...

«Килях-килях, пĕр килнĕ хĕрĕм», —

Тĕмен1 темерĕ кĕнĕ чух...

 

Ура тапсах уçмастăм алăк! —

Такам-çке чĕнчĕ çакăнта!?

Таçта вартаççĕ — сисрĕм — палăк...

Мана валли?.. Çак яхăнта?...

 

Мĕнех туса ĕлкертĕм — калăр?!

Ăçта йăмтартăр çав сасса?!

Ăçта — кăтартăр — вăйăр-халăр?!

Атту ваклатăп веç касса!..

 

Никам та çук, тарса пытаннă...

Умра выртать этем... Поэт:

«Ак çак калем2 ман мар тек - санăн,

Кун чухлĕ йăтрăм — сан черет».

 

— Черет? Черетсĕр кĕтĕм эпĕ!

Ăçтан каçартăр Самана?!

— Утса тухатăнах — пĕлетĕп,

Халь ирĕк пар кайма мана...

 

...Халех килме шăпа картманччĕ —

Çывраттăм уйăх леш енче.

Поэт сасси чĕнсе кăларчĕ —

Халь чăт та тӳс мана, Тĕнче!

«Самана сăнчăрланă Сăмах…»


Самана сăнчăрланă Сăмах

Кун кунлать касмăкне3 кăшласах...

Çăрине çĕмĕрме çав-çавах

Пултару, пуçару пулмаллах!

 

Самана сăнчăрланă Сăмах

Вилĕмпе вăхăтран вăйлăрах —

Ултавпа уртарсан уйрăмах

Пĕтĕмпех пĕтерейĕ пуçтах.

 

Самана сăнчăрланă Сăмах

Тăллине тĕпретет-ха татах...

Чăхăмне4 чараймастăн — часах

Сирпĕтсе салатать — сасăпах!

Курак Мĕтри


Курак Мĕтри, хунькассинче пулнă пек, халĕ унтан урапа çинче силленсе таврăннă пек тĕлĕк тĕлленсе выртаканскер, такам хыттăнах: «Тăр, мучи! Çитет сана çемçе çĕрте кун чухлĕ çывăрса килнипе», — тенине илтсе вăранса кайрĕ.

— Ийя! — йăпăр-япăр сиксе тăчĕ Мĕтри. — Ма çапла çĕр варринчех кăшкăрса вăрататăн эс, карчăк?

— Мĕн мăкăртататăн эс унта? Халех матраса пуçтарса хур! Ха, тăсăлса выртнă вăл!

Пуçне карттус тăхăннă ют хĕрарăм хунарпа çутатса тăнине курсан тин Курак Мĕтри, ыйхăран уçăлса çитсе, хăй пуйăс çинче пынине тăна илчĕ. Ăна вакунти кондуктор вăратрĕ иккен.

— Мĕн пулнă? — куçне сăтăркаларĕ Курак Мĕтри.

— «Мĕн пу-улнă!» — витлесе илчĕ ăна хĕрарăм-кондуктор. — Çĕркаç «Кама тӳшек-минтер кирлĕ?» тесе ыйтсан эсĕ ним те шарламарăн… Халĕ, ав, епле тăсăлса выртнă матрас çине! Халех пуçтарса хур!

Курак Мĕтри, çӳлти плацкарт çине майлашнăскер, кондуктор умĕнчех тӳшеке ялти пек хуçлатса чĕркерĕ те çӳлĕк çине хăпартса хучĕ.

— Вăт çапла, — терĕ тинех кăмăлĕ тулнă кондуктор. — Матрас çине выртас пулсан, каçхине укçа тӳлемеллеччĕ, простынь, минтер пичĕ, çитти илмеллеччĕ…

Малалла

■ Страницăсем: 1... 18 19 20 21 22 23 24 25 26 ... 796
 
1 тĕмен — тĕнче
2 калем – ручка-карандаш
3 Касмăк — сăнчăр
4 Чăхăм — куштанлăх