Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Павел Васильева
Пуç ухса хуллен кĕçенчĕ
Чипер утăм, çӳрен ут.
Куçĕпе мана вăл сĕнчĕ:
«Йĕнерле те чĕлпĕр тыт!»
Ма, çӳренĕм, кĕçенетĕн,
Мĕн ыйтатăн тулхăрса?
Утă-сĕлĕ çитерем-и,
Шăварам-и шăхăрса?
Çилхӳне пĕр çивĕтлем-и:
Пурçăн лентăсем ярса?
Йĕнерле те вĕçтерем-и
Таканна вут хыптарса?
Урхамахăм, çилçунатăм!
Эп каяп инçе-инçе,
Пуç ухса мана ăсатăн,
Кĕтсе илĕн кĕçенсе.
Эп кайсан салху ан пул эс,
Ан кăшла çăварлăхна.
Илĕртӳллĕн кĕçенсе çеç
Чĕтрентер тавралăха.
Такăнмасăр, пуç усмасăр
Тух мала ака туйра.
Ут кĕтӳ уя тухсассăн,
Тутлă курăк çи уйра.
Çилхӳне çил ачашлатăр
Пăшăлтаттăр хăлхаран,
Хуçуна аса илтертĕр
Тунсăхланă хушăра.
Сарăлать ем-ешĕл улăх
Энĕш шывĕ хĕррипе.
Ун çаранĕ шыв пек тулăх,
Хумханать çил вĕрнипе.
Катаран куçа çиеççĕ
Ытарма çук чечексем.
Вĕсене татса килеççĕ
Пуç кăшăль тума хĕрсем.
Кăшшин-кашшин, янкăс саслăн,
Илтĕнет çава сасси.
Каччăпа хĕр ăмăртаççĕ, —
Хыçалта ĕнтĕ каччи!
Çивĕтне вĕлт ывăтать хĕр,
Ах чипер-çке куçĕсем!
Юратмасăр мĕнле тӳсчĕр
Çулăм чунлă каччăсем!..
Васкатать хĕрсех пĕр йĕкĕт
Çулакан машинăна.
Юрату та çĕнĕ ĕмĕт
Тыткăнланă каччăна.
Ав, лере сип-симĕс утă
Тавăрать пĕр ушкăн хĕр.
Чунĕсем хаваслă, çутă.
Ма тесен — пуян-çке çĕр!
Юлташăмпа çул çӳреве кайма шутларăмăр. Галя тусăм мана кукамăшĕ тĕнче хĕрринче кермен пурри пирки пĕлтернине каласа пачĕ. Çав керменте пурăнакансем вилмеççĕ-мĕн.
Ир çинче карап çине лартăмăр та çул çӳреве тухрăмăр. Кайсан-кайсан пĕр хулана çитрĕмĕр. Çак хула майри питĕ савăнчĕ, пире чаплă хăналарĕ, çывăрма вырăн сарса пачĕ. Ир çинче вăл пире хăйĕн çĕр шывĕнче хăварасшăн пулчĕ.
— Эпĕ тĕрĕ тĕрлеме юрататăп, йĕпсем пĕтсе çитсен эпĕ вилетĕп, — терĕ вăл. Эпир юлма килĕшмерĕмĕр. Вăл пире асамлă патак парнелерĕ. Унччен те пулманччĕ, эпир тĕнче хĕрне çитсе тăтăмăр, кермен куртăмăр. Пире кермене кĕртрĕç. Патшана йăлтах каласа патăмăр. Вăл пире: «Эсир хăвăр шыранине тупнă», — терĕ. Çав тери хĕпĕртенипе вăранса та кайнă! Галя тусăма каласа патăм тĕлĕке, вăл та питĕ хĕпĕртерĕ.
К.Юлдашева
Çулçăсем вĕçсе ӳкеççĕ
Кантăкран сĕтел çине,
Ман килте паян, пиччеçĕм.
Эс ларан кĕрекене.
Чăвашра, эппин, тутарăм,
Эс те пул-ха чăвашла:
Алтăрпа сăра тытар-и,
Япăх мар пирте хăмла.
Чей вара — тутар йăли вăл,
Хам сăйланнă сахал мар.
Чашкăртăр мулла пек кивĕ
Çутă хырăм — сăмавар.
Эп «Урман кăзне» итлесшĕн —
Хисеп ту-ха ман çурта!..
Çул çине юрлар, иптешĕм:
«Чăт-чăт, хăта, чăт, хăта».
