Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

ТаркăнХĕрес хывнă хĕвелÇил-тăвăлĔмĕтсем, ĕмĕтсем...Сӳнми хĕлхемЙытă тĕлĕкĕПулать-çке пурнăçра

Савнă ялăм — тăван ял


Çуралнă ял кашни çыншăн паха. Таçта çитсен те вăл пирĕн асăмра юлать. Çĕрпӳ районĕнчи Вăрманкас ялĕ 18 ĕмĕрĕн çурринче пуçланса кайнă. Яла пуçласа яраканĕ Палли пулнă. Çавăн пирки халь те таврари çынсем яла Вăрманкас-Пайкилт теççĕ. Палли хăйĕн ывăлĕпе Шенер ялĕнчен çĕнĕ çĕре куçса пырса çак яла пуçласа янă. Ялĕ Енĕш шывĕн çӳллĕ сылтăм çыранĕ хĕрринче вырнаçнă. Вăл хăй вăхăтĕнче вăрман çумĕнче пулнă. Çак вăрман çинчен чăвашсен паллă писателĕ Кузьма Чулкаç хăйĕн юмахĕсенче çырса кăтартнă. Çирĕммĕш ĕмĕрĕн вăтăрмĕш-утмăлмĕш çулĕсенче çак ял Çĕрпӳ районĕнчи чи пысăк ялсенчен пĕри пулса тăнă. Унта 134 кил-хуçалăх пулнă, 800 çын ытла пурăннă.

Паянхи кун ял пуçласа яраканăн тата унăн ывăлĕсен ячĕпе чылай вырăнсен ячĕсем сыхланса юлнă,Палли вар, Çенкке вар, Тимушка çаранĕ, Югур шырланĕ, Ентри çăлĕ...

1933 çулта «Красный Путиловец» колхоз йĕркеленнĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланиччен те, вăрçă хыççăн та ялта икĕ лаша вити, ĕне, сысна, сурăх витисем, икĕ çил арманĕ, пĕр çăм таптармалли пулнă. Ял тавралăхĕнче улăх-çарансем йышлă пулнă. Пĕтĕм районĕпе шута илсен, Вăрманкас ялĕнче пуринчен те нумай утă çулса хатĕрленĕ. Вăрçă пуçлансан 90 ытла арçына, 8 ӳссе çитнĕ хĕре вăрçа илсе кайнă. Вĕсенчен çурри ытла Тăван çĕршывшăн хăйсен пуçĕсене хунă. Вăрçăран таврăннисен хушшинче орденсемпе нарградăланă çынсем сахал мар. Иванов М.И — «Слава» орденĕн 2 тата 3 степенĕсене, Тимофеев Т.Т — 3 степене тивĕçнĕ. Çавăн пекех К.В. Васильева 3 орденпа, Д.Т. Тимофеева 2 орденпа, 14 çынна «Хĕрлĕ çăлтăр» орденĕсемпе наградăланă. Ялта пĕр çын, пирĕн аслатте фашистла Германине тата Япун самурайĕсемпе çапăçнă.

Малалла

Çурхи тĕнче ыр кăмăллă...


Çурхи тĕнче ыр кăмăллă,

Хĕвел лăпкать пуçран.

Çавал юхать пит тăвăллăн,

Шавлать, хăпать пăртан.

 

Пăр кайнине сăнатăп эп

Чи çепĕç туйăмпа.

Ырри манпах юлсамччĕ теп,

Ютти — тасал пăрпа.

Чăваш çĕршывĕнче уявлă сас...


Чăваш çĕршывĕнче уявлă сас:

«Тĕнче уçлăхĕнче ентешĕмĕр!»

Ăçта кунта пуш кăмăлпа тăрас?

Ак ăçталла эпир çĕклентĕмĕр!

Нумай çулсем-çке иртрĕç унтанпа

мăнаçлă Атăл хумĕсем пек шавлăн.

Анчах çав кун халь пурăнать манпах,

чи чаплă кĕвĕ евĕр янăравлăн.

Вăл илтĕнсе килет те аякран,

хам ăрăва пăхатăп юратуллăн.

