Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Чăваш хăйне хăй пĕр патша.
Ку — мăн кăмăллăх.
Мухтанчăклăх мар.
Çак шухăша
Хывса ăша
Пăхатăп малаша...
Чăл-пар
Çавăнпа саланмасть манăн халăх, —
Чăмăртаннă вăл çирĕп, яланлăх.
Ырă çынсемшĕн ун хатĕр юр-вар,
Чĕрере упранать тăванлăх.
Ĕмĕрсем урлă хăй чĕлхине,
Юррине,
Тĕррине,
Сăпайлăхне,
Ĕçченлĕхне
Çак тарана çитернĕ, сыхланă.
Ăна хуптĕрленĕ, аркатнă,
Вăл — аталаннă.
Ахальтен-и чăваш —
Улăпсен йăхĕнчен?!
Çавăнпа чăваша хисеплет пур тĕнче.
Вăтăрсан та — эпир çухалман,
Пусмăрта та кашни пухнă пурлăх.
Вăй-хал илнĕ тăван Атăлран,
Пусарайман нуша-хурлăх.
Чăваш янă пит тарăн тымар,
Çавăнпа хунасах тăратпăр.
Пире пĕр халăх та, пĕлĕр, ют мар,
Сăмах панă тăк — çирĕп тытатпăр.
Чăваш хăйне хăй пĕр патша...
Çак каларăша
Хамăр чун варринче сыхлатпăр.
Каласа пар, эппин, каласа пар,
Килĕштеретĕп сан калаçăвна.
Анчах та эсĕ хирĕç пăхса лар,
Курам эп сан
Пĕр ним суйман куçна.
Хĕр чух епле пуяни ума тухать:
Чупнах пуль тетĕп каччăсем хыçран.
Тĕрĕлеме кайсассăн улаха,
Пĕри хăпмасăр ларнă сан çумра.
Кайран — Шупашкарти институтра.
Мĕн чухлĕ тӳснĕ хырăм выççине?
Салтак çыру çыратчĕ вăрçăран,
Ыйтатчĕ упрамашкăн чун хĕмне.
Вăрçи, ай, никама та шеллемест:
Пуçне хурать вăл Одер хĕрринче.
Турри пӳрмен ăна киле килме, —
Выртать салтак ютри çĕр айĕнче.
Куççуль юхса анать пит тăрăх сан, —
Юратнине мĕскершĕн пытарас?
...Кайран, вăрçă иртсен,
Качча тухсан
Эс пăхнă сусăрланнă мăшăра.
Хĕр ĕмĕрне
Ахаль ĕмĕрлемен.
Мăнукусен ачийĕсем те пур.
Пуçу çине ӳкнĕ пулсан та юр,
Этем ăшши упраннă сан,
Пĕтмен.
«Нуши мĕскершĕн хăвалать хыçран?»
Тесе илсен те эсĕ хăш-пĕр чух,
Сана ятлаçнине
Малалла
Эпĕ Таяпа Энтри ялĕнче пурăнатăп. Пирĕн ял питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Вăл Таябинка ятлă пĕчĕк шыв хĕрринче ларать, район центрĕпе юнашарах, аслă çултан та инçе мар. Ялăн виçĕ енче фермăсемччĕ, кăнтăр енче колхоз сачĕ пулнă. Сада Муçей ятлă çын чĕртнĕ. Вăрçă хыççăнхи çулсенче вăл районта чи вăйлă сад шутланнă. Халĕ ялта ишĕлме пуçланă клуб, унтан инçех мар икĕ лавкка тата пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкул çурчĕ сыхланса юлнă. Ферма çурчĕсене, йĕтеме салатса пĕтерчĕç, колхоз кĕлечĕсене вырăнти фермер туянса юлчĕ пулмалла. Ял çыннисен çурчĕсем хитре, чаплă. Юлашки çулсенче çынсем икĕ хутлă çуртсем тума тытăнчĕç. Яла пырса кĕрсенех вăл пуян пулни курнать.