Туспăхшăн сăра чашлатăр,
Тыт-ха, пирĕн хурăнташ!
Ман кĕрекере янратăр
Çеçпĕлпе пĕрле Такташ.
Шап-шурă лантăш.
Шурă çĕмĕрт.
Сирень чечекĕ кĕп-кĕрен.
Çурхи каçра çиçсессĕн ĕмĕт,
Ăçтан киле васкав кĕрен?
Вун çиччĕри çап-çамрăк хĕршĕн
Ытла асамлă çут тĕнче.
Утма тăрать —
пӳрте кĕресшĕн,
Чарнать шур çĕмĕрт умĕнче.
Пĕччен куккук таçта сас панăн
Кĕç туйăнать. Чăнах автать!
Хĕр чĕрине илем капланнă,
Тем кĕтнĕн вăл кăлт-кăлт тапать.
Утать те хĕр, аран хăйса пек
Сирень çине ӳкет алли.
Ӳсет чун тунсăхĕ, асапĕ...
Сирень турачĕ кам валли?!
Каччă хĕре: атя, çул май-и? —
Тесе тытас тăк аллинчен,
Ăна никам çăлса çăлаймĕ:
Хĕр чунĕ — пĕлĕт тӳпинче!
Аслатин çухалĕ те кĕрлевĕ,
Савăнтарĕ сывлăш тасални.
Юрату çав авăк кĕрлев евĕр
Çынсенче çĕн туйăм хускални.
Юрату — чунсен таса кăварĕ,
Юрату — садсем чечек çурни.
Юратма кăвар чунсем пултарĕç,
Вучĕ пулмин çеç çуни-çунми.
Юрату асап-инкек те ярĕ, —
Туйăмпа ан пултăр выляни.
Ĕмĕре ултав хуçса хăварĕ,
Çавă пулĕ туслăх аманни.
Юрату вăл — юратма пĕлсессĕн,
Юрату вăл — ĕмĕрлĕх савсан,
Юратушăн шанчăклă пул эсĕ,
Юратмашкăн ăраскал пур сан.
Юратсассăн ĕçлеме те çăмăл,
Ывăнми сиксе юрлать чĕре.
Юратсассăн çутă, çутă кăмăл,
Чи телейлĕ çын эс тĕнчере.
Чыслăха хыт упрăр, ан çухатăр.
Çирĕп пăхăр пурнăç тӳпине.
Нарспипе Сетнер пек хыт юратăр,
Мухтама поэчĕ тупăнех!
Пĕррехинче эпĕ вăрмана чăрăш касма кайрăм. Пăхатăп та, ман умран кайăк вĕçсе кайрĕ, хыççăнах хут ӳкрĕ. Унта çапла çырнă: «Малтан тӳрĕ кай, унтан сулахаялла пăрăн. Унта пысăк юман пур, çав юман çинче çип çакăнса тăрать, çав çипрен турт». Кайăк каланă çулпа утрăм та юман патне çитсе тухрăм, çипрен туртрăм. Каллех ман çине хут ӳкрĕ. Унта çапла çырнă: «Хĕл Мучине кĕт, вăл сан пата килет, эсĕ ăна сăвă каласа пама ан ман, ăна пулăш».
Нумай та вăхăт иртмерĕ, Хĕл Мучи çитрĕ тăчĕ. «Эсĕ Наташа-и?» — тет. Эпĕ хăрасах кайрăм, анчах та çухалса каймарăм, ăна сывлăх сунтăм. Кайран сăвă каласа патăм, унтан унăн кутамккине йăтма пулăшрăм. Эпир пĕр пысăк кермене çитрĕмĕр. Хĕл Мучи: «Эпĕ халех килетĕп, кăштах кĕт», - терĕ те пӳртрен тухса кайрĕ.
Пӳртре пăхкаларăм, кăштах таса мар, эпĕ шăпăр илтĕм те Хĕл Мучин пӳртне тирпейлерĕм, апат та пĕçерсе лартрăм.
Часах Хĕл Мучи çитсе те кĕчĕ. «Ах, тутлă апат шăрши кĕрет». — терĕ, хывăнчĕ те сĕтел хушшине ларчĕ. Эп пĕçернĕ апата мухта-мухта çиет. Апат хыççăн Хĕл Мучи манран: «Мĕн кирлĕ сана, хĕр пĕрчи, мĕн ыйтатăн, пурне те пурнăçлăп».
