Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Çавал сарăлсанӐшӑ ҫумӑрÇăлтăрчăксемĔмĕр сакки сарлака. 1-мĕш томĔмĕтсем, ĕмĕтсем...Сунарçă халлапĕсемВăхăт таппи

Килĕр ăмăртма!


— Кам халь ăмăртма шутлать

Çавă тăтăр ушкăна!

Чупмалли, — Петюк калать,

Ик урам хушши кăна.

Пурте килĕр хăвăртрах,

Тытăнăпăр ăмăртма!

Курăр акă хăвăрах:

Пит аван çарран чупма.

 

Ăмăртаççĕ ачасем,

Хăшĕ тухĕ-ши мала?..

Атьăр шутлăпăр татах


— Эрнере шăп ултă кун, —

Тупăшсах калать Çимун.

— Йăнăшатăн, — тет Антун, —

Улт кун мар çав, пилĕк кун.

— Улттă! Улттă! Пиллĕк мар!

Ак тăнла шутланине.

— Тытăнать хăй вăр та вар

Калама кунсен ятне:

— Тунти кун, ытлари кун,

Малалла вара юн кун,

Эрне кун, кĕçнерни кун,

Улттăмĕш кун — шăмат кун.

Сехет çурă е ытла

Тупăшаççĕ халь вĕсем,

Пĕлес çук, паллах, капла

Кун шутне çак ачасем.

Пулăшар-и ушкăнпа

Тупсăмне татса пама.

Килĕр, пурте ушкăнпа

Тытăнатпăр шутлама:

Тунти кун — пĕрремĕш кун,

Иккĕмĕш — ытлари кун,

Виççĕмĕш — чăнах юн кун,

Вăл иртсен — кĕçнерни кун.

Шутпала, атьсем, çак кун

Шăп тăваттăмĕш пулать.

Тепĕр кунĕ — эрне кун.

Вăл хăш кун-ха? Кам калать?

Малалли кун — шăмат кун,

Тĕрĕс, улттăмĕш шутпа,

Пур татах та тепĕр кун,

Паллашар-и халь унпа?

Вăл, туссем, вырсарни кун,

Асра тытăр яланах.

Эрнере шăп çичĕ кун,

Атьăр шутлăпăр татах.

Кам мĕн тăвать?


— Кăчкă, эсĕ мĕн тăватăн?

— Çулçăпа эп калаçатăп.

— Хурăн, эсĕ мĕн тăватăн?

— Кăчкă сăмахне тăнлатăп.

— Петĕр, эсĕ мĕн тăватăн?

— Хурăн тăрне улăхатăп.

— Шăнкăрч, эсĕ мĕн тăватăн?

— Вĕлле çакнине сăнатăп.

— Хĕвел, эсĕ мĕн тăватăн?

— Шăнкăрч юррине тăнлатăп.

Ват йăмра айĕнче


Ват йăмра айĕнчи хыçлă сак

Йыхăратчĕ пире каçсерен.

Çав йăмра айĕнче ал парса

Уйрăлаттăм санран ирсерен!

 

Ват йăмра айĕнче, хӳтĕре

Пит аванччĕ санпа юнашар.

Ют куçсем сăнаймастчĕç пире,

Шăранатчĕ чунра шĕл-кăвар!

 

Ват йăмра çул çисем хушшинчен

Кĕмĕл уйăх сăнатчĕ пире.

Киленеттĕм санпа мĕн ирччен!

Шанăçпа-çке тулатчĕ чĕре!

 

Тăм ӳксен, çулçăпа витĕнсен

Ват йăмра айĕнчи пирĕн сак —

Туй тума çĕнĕ çул çитиччен

Ирĕк патăн чуна ăшăтса!

 

Ват йăмра айĕнчи каçĕсем

Тухас çук нихăçан асăмран!

Ытарми савнă тус куçĕсем

Çиçчĕрех пĕр-пĕрне савнăран!

Чăтаймарĕ, тӳсеймерĕ…


Телей тени хăш чухне сисмесĕрех сиксе тухать.

Алексей Петрович Кодексов, халăх сучĕн исполнителĕ, гостиницăна вырнаçсанах укçине шутласа пăхрĕ. Уйăх çурă пурăнсан та пĕтес çук!..

Хăйне вăл виçĕ кун ĕнтĕ юпах тиха пекех туять. Хăвăрах шухăшлăр-ха: çичĕ сул хушши ниçта тухмасăр пурăннă вăл район центрĕнче, çичĕ çул! Акă сана сасартăк судья чĕнет те калать: «Яра пар, Алексей Петрович, çирĕм кунлăх семинара». Хули тата еплерехскер: Хусан. Кунта Ленин вĕреннĕ, кунта Толстой, Горький пурăннă. Пĕр сăмахпа, Хусан пике пекех хитре хула. Виçĕ кун ăна пĕр шухăш канăç памасть-ха. Виçĕ кун çеç мар ĕнтĕ, виçĕ çул та пулĕ, анчах халь ăна пурнăçлама май пур. Командировка укçине илсен тата…

Васкамасăр йĕркипех каяр пуль. Арçын телейĕ арăмĕнчен нумай килет, теççĕ. Федора Аристарховнăна илсен вара… Хĕрарăм хĕрарăмах çав. Хĕр чухне пилĕкĕ те пулнă унăн, халь самăрăлса кайнипе çухалнă ĕнтĕ. Хĕр чухне ĕçленĕ, халь кил хуçи шутланать. Хуçаланма юратакан хĕрарăм вăл ахаль те. Унăн сăмахĕнчен Алексей Петрович пĕрре те иртсе курман. Вăл мĕнле калать, çапла ту, унсăрăн виçĕ кун киле пырса ан кĕр. Ĕç укçи илмессерен Алексей Петрович йăлтах ăна пырса парать. Пĕр пус юлмичченех. Вара кашни пуснех каялла йăлăнса ыйтмалла. Хăйне килĕшекен япала илес тесе сăмах пуçар çеç, Федора Аристарховна хăр-хар çеç кăшкăрса тăкать.

