Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Кайăк тусĕПепке çуралсан...Чипер АннаТантăшсемТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемВĕлле хурчĕ — ылтăн хуртВăхăт таппи

Пурăнар-и юратса


Пур кăмăлтан тăватпăр та ĕçе,

Кану кунне ма савăк тăвас мар.

Хальччен курман телейлĕ пурнăçне

Ма юрăра хавассăн мухтас мар?!

 

Кĕрекере тус-тантăш куç тулли,

Ĕçчен туссемшĕн чунăм савăнать.

Сим пыл курки сипетлĕ, чăп тулли,

Алран-алла çӳрет вăл — çаврăнать.

 

Юрлар, ай, тăвансем, пĕрле юрлар,

Кĕрекене ярар-и янратса.

Юррăмăрпа чĕре варне юлар,

Кайран пире ас илччĕр мухтаса.

 

Ĕçсе çиер тату, сăпай пулар,

Чыса упрар ялан çӳлте тытса.

Савар, ыр çыннăмсем, чунтан савар, —

Пĕрне-пĕри пурнар хыт юратса.

Эпĕ юр пĕрчи пултăм


Пĕррехинче вăрмана уçăлма кайрăм. Юр çума пуçларĕ, «шурă мамăк» пĕрчисем ӳкеççĕ те ӳкеççĕ. Пĕри алăри сылтăм пӳрне çинех вĕçсе анчĕ, еплерех хитрескер, çав тери юратмаллискер. Пăхрăм-пăхрăм та, хамăн та çак юр пĕрчи пек пулас килсе кайрĕ. Хĕл мучи патне хăнана кайăттăм, ăна пулăшăттăм, юр пĕрчи пулас килни пирки пĕлтерĕттĕм, хитре те илемлĕ, çак юр пĕрчи килни пирки пекех. Çапла шутласа ĕлкĕртĕм çеç, Кермен умĕнче тăра паратăп. Хĕл мучи тухрĕ те мана хăй керменне кĕме чĕнчĕ. Кĕтĕм. Пӳлĕмĕ питĕ хитре, мĕнпур япали пăртан, йăлтăртатать, çуталать.

Шăпах çапла Хĕл мучи патĕнче пурăнма пуçларăм, апат та пĕçерсе паратăп, вырăн та тирпейлетĕп. Кăштахран вăл малашнехи ĕмĕт пирки ыйтрĕ.

— Манăн юр пĕрчи пулса вĕçес килет, — терĕм эпĕ.

— Эсĕ каланă пек пултăр!

Мана урама илсе тухрĕ те эпĕ хам пĕчĕкленнине сисрĕм, пĕчĕкленнĕçемĕн пĕчĕкленсе пыратăп, юр пĕрчи пысăкăш çеç тăрса юлтăм. Тав тума та ĕлкĕреймерĕм, вăйлă çил тухрĕ те мана вĕçтере пуçларĕ. Вĕçетĕп-çаврăнатăп, ытти юр пĕрчисемпе çапăнатăп, çапах вĕçетĕп. Вĕçе-вĕçе тăван киле çитрĕм. Кушак пӳрте чупса кĕретчĕ, шăпах ун хӳри çине ӳкрĕм, вăл нимĕн те сисмерĕ, малалла чупса кайрĕ. Хаяр йытă сăмси çине лартăм та, сăмсинчен чĕпĕтсе илтĕм, ыратнипе нăйкăшсах ячĕ, урипе хыçса илчĕ.

Малалла

Чăваш хĕрĕсене


Сире шур кĕпепе çӳренĕрен

Шур акăшсем

Тесе каланă пулĕ чăвашсем.

Пит-куçăр шурăм пуçĕ пек кĕрен.

Шурăм пуçпех ĕçе, тен, кĕнĕрен?

 

Сире юрра-сăвва юратнăран

Сар кайăксем

Тесе ят панă пулĕ каччăсем.

Сассăрсене илтсессĕн катаран,

Саламлăн пуç таять кăтра вăрман.

 

Эсир тухсассăн Атăл хĕррине

Яш хăвасем

Тесе мухтаççĕ шурă сухалсем.

Кимме ларса хумсен шух юррине

Эсир илетĕр хăвăр чĕрене.

 

Эсир тĕлĕнтеретĕр тĕрĕпе.

Чĕр чечексем

Тесе калаççĕ юратса çынсем.

Саппун арки илемлĕ тĕсĕпе,

Чăваш пирĕштисем — ыр ĕçĕпе.

 

Эсир каç-каç тухсассăн уй-хире

Çут çăлтăрсем

Тесе сăнаççĕ савнă тусăрсем.

Хĕвел патне вĕçен ĕмĕтĕре

Пур халăха кăтартрăр тĕнчере.