Манăн шоколад астивсе тата кăштах канхвет-пĕремĕк те тутанса пăхас килетчĕ. Хам шухăшсене пĕлтертĕм çеç, ман ума канхфет-пĕремĕк пысăк хутаççи тухса та ларчĕ. «Тавтапуç, Хĕл Мучи», — терĕм чунтан савăнса. Хĕл Мучи мана лаша кӳлсе пачĕ, лав çинче тем пысăкăш чăрăш, вĕçтертĕмĕр çеç килелле, хĕпĕртенипе пĕр чарăнми юрлатăп.
Малалла
Санпа тĕл пулнă вăхăтра
Мĕн-ма хаваслă ман чĕре?
Санпа калаçнă вăхăтра
Туятăп эп çурхи ире.
Санпа çӳренĕ вăхăтра
Урам хитре, тӳпе таса.
Санпа ташланă вăхăтра
Лĕп çил вĕрет пире савса.
Санпа юрланă вăхăтра
Пире итлет уй-хир, вăрман...
Санпа ĕçленĕ вăхăтра
Нихçан та ывăнса курман.
Санпа тĕл пулнă вăхăтра
Чуна кĕрет хĕвел шевли.
Санпа çӳренĕ вăхăтра
Эп тĕнчере чи телейли!
Пĕчченех ирех каçатăп
Атăл урлă йăлăма.
Авăтать куккук — пачах та
Кирлĕ мар-мĕн йăлăнма...
Тем каласшăн, пĕлтересшĕн
Авăтать чăпар куккук.
Тен, мана вăл систересшĕн:
Çумăмра савнийĕм çук.
Систерчех çав — чун аманчĕ:
Çулăм хыпрĕ чĕреме.
Мĕнешкел пире аванччĕ
Алла-аллăн çӳреме!
Паянхи пекех чеченччĕ
Çак тавралăх, çак ĕшне.
Хĕр валли парне — чечекчĕ:
Суйласа татас хăшне?
— Чечек пек хитре эс ху та,
Хăшĕ килĕшет — суйла, —
Теттĕм те — сăн-пичĕ çуттăн
Ялкăшатчĕ çăлтăрла.
Тиркемерĕ, хурламарĕ
Эп тыттарнă чечеке.
Вăхăт иртрĕ — хурлăх мар-и? —
Тусăм çĕтрĕ йĕп пекех.
Эп чечек суйларăм уншăн,
Вăл суйларĕ теприне...
Ман инкек мĕнех куккукшăн?! —
Авăтать çине-çинех.
Шутламан та, тĕлленмен те
Тухасса эп манăçа.
Халь çунатăп, кĕлленетĕп —
Йăлт çухатрăм канăçа.
Çавăнпа ирех каçатăп
Малалла
Митта Ваçлейне асăнса
«Пуç янисен юрри», «Элеги».
Семенов Тайăр-и е ху...
Сана та касрĕ çын элекĕ,
Пĕрех манмарĕ халăху.
Тăван чĕлхен таса хĕлхемĕ, —
Вăл — Çеçпĕлте, вăл — Тайăрта...
Татах çĕкленчĕ ун илемĕ
Хăйпе илсессĕн сан ятна.
«Хĕн-хурлă пултару саманчĕ,
Ăна пĕлмен поэт — айван», —
Тесе чун тарĕпе çырсаччĕ,
Калла килсессĕн аякран.
Тухмарăн эс уксах-чăлахăн
Поэзин аслă пуссине.
Шырарăн вутлă чăн сăмахăн
Асамлă, иксĕлми вăйне.
Ăста тăлмаччĕ — пултараттăн, —
Куçартăн Горький романне.
Эс Пушкинпа та çывăхлатрăн
Тăван чĕлхемĕр техĕмне.
Асрах-ха сан «Малашлăх маршĕ», —
Чĕнет, хистет янравлă сас.
Ăна пĕлет тус, кӳршĕ-аршă,
Ăна кашни илтме хавас.
«Пин юрăран пĕри... юлайтăр», —
Тени пулмарĕ кăлăхах.
Сăпай поэтшăн курнăç ют вăл,
Чăн пултару анчах паха!
■ Страницăсем: 1... 559 560 561 562 563 564 565 566 567 ... 796
|
Шухăшсем
Хĕвел пăх, хĕвел пăх, ачу шыва кайнă...
I noticed that your chuvash...
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...