Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пулас кинсемМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Шăплăхри аслатиЫлханлă хура çĕмĕртПулать-çке пурнăçраВӗре ҫӗленХĕрес хывнă хĕвел

Каçар мана!


Каçар мана, каçар, савниçĕм!

Пулманшăн юнашар паян.

Сана асра тытма хăйнишĕн...

Курнишĕн тĕлĕкре ялан!

 

Каçар мана йăваш пулнишĕн,

Пĕлменшĕн юрату вăйне.

Сăпайлăн именсе тăнишĕн

Хăюллăрах пулас чухне!

 

Каçар мана ун чух пĕлменшĕн

Чăн юрату хăватлăхне!

Урăххинне çулне пӳлменшĕн,

Туйманшăн ун каварлăхне!

 

Каçар мана! Каçар, савниçĕм!

Манман пуль! Каçарсам мана!

Чун-чĕремре кăвар чĕртнишĕн

Тавтапуçах, савни, сана!

Така


Пĕчĕк Петĕр

Такăнать,

Тин утма вал

Хăнăхать.

Хăй çапах та

Такана

Çинçе хулăпа

Юнать.

Тăрăс! сиксе

Вырăнта

Петĕре калать

Така:

— Хирĕç тăрăп-ха,

Тăхта.

Ӳстĕр çеç кăшт

Мăйрака.

Урине


Такăнчĕ те Урине

Ыраттарчĕ урине.

Сасăпах вăл макăрать.

Ăна ашшĕ йăпатать:

«Ан йĕр-ха эс,

Урине,

 

Тӳрлететпĕр урине.

Урине мар,

Марине

Ыраттарнă урине».

Пирĕн пĕчĕк Урине

Тухнă вăйă картине.

Аллисене шарт! çапать,

Урисене тăрст! тапать,

Питĕнче хĕвел вылять,

Курăр,

Тути йăл кулать.

Упа çури


Пысăк чăрăш айĕнче,

Тарăн шăтăк умĕнче,

Макăрать упа çури.

Çывăртăр тесе юри

Ана амăшĕ çĕрле

Вăратман тет ыйхăран.

Утара

Хăйпе пĕрле

Пыл çиме илсе кайман.

Шăхлич


I

Кăнтăрти пĕр хулана канма кайсан, вырсарникун, вырăнти художниксемпе скульпторсем йĕркеленĕ выставкăна курма тухрăмăр. Картинăсем мана интереслентерсех каймаççĕ, хам пушă вăхăтра чутлакаласа-касма юратнăран-ши, ытларах скульптурăсем патĕнче чарăнкаласа тăтăм. Пĕр пысăках мар пӳлĕме кĕрсен, мана гипсран тунă хăш-пĕр япаласем тыткăнларĕç.

Чи малтанах куç тĕлне «Утă çулакан хĕрарăм» лекрĕ. Эпĕ унăн тумĕнче те, кĕлеткинче те сасартăках темĕнле çывăх та палланă йĕрсене курсан, ку чăваш хĕрарăмĕ, тесе кăшт çеç кăшкăрса ямарăм. Мана уйрăмах «Макăракан савни» текенни кăмăла кайрĕ. Мĕн чухлĕ хуйхă, мĕн чухлĕ ырату пуçтарăннă унăн ăшĕнче, анчах сăнĕнче вăл ытлашшиех палăрмасть. Художник çыннăн шалти туйăмне çав тери тĕлĕнмелле тĕрĕс кăтартса панă. «Макăракан савни» вырăсла тумланнă пулин те, эпĕ унăн сăн-питĕнче каллех чăваш йĕрĕсене куртăм. Тек чăтаймарăм ĕнтĕ, автор ятне вуларăм: «Н. И. Хурашов скульптурисем».

Хушамачĕ те чăвашăнни пек туйăнчĕ. Экскурсовод Хурашов скульптор отставкăри полковник иккенне пĕлтерчĕ, адресне пачĕ, анчах хăш халăх çынни пулнине татса калаймарĕ.

Малалла

Кӳршĕ ял пикийĕ


Вăййа тухсан пĕрне анчах сăнатăп

Курмасăр никама унсăр пуçне!

Умне пырса тăма-çке вăтанатăп...

Туймасть вăл эпĕ уншăн çуннине!

Паян каллех урăххипе каять вăл

Пĕтсессен вăйă килĕ еннелле!

Ман чĕрере каллех алхасĕ тăвăл...