Малалла

Вĕçейсем, уçă çил


Шурăмпуç çутипе улăха пуль тухас,

Тунсăха пусарса сывлăм тăрăх утас.

Çăлтăрсем сӳннине, çутă кун килнине

Сăнаса юррăма шăратас!

 

Кĕмĕл пек сывлăма ывăçа пуçтарас,

Ун таса шывĕпе питĕме пуль çăвас!

Аякри чун савни асăма килнипе

Юрласа шăпчăка вăратас!

 

Шăпчăк-кайăк юрри, илемлет ман юрра.

Савнă тусăм валли вăл çуралнă чунра!

Куçĕнчен пăхайса юрлама майĕ çук...

— Аякра чун савни, аякра!

 

Ан тăксам, уçă çил, улмуççи çеçкине.

Йышăнсам эс манран чун-чĕре юррине.

Çичĕ хир леш енне вĕçсе кай, уçă çил!

Çак юрра парнеле савнине!

 

Савнă тусăм патне ман юрра çитерсем,

Каялла ман пата салампа килейсем!

Вăл ăнлантăр ялан эп ăна кĕтнине.

Вĕçейсем, уçă çил, вĕçейсем!

Кам вăранать чи малтан?


— Кам вăранать чи малтан? —

Ыйтрăм эпĕ шăпчăкран.

— Шăплăх, — терĕ вăл мана.

— Кам вăранать чи малтан? —

Ыйтрăм эпĕ шăплăхран.

— Çулçă, — терĕ вăл мана.

— Кам вăранать чи малтан? —

Ыйтрăм эпĕ çулçăран.

— Йытă, — терĕ вăл мана.

— Кам вăранать чи малтан? —

Ыйтрăм эпĕ йытăран.

— Алăк, — терĕ вăл мана.

— Кам вăранать чи малтан? —

Ыйтрăм эпĕ алăкран.

— Аннӳ, — терĕ вăл мана.

— Кам вăранать чи малтан? —

Ыйтрăм эпĕ аннерен.

— Автан, — терĕ вăл мана.

— Кам вăранать чи малтан? —

Ыйтрăм эпĕ автанран.

— Ку-ка-рекук-карек-кук!

Кам-ши чăнах, Кетерук?

Тиха


Кунĕпех çаран çинче

Эрнери тиха çӳрет,

Ешĕл курăк хушшинче

Вĕлт те вĕлт! вăл сиккелет.

 

Е пуçне ухать сатур

Сакăлта ураллăскер.

Амăшне калать пек: «Кур,

Ывăлу сан маттурскер».

Тăмана


Тĕвик-тĕвик тăмана

Каç шăплăхне юратать,

Тĕвиклетсе пĕр кана

Ăна хăех йăлт пăсать.

 

Çывăрасчĕ лăпланса

Шуçăм çути киличчен,

Кайăксенчен уйрăлса

Пĕччен вĕçсе çӳриччен.

 

Тĕвик-тĕвик тăмана

Тавçăрасшăн мар çакна.

Тĕвиклетет ав каллех,

Тĕвиклетет çĕрĕпех.

Хăва авăнсан та тӳрленет


I

— Ну, мĕн пăхса тăратăр ман çине? Эп чармастăп. Яра парăр. Çул уçă! Пуçланă ĕçе пĕтермеллех ĕнтĕ, — терĕ Виктор Андреевич, кĕпĕрленсе тăнă çынсене тинкерсе. Вăл йӳле янă кĕрĕк пиншакне тӳмелерĕ, аллинчи çăм алсишне алси ăшне тăхăнтартрĕ.

— Хĕрĕх градус сивĕре тĕрме çыннисене те ĕçлеттермеççĕ. Пире мĕн, принут панă-им? Ăшăтсан та касса пĕтерĕпĕр-ха, — тавăрчĕ Семен Петрович.

Çук, ку сăмахсем çителĕксĕр пек туйăнчĕç Семен Петровича, вăл хăй шухăшне ытти сăлтавсемпе çирĕплетме тăрăшрĕ:

— Юрать санăн арăму лаша пек старав та… Килте ĕçлеме аçу та пур. Сана мĕн, Вихтăр, эс хĕлĕпех вăрманта пурăнма пултаратăн. Манăн арăм килте вилес пек выртать пулсан, кунта ал çупсах юлас-и?

Семен Петрович (вăл пĕр çулталăк еннех колхоз председателĕ те пулнă, çавăнпа ăна ашшĕ ячĕпе хисеплеççĕ) — пĕчĕк пӳ-силлĕ, аллă урлă каçнă арçын. Сарлака кĕлеткеллĕ те çӳллĕ Виктор Андреевич çумĕнче вăл пĕчĕк ача пек курăнать. Ăвăс тĕслĕ сухалĕ икĕ эрне хырманнипе ӳссех кайнă, халь, ав, мăйăхĕ çинчи пăрлашкасене тăрăшсах хăйпăтать. Питĕнчи хутламĕсемпе йĕрĕсене сивĕ тăртантарса хытарнă, çавăнпа вăл хăй çулĕнчен чылай ватă пек туйăнать.

Малалла

■ Страницăсем: 1... 39 40 41 42 43 44 45 46 47 ... 796