 

Сире курсассăн Атăл хĕрринче

Йăмăкăмсем

Тесе çӳретĕп чуп тăвас тесе.

Телей вăл — хăвăр халĕ çĕр çинче.

Ан ютшăнăр нихçан пĕр-пĕринчен.

Эпĕ — халăх умĕнче...


Тӳснĕ, чăтнă, курнă çав

Тутлине те, йӳççине те.

Тем тесен те пурнăçа

Ырлăх-сывлăх çеç çĕнетĕ.

 

«Çĕнетӳ!» тесе тепри

Кăкăра çапмашкăн чĕрĕ.

Ăшĕнче вара çĕпри

Курайманлăхпа çеç хĕрĕ.

 

Çумласан та анана,

Юлкалать пиçен тымарĕ.

Пачĕ çын сăмах — ăна

Халăх умĕнче тытмарĕ.

 

Акă кам вăл — тал пиçен! —

Ыр чечек пек курăнасшăн:

Эс хуран вăй-хал — пиçен! —

Янтăпа вăл пурăнасшăн.

 

Пурăнасшăн хăйшĕн çех —

Куçĕ выçă харам пырăн.

Шухăшлать-ха ăшĕнче:

«Ман пата çитеймĕç ыррăн».

 

Тĕнче тĕрлĕ тенĕрен

Хăраса никам ан лартăр:

Çуралаймăн çĕнĕрен —

Чун-чĕре вут-хĕм кăлартăр!

 

Халăх пурнăçне асран

Кăларан этем — этем-и?!

Ӳкнĕ-тайăлнă ăсран,

Тĕрĕсех тĕк: вăл йӳтенĕ.

 

Ун пеккин тымар типет,

Çимĕçне вил хурчĕ ернĕ:

Пыраймасть сĕткен-сипет, —

Вăл ăна хăех пĕтернĕ.

 

Çавăнпа та кĕрешӳ

Ырлăх-сывлăхшăн пулсассăн, —

Малалла

Хурлăхан


Хурлăхан тесе сана чĕнеççĕ.

Тусăм, мĕншĕн эсĕ хурланан?

Хурлăхан çырли, çу кучченеçĕ,

Шутсăрах сĕтеклĕ, ху куран.

 

Çӳç хуришĕн, тен, çапла чĕнеççĕ.

Пурпĕрех эс савăнса юрла.

Хурлăхан çырли, пурте пĕлеççĕ,

Пуринчен те хаклăрах çырла.

 

Куç хуришĕн, тен, çапла чĕнеççĕ.

Пурпĕрех тинкер эс инçене.

Хурлăхан — вĕçев апачĕ теççĕ.

Вăй кӳрет вăл космонавтсене.

 

Туратсем садра кăçал та усăк.

Ăнса пулчĕ, курăр, хурлăхан.

Хурлăхан тесе чĕннишĕн, тусăм,

Хурланмастăн эсĕ — савăнан.

Эс килен те...


Куртăм та сана, савниçĕм,

Чун пуçларĕ ăшăнма.

Эс каллех уяв пек çиçĕн,

Çутăн манăн ăшăма.

Кăмăлăм папка кăларĕ,

Çулçă хушĕ чун-хавал.

Юрату, шевле-кăварăм,

Ан хавша та ан çухал.

 

Эс пулмарăн — йывăр çул,

Терт хӳми те хăтсăр çӳллĕ,

Кăкăрта вĕрет куççуль,

Çын курман арçын куççулĕ.

Ак уçан кил хапхине, —

Çил шăпах, каллех кун лайăх.

Сăвă хурăнĕ çине

Пăр-р! вĕçсе анать сар кайăк.

Эпĕ асамçă пулас пулсан...


...Эпĕ асаннене пулăшăттăм. Ирех тăрăп та асамçă пулса кăмака хутса кăларăп, ĕнепе сурăхсене шăварăп, шыв та пӳрте хăех кĕрĕ. Эх, асаннеçĕм еплерех хĕпĕртенĕ пулĕччĕ!

Март уявĕ — хĕрарăмсен уявĕ çитет. Асаннене мĕн парнелес-ши? Хам ăшра: «чечек çыххи», — тесе çеç калама ĕлкĕртĕм — алăра чечек çыххи. Еплерех хитре чечек çыххи! Чечеке хăвăртрах чӳрече анине лартрăм, асанне ан куртăр тесе, карăпа картларăм. Çĕрле вăйлă çил тапранчĕ. Чӳречерен пăхрăм та, курах кайрăм — Юр пике манăн чечек çыххине илсе те тарнă, кĕçех вăл куçран çухалчĕ. Эпĕ те хăвăртрах çуна çине лартрăм та Юр пике хыççăн вĕçтертĕм. Çĕрĕпе хăваларăм, хам та сисмен, çывăрса кайнă. Ир çинче вăрантăм. Пăхатăп, эпĕ кермен умĕнче тăратăп. Кермене кĕтĕм. Зал варринче Юр пике ларать. Хăрасси те пулчĕ-ха, анчах та ытла хытах мар. «Сывă-и, хĕрача!» — сывлăх сунчĕ вăл мана. «Сывлăх сунатăп». «Эпĕ эсĕ мĕн шыраса килнине пĕлетĕп. Манăн тупмалли юмахсем тупсăмне пĕлсессĕн сана киле яратăп, пĕлеймесен — хăвах айăплă».

