Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Хĕн-хур айĕнчеĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томСăвăсемпе поэмăсемÇăлтăрчăксемТом Сойер темтепĕр курса çӳрениТаркăнХĕçпе çурла

Ват асатте халапĕ


Халăх хăйĕн историне яланах пĕлме тăрăшать. Эпĕ те яланах ватăсем каласа паракан халапсене итлеме хавасчĕ.

Манăн атте 1870-мĕш çулта çуралнă. Унăн йăмăкĕ Укахви 1871-мĕш çулхискер хамăр ялти Захар Кузьмича 1865-мĕш çулта çуралнăскерне качча кайнă. 1927-33-мĕш çулсенче аттепе пĕрле хăш чухне эпĕ те Захар йыснасем патне каяттăмччĕ. Ун-кун хуçалăхри ĕçсене тусан, е праçниксенче сăра курки тытсан аттепе йысна час-часах ĕлĕкхи пурнăç çинчен сăмахлатчĕç. Темле, халиччен илтмен Энĕш çырми, Шанкав уçланки, Аслыр, Киремет, Кăвак хуппи, çĕр хапхи, Пихампар сăмахсене аса илсе калакалатчĕç. Эпĕ вара хăлхасене тăратсах итлесе лараттăмччĕ. Интереслĕ пек туйăнатчĕ вĕсем калаçни тата та ытларах пĕлес килетчĕ. Интереслĕ пулмасăр! Вĕсем, ватăскерсем, ĕлĕкхи çинчен нумай пĕлнĕ тата хăйсен аслашшĕсене, вĕсен аслашшĕсем каласа хăварнисене аса илетчĕç.

Хăçан тата мĕнле пуçланса кайнă-ха Уçырма ялĕ?

Халăхра сыхланса юлнă ăруран ăрăва куçса пыракан халап тăрăх Уçырма ялне никĕсленĕ чăвашсем пĕр тăватçĕр çула яхăн авал Вырăскас Пикшихпе Шибылга ялĕнчен тухса килнĕ. Уçырма Канаш районĕнчи ватă та пысăк ялсенчен пĕри шутланать.

Малалла

Калаçмалли çав тери нумай...


Калаçмалли çав тери нумай:

Тăхта кăштах, тăхта, ан кай.

 

Ачашлăхăм пулман-и ман?

Чуну çунман-и чуп тусан?

 

Ыталасассăн кăмăлпа

Çӳренĕ çăтмахра санпа.

 

Тытаттăн уйăх шевлине,

Параттăнччĕ мана парне.

 

Вĕçетчĕ çӳллĕ тӳпере

Юратупа çунса чĕре.

 

Эс курнă-и мана ĕçрен

Пăрăнса юлнине пĕрре?

 

Мĕн пулчĕ-ха? Мĕн пулчĕ-ха?

Шанмастпăр-и пуласлăха?

 

Çавах та пĕлнĕ пул çакна,

Эс мансăрăн пурнаймăнах.

 

Ырра манакан çын нихçан

Йĕркеллĕ пурнăç тăвайман.

Хĕрĕх пĕр çула яхăн суккăр пулнă...


Хĕрĕх пĕр çула яхăн суккăр пулнă

Эпĕ çакă Атăл хĕрринче.

Манăн юрату хамранах кулнă

Куçăм умĕнче те хыçĕнче.

 

Эпĕ пур, асăрхаман, мăнтарăн,

Тен, мана пит асăрхас темен?

Туйăм çеç шала пытаннă тарăн,

Çил вĕрсен, ăшра пушар чĕртме.

 

Уçă çил вĕрме пуçларĕ ĕнтĕ,

Юр ӳксен те — хĕрӳрен хĕрӳ.

Йывăçсем çакаççĕ паслă чĕнтĕр,

Ăшăтать мана халь сан чĕрӳ.

 

Хĕрĕх пĕр çул урлă ал тăсатăп, —

Акă кĕтĕн манăн ытама.

Хуть ăçта пулсан та

Шантаратăп

Пурнăç тăрăх санпала утма.

Эпир йĕкĕр мăйăр пек...


Эпир йĕкĕр мăйăр пек,

Эпир йĕкĕр пучах пек.

Пире уйăраймĕç тек,

Пире тивеймест элек.

 

Ахалех ку хыçĕнче

Кураймасăр калаçаççĕ.