Малалла эпĕ хамăн ял мĕнле пулса кайни çинчен çырса паратăп. Кĕçĕн Таяпара ĕлĕк авал Янаш бабай ятлă çын пурăннă. Вăл вăкăрсемпе ĕнесем усранă. Пĕррехинче Янаш бабайăн вăрманта выльăхĕсем çухалнă. Çав вăхăтра пирĕн тăрăхра чăтлăх вăрмансем пулнă. Çав выльăхсене шырама Янаш бабай Энтри ывăлне янă. Энтри юланутпа кайнă. Çӳресен-çӳресен вăл шыв хĕррине аннă та унта выльăхсен йĕрĕсене асăрханă. Йĕрĕсем тăрăх кайса выльăхĕсене тупать Энтри. Вĕсем чуллă çыран хĕрринче канса выртнă. Çумĕнче Таябинка юханшыв юхса выртнă. Унăн шăнкăр-шăнкăр сасси таçтанах илтĕннĕ. Чулсем çийĕн юхакан шыв тăп-тăрă пулнă. Юханшыв ĕлĕк хальхи пек тӳрĕ çулпа юхман, çыранĕсем кукăр-макăр пулнă. Çыранĕсем пĕр енчен ишĕлсе, тепĕр енчен вара чулланса якалса пынă. Çав вырăнта вара халĕ Йăлăмкас вырнаçнă. Ишĕлсе пыракан çĕрте халĕ Тукас вырнаçнă. Энтрине çак вырăн питĕ килĕшсе кайнă. Выльăхĕсене пуçтарса каять те ашшĕ патне, çак вырăн çинчен каласа парать. Янаш бабай та интересленсе каять те çав вырăна Энтрипе пĕрле кайса пăхать. Янаш бабая та килĕшсе каять çак вырăн. Йĕри-тавра вăрман, пысăк уçланкă, шыв та пур.
Малалла
Мала утма, çĕн ӳсĕмсем тума
хистет пире аталану саккунĕ.
Тăван çĕршывăн сар хĕвеллĕ кунĕ
хушать янравлă йĕркесем тупма.
Тупайăп-и? Иккĕленмесĕр калăп:
тупатăпах. Çунатлă шухăшсен
ытамĕнчен сире паратăп алă:
эй, тытăр! Тен, ĕненмĕç-и хăшсем?
Ман ĕненӳ çуралнă нишлĕ сассăр,
Çук, сиктермен ăна эп утьăкка.
Çиçсе выртман çул-йĕрĕм яп-яка —
çухатусем те тӳснĕ пуç усмасăр.
Ан тив, хам утăм сассине, туссем,
кашни йĕрке пусăмĕнче илтем.
«Тĕпче шыра!» — тесе мана лăпканă
кĕнекесем те аслă юлташсем.
Кунçул пайтах ман ăрăва лăсканă —
пулман эпир тӳр пилĕклĕ яшсем.
Вара çуралнă пирĕнте шыравçă
пĕлӳлĕх ахахне тупса утма.
Класра ялан йĕтем çинчи пек шавччĕ...
Тепри çакна, тен, маннă, астумасть?
«Айван!» — тесе, ун пеккине шеллетĕп,
пăталанса вăл ларнă пуканпа.
Вăл тĕл пулсан та каçăр пăхĕ тетĕп,
калаçмĕ шăкăл-шăкăл сăмахпа.
Шырать вăл ĕмĕр тăршшĕпех пукан,
чĕлхе пĕлсен, леш ыйтĕччĕ: «Ку кам?»
Куç умĕнчех Тăван çĕршыв тĕрекĕ
ӳссе пыни — йăлт килнĕ хамăртан.
Çак çĕнелӳ пĕлтерĕшне пĕрре те
манассăм çук: вăл тухмĕ асăмран.
Эпир те халь çеç ешĕлччĕ калча пек:
хăçан-ши пучахлантăмăр? Кунта
пуçа ватса, ма шухăшлас-ха япăх?
Çĕн пурнăç калчисем сан аллунта.
Аталану саккунĕ — ак ăçта вăл
тĕп вăрттăнлăх: хăйне пăхăнтарса
çынна, çĕре улăштарма ăста вăл:
лăпланмĕ чарăну палли лартса.
Пăхăнмасан, хăвна та чĕрĕллех
пытарăн эсĕ ун саккунĕпех.
Пӳлер хулинче Кĕçĕн Тăван хула хуралĕнче службăра тăнă. Хулан çурçĕр хĕвел тухăç енче Кĕçĕн Çарăмсан шывĕ юхса выртнă.