Эпĕ мĕн пур тупмалли юмаха пĕлтĕм. «Эпĕ эсĕ çав тери тăнлă пулнине пĕлмен», — тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ Юр пике. Вăл мана чечеке тавăрса пачĕ, çав самантрах эпĕ киле çитсе те тăтăм. Асанне мана курсан савăнсах кайрĕ. Эпĕ ăна хитре чечек çыххи парнелерĕм!

Утса тухрăм тарăн çырма хĕррине...


Утса тухрăм тарăн çырма хĕррине,

Эп ӳкертĕм савнă тусăн çĕррине:

Ах, çĕрри ылтăнччĕ,

алран тухса ывтăнчĕ.

 

Пырса лартăм ват юман çумне пĕччен,

шухăшларăм ирхи сывлăм ӳкиччен:

ĕмĕр çулĕ такăр мар,

тĕл пулать тем чухлĕ вар.

Эгоист


Хăйне çеç юратан çынпа ан тупăш —

кураймăн эсĕ ун ăшне кĕрсе.

Ăна хăйне çĕклен мăнаçлă шухăш

мĕнпур енчен-çке илнĕ питĕрсе.

 

Тек сӳтĕлет кунсен черчен чĕркемĕ,

ун ĕмĕрне пăхсассăн çавăрса.

Тăм тивнĕ чечекле вăл лӳчĕркеннĕ

пĕчченлĕх сиввипе типсе, хăрса.

 

Умри сĕтелĕ тӳлăх, пыллă-çуллă

пулсассăн тин вăл тупнă телее.

Анчах та пурнăç ăсĕ тавçăруллă,

хăй сăмахне кайран калать чее.

 

Эгоиста таçтан та эсĕ паллăн:

иртет вăл пурнăç тĕпелне хуçан.

Сас пачĕ пурнăç:

— Сан пекки сахал-им?

Халь телейӳн вăрттăнлăхне уçам.

 

Кăтартрĕ тĕллесе пĕр кĕтесе

(пĕри унта пĕркенчĕкпе ларатчĕ);

— Ку — санăн телейӳччĕ. Хыпарлатчĕ:

ма йышăнмăн ăна эс кин тесе?

 

Пĕркенчĕке сирет те шарламасăр,

йӳтенĕ карчăк курăнса каять.

— Телей-и ку? — тет эгоист шанмасăр, —

Ку — карчăк вĕт! Унпа çухалĕ ят.

 

Унпа епле ман пурăнас-ха нишлĕн? —

тет эгоиос. — Эх, пурнăç, лар та йĕр.

Малалла

Ырă ăмсану


Калаçура час-час çакна илтетпĕр:

пулать хура та шурă ăмсану.

Хура тĕсе мĕн ачаран сивлетпĕр,

шурри вара — тасалăх, вăтану.

 

Шур кĕпепе çӳрен çынра тасалăх

е кăмăллă тирпейлĕх çеç курса,

хисеплĕн пус тайса паратпăр алă —

анчах çӳрет леш вĕчĕ çеç хурса.

 

Кайран калатпăр: чунĕпе хура вăл!

Тус-йышĕ тахçанах çак çĕлене

асăрхаса хак панă: «Пилсĕр явăл!»

Кăтартнă пурнăç унăн чăн сăнне.

 

Апла пулсан, ăмсанăвĕ хура ун:

сăн-пичĕпе çеç капăр манекен!

Суя илемпеле куçа юраймăн —

çур пус тăман çынсен ретне лексен.

 

Шур ăмсану!.. Ку чăвашла та мар-тăр?

Тен, ырă ăмсану калас сăмах

тĕлне килет? Чĕлхеçĕ, ах, каçартăр:

чăваш хуранĕнче кун пек çăмах

 

çуккишĕн вăл пултарĕ хăтăрмашкăн.

Анчах калас тени-çке хĕтĕртет

хитре эпитет чечекне татмашкăн —

мана вăл хĕр кулли пек илĕртет.

 

Ыр ăмсану! Эс шурă-и е симĕс?

Хурасăр пуçсăр, пур тĕсе илсе,

Малалла

■ Страницăсем: 1... 560 561 562 563 564 565 566 567 568 ... 796