Калаçрĕ Николаев уçлăхран,

ик йĕркепе çӳрерĕм эп татуллăн:

«Тĕнче уçлăхĕнче чăваш сасси —

Çак мар-и Çеçпĕл кĕтнĕ Пуласси?»

Ĕç пӳлĕмне пăхатăп тиркешӳллĕн...


Ĕç пӳлĕмне пăхатăп тиркешӳллĕн,

йăлăхтарса çитсен, тарăхупа.

Шӳтлетĕп хам: манран, тен, пулĕ ӳлĕм

алла вĕрентнĕ сăнчăрти упа?

Ма пурăнар-ха, критик, хусканусăр?

Çуралтăр пирĕнте те çулçӳрен,

çĕршыв илемĕ йыхăртăр пӳртрен,

шанатăп: çул çинче эс пулмăн туссăр.

Санпа вăл çĕн кунсен поэчĕн шухă

чĕлхипеле хивре калаçасса

иккĕленместĕп: мĕн сиксе-ши тухĕ?

Анчах çакна калатăп ал çапсах:

темле пулсан та, критикпа поэт

юрлаймĕç пурпĕр кăмăллă дуэт.

Аван-çке çӳреме йăмралăхра...


Аван-çке çӳреме йăмралăхра,

хĕвел шевлиллĕ курăк — сарă симĕс.

Эс утă шăршине çак вăхăтра туйса

сывлатăн кăмăллăн та тикĕс.

Куратăн утă капанне малта —

тăрри ракета пуçĕ пек ун шĕвĕр.

Ракета-и? Ку сăмахпа кунта

тупаймăп килĕшӳллĕ, çывăх кĕвĕ.

Тен, вилĕм кăмпине хăй ăшĕнче

пытарнăран, ăна пăхатăп юттăн?

Сывлать ман пурнăç утă купинче:

унта — сĕт-турăх, кил ăшши, ман утăм.

Çулне тĕллет пулсан Марс еннелле,

ракетăпа та эпĕ вĕçмелле.

Курнавăш


Ăруран ăрăва каласа панинчен Курнавăш ялне никĕслекенсем Кăрăç, Изамблат, Шакăл, Мулиентей, Туйтирек, Ентирек, Мăрсай, Явкай, Мишке, Енихмет ятлă çынсем пулнă пулать. Вĕсем хальхи Тăвай районĕнчи Тушкил ятлă ялтан 16-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче куçса килнĕ. Яла никĕслекенсем хăйсен пӳрчĕсене Кĕçĕн Пăла çырмин сылтăм енне лартса тухнă.

Вăл шăпах пирĕн ялăн хальхи Çырма хĕрри урамĕн пуçламăшĕнче вырнаçнă. Авалхи пирĕн несĕлсем Аялкасра (ял-йыш Çырма хĕрри урамне ĕлĕкхиллех Аялкас тесе калать) вырнаçнине çирĕплетекен тĕслĕхсем çителĕклех. Паçмисем те тирĕслĕ вĕсен, кăпăшка, ака-суха тунă чухне ĕлĕкхи шăрçасем те, чӳлмек ванчăкĕсем те, укçасем те тупăнкалаççĕ.

 

Çеçенхир çĕрĕнче

Пăла шыв хĕрринче

Ик урамлă, хитре

Тăван ялăм ларать.

Ăна пуль ваттисем,

Асаттен ашшĕсем

Çĕн Курнавăш тесе

Савса панă ятне, — çапла мăнаçланса çырнă пирĕн ял сăвăçи Н.И.Круглов тахçан хăй çамрăкрах чухне, эпир çуралса ӳснĕ вырăнсене чун-чĕререн савса.

Малалла

Ухсай сăнарĕ


Куç умĕнчех Ухсай сăнарĕ:

Ача кулли сăн-питĕнче.

Сăввисенче вут-хĕм кăларĕ

Кĕтмен-туман самантсенче.

 

Силпи-Слакпуçăн эп çӳрерĕм

Ухсайпала чăн тăванла.