Çак тăвăла епле çĕнтермелле?

 

Чуна уçма мĕнле сăлтав тупас-ши?

Пырасчĕ ун патне хăват пухса!

Юратнине епле хăйса калас-ши

Чун савнă пикене куçран пăхса?

Паян ăна урăххипе эп ямăп

Пĕтсессĕн вăйă килĕ еннелле!

Сар пикене тек никама та памăп!

Çут телее унпа çеç кĕтмелле!

 

Ах, кӳршĕ ял пикийĕ! Чуна-çке ан çунтар!

Ах, кӳршĕ ял пикийĕ! Пĕр шанчăк çеç хăвар!

Ах, кӳршĕ ял пикийĕ! Çак тунсăхран хăтар!

Ах! Кӳршĕ ял пикийĕ! Юратнăшăн каçар!

Каçар, каçар...

Кӳршĕ ял çумĕнче


Кӳршĕ ял çумĕнче пурччĕ тарăн çырма,

Ешĕретчĕç унта йăмрасем.

Савнипе юнашар хĕвеле тĕл пулма

Эп хываттăм унта сукмаксем.

 

Тутăрне пĕркенсе, тĕлпулу хистесе

Кĕтейетчĕ мана сар пике!

Ĕмĕте вĕçтерсе, чĕреме çĕклесе

Илĕртетчĕ мана çĕрĕпе!

 

Ват йăмра айĕнчи шăнкăрти çăлкуçран

Тулли ывăç ăсса тăр шывне,

Çăлтăр пек куçĕпе пăхайса куçăмран

Ĕçтеретчĕ мана ир енне!

 

Каç тĕтри сирĕлсе шурăмпуç килнĕ май,

Кĕмĕл сывлăм витсен çереме,

Вăл калатчĕ мана: «Вăхăт питĕ нумай,

Ирĕк пар-çке кĕме килĕме!»

 

Яшлăхри кунĕсем, чунсенчи туйăмсем

Вĕçсе кайрĕç пулас çилпеле.

Малтанхи чун савни! Санпа ман çулĕсем

Питĕ шел, пулаймарĕç пĕрле...

 

Кӳршĕ ял çумĕнче пурччĕ тарăн çырма.

Ешĕреç-ши унта йăмрасем?

Савнипе юнашар хĕвеле тĕл пулма

Кам хывать-ши паян сукмаксем?

Кĕрен чечекĕм


Ытла та ир шăтайрăн пуль,

Çеçке çурма васкарăн пуль.

Шур юр айне пулмастăн-ши?

Ирхи шăнпа шанмастăн-ши,

Кĕрен чечекĕм?

 

Хĕвел шевли васкатрĕ-и?

Шăтса тухма хистерĕ-и?

Шур юр каллех ӳкейрĕ-çке,

Тепре çĕре витейрĕ-çке,

Кĕрен чечекĕм!

 

Шур юр айне тумастăп-ха!

Шăнса пĕтме памастăп-ха!

Чун ăшшипе хуплайăп та —

Ирхи шăнран çăлайăп та,

Кĕрен чечекĕм!

 

Шыв-шур юхса пĕтейиччен,

Хĕвел ăшши çитейиччен

Сана пăхсах эп тăрăп-çке,

Хăрса каймашкăн памăп-çке,

Кĕрен чечекĕм!

Кĕрен чечекĕм...

Çырлана кайсан


Мĕскер пулнă Сантăра? —

Макăрать уçланкăра.

Пиччĕшне чĕнет:

— Пи-и-чче-е-е!

Янăрать вăрман:

«Пи-и-чче-е-е!»

Çырлара пиччĕшĕнчен

Çĕтсе юлнă вăл пĕччен.

Çил килет те Сантăра:

— Ан хăра, —

Тет, —

Ан хăра.

— Хăрамасăр!

Çывăхрах

Пат! ӳкет турат çĕре.

Çулçă чаштăр тусанах

Чарăнать тапма чĕре.

Хĕвел хурăн тăрринчен

Анчĕ шĕшкĕлĕх çине,

Шăппăн тĕмĕ хыçĕнчен

Тилĕ тухрĕ ун умне.

— Пĕчĕк тусăм, Ан хурлан.

Ма йĕрсе куçна пăсан?

Кĕç килет пиччӳ. Унччен

Çул хĕрне тухса ларар.