Юрату пĕрлĕхĕнче

Пирĕн чĕресем пурнаççĕ.

 

Эпир тăрă çăлкуç пек,

Эпир ешĕл улăх пек.

Çăлкуç типмĕ ăснипе,

Çаран тулăх чечекпе.

 

Çулĕ такăр мар пулсан

Иксĕмĕр такăрлатар.

Тăрăшса та вăй пухса

Кун-çула çăмăллатар.

 

Тӳпери çут çăлтăрла

Икĕ чун йăлтăрмалла.

Сĕм çĕрле те хĕвеле

Пирĕн кĕртмелле киле.

Тĕпсĕр çăл улăхĕ


Кăвак шуçăм кĕрет кантăкран

Ял та вăранать ыйхăран.

Пурăнан çын хăй вăл çут хĕвел

Хĕвелпе ир тăрать пĕрешкел.

 

Тăсăлать Шурча ялĕн хушши

Муркаш шывĕ пайлать ик енне.

Шартлатать ав кĕтӳçĕн пушши

Кĕтĕве пуçтарса ирхине.

 

Кĕтӳ улăхра симĕс курăк çинче

Тĕпсĕр çăл улăхне утать майĕпе.

— Ассаннеçĕм, кала мĕншĕн çак улăха

Тĕпсĕр çăл улăхĕ тенĕ тата?

 

— Мăнукăм, итле эс, — терĕ мана

Тахçанхи халапа пуçарса калама.

— Шурлăхри улăхра çăл пулнă тахçан.

Сиплĕ шывпа вăл пулнă пуян.

 

Кӳлнĕ лашана шăварма пырсан

Сикнĕ шыва лаша, путнă, тухман.

Çав кӳлнĕ лаша Атăла тухсан

Хуçи палланă тет ăна курсан.

 

— Чăнах-и çапла вăл? — терĕм пӳлсе,

Асанне сăмахне тимлесе итлесе.

— Муркаш шывĕ пулнă çăлпа юнашар

Пулма та пултарнă çакă тип-шар.

 

Куç тулли юхать Муркаш шывĕ паян

Ункăпа пĕрлешсе юхăмпа Атăла.

Шевлепе вылякан шыв çине пăхсан

Асилетĕп ак çак ĕлĕкхи халапа.

Малалла

Пĕр çавра...


Пĕр арçынпа пĕр хĕрарăм тĕл пулнă та калаçаççĕ.

— Эсĕ мана, выçăлла-тутăлла пурăнакан пенси карчăккине, пĕр уйăхра пĕрре те пулин тутлă апат çитерме чĕнсе илетĕн ĕнтĕ ресторана. Çапла-и?

— Çапла тесен кӳренетĕн вĕт.

— Мĕн кӳренни ĕнтĕ... Эс те пенси старикки-çке.

— Ман пенси укçи паян иксĕмĕре хăналанма çитет пулĕ тетĕп.

— Эс ялан хитре шӳтлетĕн.

— Саншăн, санпа...

— Аха пуль.

— Аха, туймастăн-им вара?

— Карчăкпа старик пултăмăр ĕнтĕ, пурнăç тени шӳтлесех иртсе кайрĕ.

— Тавах килнĕшĕн. Питĕ савăнатăп санпа тĕл пулнăшăн.

— Эпĕ те хавас.

— Каласа кăтарт эппин, иртнинче тĕл пулнăранпа мĕнле пурăнтăн?

— Чиперех. Улшăнуссм çук. Ĕç çукран ĕç тума тĕрĕ тĕрлеме пуçларăм.

— Куç вăйĕ пĕтет вĕт. Мĕн тума кирлĕ сана тĕрлесе ларма? Кан, уçăлса çӳре.

— Хĕрсем, кĕрӳсем, мăнуксем валли, праçниксенче парнелеме.

— Кирлĕ пулать тетĕн-и вĕсене сан парнӳ? Хальхи лавккасенче салфетка тавраш суйла та суйла.

— Тĕрленĕ чухне чунра лăпкă. Ĕç вăл ĕçех, йывăр шухăша сирет. Эсĕ çаплах ĕçлетĕн-и, ывăнмастăн-и?

Малалла

Ансах ларать хĕвел, ансах ларать...


Ансах ларать хĕвел, ансах ларать,

Тытса чарма хăватăм çук.

Сиксех тухать чĕрем, сиксех тухать,

Куç умĕнчех иртет кун-çул.