Калаçрăм —

Тăрана пĕлмерĕм:

Уçса ярать вăл кăмăла.

 

Слакпуç çăлкуçĕнчен шыв ĕçрĕ,

Питне те çурĕ тăрăшса.

Чун-чĕрипе Сетнер пек вĕçрĕ,

Шыв ăсакан хĕре курсан.

 

Силпи çаранĕнче кансаччĕ:

Ем-ешĕл курăкĕ — кашма.

«Кунта, эх, Кĕçтенттин пулсанччĕ...» —

Тек пĕр сăмах та шарламасть.

 

Хĕвел те аслă çутçанталăк

Пĕрлешнĕ пулĕ халь унпа?

Лутра çынра тăван çĕр халĕ, —

Куратăп, — иксĕлми тапать.

 

Трагеди, сăвă, романсем те

Ахаль-и ӳкнĕ хут çине?

Тавралăх сăвăçа:

«Илсем, — тет, —

Ман мĕскер пур, чĕрӳ варне...»

 

Ваттипеле — вăл чăн-чăн ватă,

Ачапала — чăн ачалла.

Кун-çул иртет, Кун-çул шăвать, ав,

Асаилӳпе шав малалла.

 

Мĕскер тăвайăн? Вăхăт шелсĕр,

Ухсай хупать таса куçне.

Малалла

Уйрăлу та тĕлпулу...


Уйрăлу та тĕлпулу

Çамрăк чух, яш чух.

Савнă тусăм, сан куллу

Асран тухас çук.

 

Çăлтăр уçă кантăкран

Кĕрес пек пăхать.

Эсĕ питĕ аякран

Пăхнăн туйăнать.

 

Купăс, купăс урама

Кĕвĕллĕн йыхрать.

Те чĕнет вăл калаçма,

Те тем пытарать?

 

Анчах ырă чунăмра,

Эп тухап чупса.

Тусăм, тусăм умăмра,

Илет чуптуса.

 

Уйрăлу та тĕлпулу —

Мĕн тери аван!

Кукăр-макăр кун-çулу

Тӳрленсех пырсан, —

Чăннипех аван.

Нумай пулмасть-ха сивĕччĕ...


Нумай пулмасть-ха ыткăнатчĕ

Юр çийĕн сивĕ кусăрка.

Пуш уйăхĕ йăлт улăштарчĕ

Кĕртсем хыван çанталăка.

 

Ĕнтĕ тӳпе çиçет кĕреннĕн,

Çырма юхать юрла-юрла.

Сарай çинчен анса хĕвеллĕн

Тапăртатса ташлать тумла.

 

Шап-шур кĕпеллĕ йăрăс хурăн

Шăв-шавлă халĕ кунĕпех:

Лартаççĕ кураксем хăюллăн

Пӳрчĕсене турат çинех.

 

Хăва та капăр. Хăтлăх тупнăн

Хулли çине ĕретленсе

Ларма хĕрсем пек ларса тухнă

Сар çӳçлĕ кăпăш кăчкăсем.

 

Хаваслă шăнкăрч хĕпĕртӳллĕн

Ши! шăхăрать те шăхличне

Тăри те туслăн, илĕртӳллĕн

Тăсса ярать хăй купăсне...

 

Янрать вара çап-çут çур кунĕ

Чун хавалне çĕклентерсех.

...Тĕнчешĕн - ирĕк пурнăç çулĕ,

Этемшĕн çеç вăл хĕсĕкрех.

Тунсăх туйăм


Тин кăна çанталăк янкăрччĕ, чиперччĕ,

Тĕксĕм чатăр хăвăрт карчĕ тӳпене.

Каскăн çил сасартăк татрĕ те вĕçтерчĕ

Кĕр сивви çаратнă хурăн çулçине.

 

Вĕçрĕ тăлăх çулçă, калăн, сарă кайăк,

Тунсăх шухăш илчĕ çавăрса пуçа.

Куçпала пăхса ăна ăсатнă майăн

Эп ăсатнăн туйрăм хамăн пурнăçа...

■ Страницăсем: 1... 597 598 599 600 601 602 603 604 605 ... 796