Пĕр çулхине Пӳлер çыннисемшĕн йывăр кунсем пуçланнă. Хулана тăшмансем çавăрса илнĕ. Вĕсем ним хĕрхенмесĕр аркатнă, çунтарнă, вĕлернĕ. Çав вăхăтра Кĕçĕн Тăван хуралта пулнă. Вăл Пӳлер çыннисем тăшмана çĕнтереймессе ăнланнă. Тăшмансем Пӳлер çыннисенчен чылай вăйлăрах, йышлăрах пулнă. Çавăнпа хуларан тухса тарсан çеç хăтăлма май пулнă. Хула хуралĕнчи çынсенчен нумайăшĕ вилнĕ, тарма пултараканнисем çеç хăтăлса юлнă.
Хăтăлнисенчен шутĕнче Кĕçĕн Тăван пулнă. Вăл пытанкаласа хула хĕрринче вырнаçнă килне чупса çитет. Арăмне хулара мĕн пулса иртнине кĕскен каласа парать те пиччĕшĕ патне чуптарать.
— Пысăк Тăван! Хулара тăшмансем. Вĕсем никама пăхмасăр вĕлереççĕ, аркатаççĕ, çунтараççĕ. Хăвăртрах пуçтарăнса кунтан тухса тармалла. Атăлăн хĕвеланăç енне тарар.
Тăвансем хăвăрт пуçтарăнса çула тухаççĕ. Хăйсемпе çимеллисем, тыр-пул илеççĕ, выльăх-чĕрлĕхне хăваласа каяççĕ. Тăван Пӳлер хули нумай çĕрте çулăмпах çуннă ĕнтĕ.
Атăл хĕрринче пурăнакан Ансар тутар пĕренесенчен сулă тума пулăшать. Вĕсене вăл çывăх тăванĕсем вырăнне хурсах ăсатса ярать.
Малалла
Эс каларăн-çке: "Саади
Чуп тăватчĕ кăкăртан".
Тăхтасем кăштах, юрать-и?
Эп те юлмăп-ха унран.
Эс каларăн: "Евфрат урлă
Кĕл чечек хĕртен хитре".
Пулмасассăн эпĕ юрлă,
Юррăм пулĕччĕ хивре.
Пĕр чечекĕ те ан юлтăр,
Йăлт касса эп пĕтерем, —
Нимĕн хӳхĕмрех ан пултăр
Шаганэ савниçĕмрен.
Нихăçан пулман халалăм,
Ун пирки ан ыйт ытла,
Эп поэт пулса çуралнă,
Чуп тăватăп поэтла.
Шаганэçĕм эс ман, Шаганэ!
Чунăмпа çурçĕртен пулнăран-ши,
Уй-хире мухтама хатĕр саншăн,
Уйăх айĕн ыраш юхнине.
Шаганэçĕм эс ман, Шаганэ.
Чунăмпа çурçĕртен пулнăран-ши,
Пысăкрах унта уйăх çĕр хут,
Шираз чаплă пулин те — вăл ют,
Хитререх Рязань хирĕ халь маншăн,
Чунăмпа çурçĕртен пулнăран-ши?
Уй-хире мухтама хатĕр саншăн,
Ырашран илтĕм эп çӳçĕме,
Эс ăна явала пӳрнеме,
Тĕлĕнместĕп пачах ыратманшăн.
Уй-хире мухтама хатĕр саншăн.
Уйăх айĕн ыраш юхнине
Кăтрам тăрăх тӳрех уйăрсамччĕ,
Шӳтлесем, савнă тусăм, кулсамччĕ,
Анчах эс ан вăрат иртнине,
Уйăх айĕн ыраш юхнине.
Шаганэçĕм эс ман, Шаганэ!
Çурçĕрте сарă хĕр пурччĕ манăн,
Унăн çутă сăнне епле манăн.
Вăл мана ас илет, ахăртне...
Шаганэçĕм эс ман, Шаганэ.
Эс, Ньютон, ăнкарма пултарнă
Çĕр туртăмĕн таса вăйне.
Яту сан вилĕмсĕр, хăпарнă
Яланлăх çӳл тӳпе шайне.
Хăçан-ши, камăн çут сăнарĕ
Виçме мел парĕ тĕнчене:
Юратăвăн таса кăварĕн
Асамлă туртăм хăватне?
■ Страницăсем: 1... 596 597 598 599 600 601 602 603 604 ... 796
|
Шухăшсем
I see that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...