Хам та ыртăм çырлара, —

Вăл йăпатрĕ Сантăра

Лăпкаса çурăмĕнчен.

Тухса ларчĕç çул хĕрне —

Пысăк тунката çине.

Тилĕ лăпкăн юптарса

Тĕрлĕрен юмах калать.

Куçне мăч та мăч хупса

Сантăр тутлăн анаслать.

— Юмах пĕтмĕ.

Кăшт канар, —

Терĕç,

Выртрĕç юнашар.

Ыйхă пусрĕ Сантăра —

Сантăр путрĕ ыйăха.

Сас илтсессĕн çывăхра

Тилĕ чăмрĕ чăтлăха.

Малалла

«Ĕмер сакки сарлака» роман пирки


Халăхăн иртнĕ пурнăçне сăнласа паракан повеçсемпе романсен шучĕ сахал тесе пăшăрханма пирĕн халĕ сăлтав çук ĕнтĕ. Ĕçĕ, паллах, шутĕнче мар — пахалăхĕнче. Авалхипе ĕлĕкхине асăнса çырнисем çулсерен, кĕнеке хыççăн кĕнеке тухса пыраççĕ. Сăмах ăстисен ытамне XVI ĕмĕртен тытăнса XX ĕмĕр пуçламăшне çитичченхи халăх кун-çулĕнчи пур паллă тапхăрсем те кĕнĕ темелле. Пуçĕпех хускатман е çĕнĕлле тĕсесе-сăнласа пама тытăнман вырăнсем юлман тесен те юрать.

Хальхи илемлĕ литературăри иртни çинчен çырнин вырăнĕ çинчен самах тапратсан, хай халлĕнех тенĕ пек, хăш-пĕр вулакансем умне çакăн пек иккĕлентерекен ыйту тухса тăрать. Коммунизм обществине çывăхартас мăнаçлă ĕмĕте тытнă, ăна пурнăçлама пĕтĕм вăйне-хална пăхăнтарнă совет халăхĕн хĕрӳ ĕçĕ-хĕлĕпе тулнă тапхăрта пирĕн писательсем иртнĕ саманасем çинчен çав териех хавхаланса çырни кирлех-ши?

Чăваш литературишĕн вăл паян кăна хусканнă ыйту мар. Ăна, акă, вăтăрмĕш çулсен пуçламăшĕнче пит сӳтсе яватчĕç. Вулакансем те, критиксем те хĕрсе калаçатчĕç. Ун пирки С. Элкер, хăйĕн «Хĕн-хур айĕнче» поэмине пуçласа уйрăм кĕнекен кăларнă май, çапла каласа çырнăччĕ: «Социализм строительстви çултан çул çĕнĕ çитĕнӳсем, пысăкран пысăк çĕнтерӳсем тăвать. Совет ĕç халăхĕ, рабочи класпа унăн партийĕ пуçарса пынипе, тĕрлĕрен йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса, çĕнĕ тĕнче никĕсне çирĕплетет. Паллах, çакăн пек хĕрӳллĕ саманара поэтсемпе писательсен те куç умĕнче пулакан çитĕнӳсемпе çĕнтерӳсем çинчен çутатса пымалла. Хальхи вăхăтра ĕлĕкхи хĕн-хурлă пурнăç çинчен историлле поэмăсем çырса ларни килĕшмест те пек. — Мĕнле усă кӳме пултарĕ чăваш литературине хальхи вăхăтра ĕлĕкхи пурнăç çинчен çырса пани? Пире хальхи çинчен тата çитес çута пурнăç çинчен çырни кирлĕ, — тейĕç хăш-пĕрисем. Ун пирки эпĕ çакна калатăп: социализмла пурнăç тунă чухнехи хĕрӳллĕ тапхăрта та ĕлĕкхи классен кĕрешĕвĕ çинчен пĕлни, пуянсем чухăнсене епле тискеррĕн пусмăрласа пурăнни çинчен пĕлсе тăни — пире пĕр усăран пуçне нимĕнле сиен те кӳрес çук. Ĕмĕрсем тăршшĕнче пурнăç мĕнле улшăннине пĕлес тесен тата вăл мĕн чухлĕ малалла кайнине курас тесен, иртнипе хальхине илсе пахаламалла…» (Элкер. «Хĕн-хур айĕнче…» Автортан. Мускав, 1931 ç.).

Малалла

■ Страницăсем: 1... 35 36 37 38 39 40 41 42 43 ... 796