 

Çурхи тӳпен кăвак сатинĕнчен

Уяв кĕпи çĕлейĕттĕм.

Çулсем çинчен манса хĕр куçĕнчен

Яш туйăмпа тинкерĕттĕм.

 

Шăнкăртатса юхан çăлкуç шывне

Ĕçес килет-çке тӳсĕмсĕр.

Пĕрре кăна килен, ай, кун-çулне

Пурнас килет-çке вĕçĕмсĕр.

 

Çăлтăрсем нумай, тӳпи пĕрре,

Хăш çăлтăрне иленĕп-ши?

Ах, кунĕсем нумай, ĕмри пĕрре,

Тасан вĕçне çитейĕп-ши?

Асамат кĕперĕ


Çĕр çинче пайтах кĕпер,

Кашниннех тĕллевĕ паллă:

Çул çӳрен, иртсем чипер,

Çит çитес çĕре васкавлăн.

 

Сӳтнĕ май шăпа çулне

Эп пайтах шыв урлă каçрăм.

Шутламан кĕпер йышне,

Кашнинпех сăпай калаçрăм.

 

Хӳхĕм йывăç кĕперсем,

Хурçă кĕперсем те пулчĕç.

Эрешленĕ карлăксем

Ăнăçу сунса ал сулчĕç.

 

Кăмăл çук кĕме чĕрре.

Ĕмĕтĕм, ăçта çитерĕн?

Çын каçман кĕпер пĕрре:

Сăрлă асамат кĕперĕ.

Утмăлта сана тин тупрăм...


Светланăна

 

Утмăлта сана тин тупрăм.

Куççуль витĕр тупа турăм.

Эс пĕчченччĕ, эп пĕчченччĕ:

Пĕр-пĕрне эпир çитменччĕ.

Алă патăн, — пит аван!

Пĕрле пулăпăр ялан.

 

Халь пĕр юрă, халь пĕр кĕвĕ,

Пурнăç турĕ çирĕп тĕвĕ.

Çав тĕвве никам салтаймĕ,

Кунпа çĕр арканса каймĕ.

Ма тесессĕн юрату —

Ман хăват, сан çунату.

 

Курнă савнăç, курнă хурлăх,

Телейпе хĕнне те курнă.

Пурпĕр пуçсене усмасăр

Ĕçелле уттарнă харсăр.

Тен, ĕçре туссем пире

Вăй-хал панă ĕмĕре.

 

Юр та çăвĕ, çумăр çăвĕ —

Халь пĕр юрă, халь пĕр кĕвĕ,

Вăрăм пултăр çеçчĕ ĕмĕр,

Çунтăр çеçчĕ чĕре хĕмĕ.

Вара утăпăр пĕрле

Каччăпа чипер хĕрле.

Эп чăваш...


Эп — чăваш. Хамăн халăх ятне

Куç пек сыхлăп, вăл — ман вăй-хăват

Ăсансассăн та Турă патне,

Чăвашлах шăрантарăп сăвва.

 

Эп — чăваш. Çавăнпа чĕлхене

Çӳпĕлемĕп, — вăл пултăр таса.

Упрăп Яковлевăн халалне,

Кĕçтенттин умра пырĕ утса.

 

Эп — чăваш. Мĕн тума пытарас?

Ытти халăхсемпе пĕр танах.

Çӳрĕп-и Мускавра, Парижра —

Чухăн темĕн пуçри ăс-тăна.

 

Эп — чăваш. Юрату чĕрере

Кĕл чечек пек сарсан çеçкине.

Пĕрре савăп та сарă хĕре,

Сыхлăп ĕмĕрлĕх çуртăм чысне.

 

Эп — чăваш. Çавăнпа кил-йыша

Нихăçан аркатма шутламан.

Ваттисен пилне хывнă ăша.

Пуррине çук туман, салатман.

 

Эп — чăваш. Çавала, Атăла

Яланах курса тăрăп умра.

Çук, пăтратмăп ĕçес тăр çăла, —

Тăван çĕр пулăхне вăл упрать.

 

Эп — чăваш. Вăрмансем, улăхсем

Ларччăр лăпкăн кăна хумханса.

Эп — чăваш. Малаша ĕненсе

Халь утатăп хастаррăн пусса.

■ Страницăсем: 1... 599 600 601 602 603 604 605 606 607 ... 796