Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Аслă халалТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемХурапа шурăПурнӑҫ утравӗсемХум пӑшӑлтатӑвӗĔмĕр сакки сарлака. 4-мĕш томЙĕрсем

Тĕтре вăл...


Тĕтре вăл —

яланах тĕтре.

Ишме те çук ун чух,

Вĕçме те.

Ак халь умра эс,

пар ална,

Çапах... Курма та çук сана,

Тытма та...

Тен, хăв тĕтре эс?!

Тăван тавралăх умĕнче эпир...


Тăван тавралăх умĕнче эпир —

мăн парăмлă çынсем. Сума сăватăп

ăна упракана. Выртса тăнлатăп:

мĕн калаçать вăрман, çаран, уй-хир?

Итлетĕп эп асамлă çутçанталăк

ача чĕлхипеле пупленине.

Ăна поэзи тейĕп те хăвалăп

хамран эп сӳрĕк шухăш пĕлĕтне.

 

Ан тив, эппин, çӳç-пуç та кăвакартăр:

ман сăвăсен янравлăхĕ пĕрех

çăлкуçăн уçă сассине хăвартăр

çын чĕрине ялан, ĕмĕрлĕхех.

Хисеп те чыс тăван тавралăха,

çĕр ĕçĕпе сăн илнĕ халăха.

Çĕр-шыв типсен, ака-суха тума...


Çĕр-шыв типсен, ака-суха тума

Ялйыш лаша кӳлсе, хире уттарнă.

Лашашăн вăрçă хыççăн та нумай

ĕç тупăннă: ялан вăл тăнă тарлă.

Ман çамрăклăх çакна пĕлет аван,

сахал-ха пулнă тракторсен хисепĕ.

Çав тертлĕ çулсене астăвакан

çынна сума суса пăхатăп эпĕ.

Хире те, вăрмана та, пахчана та

эпир çӳренĕ мар-и лашапа?

Ак тарăн шухăш авăрне чăматăп:

тен, лашаран та килнĕ-тĕр шăпа?

Чĕлхе пĕлсен, вăл калĕччĕ, паллах:

— Çын нушине турттартăм эп пайтах.

Йытă


Пирĕн килте йытă пур. Ăна Белка тесе чĕнеççĕ. Унăн юлташĕ Барсик пур. Белкăпа Барсик — уйрăлми туссем. Яланах пĕрле çӳреççĕ. Асатте вĕсене сунара илсе çӳрет. Апат-çимĕç тупсан та пĕрле пайласа çиеççĕ. Асатте иккĕшне те питĕ юратать.

Пĕрре сунара кайсан асатте Белкăпа Барсика çухатнă.

Лешсем вăрмана кĕрсе кайнă та каялла тухман. Белкăпа Барсик вăрманта хăйсене валли апат шыранă. Шыранă чухне çĕтсе кайнă. Çӳресен-çӳресен мулкача курнă. Ăна хăвалама пуçланă. Ку мулкач ыттисем пек пулман, пысăкрах, тĕсĕ те урăхла. Йытăсем мулкача хăваласа çитсен, лешĕ чарăнса ларчĕ те, «Ан тивĕр мана, эпĕ сирĕн виçĕ ĕмĕтĕре пурнăçлăп». Йытăсем тĕлĕннипе мулкача тивмеççĕ. Мулкач туссен ĕмĕчĕсене пурнăçличчен хăйĕн патне илсе кайса чейпе хăналарĕ. Унтан Белкăпа Барсикăн ĕмĕчĕсене пурнăçлама пулчĕ. Йытăсен пĕрремĕш ĕмĕчĕпе хăйсене какай, иккĕмĕш ĕмĕчĕпе пăшал, виççĕмĕшĕпе киле çитерсе яма ыйтрĕç. Мулкач икĕ тусăн виçĕ ĕмĕтне те пурнăçларĕ. Лешсем тĕрĕс-тĕкел килне çитсе ӳкрĕç, асаттене нумай какай тата чаплă пăшал парса савăнтарчĕç.

Эп паллаймастăп ку ют шăплăха...


Эп паллаймастăп ку ют шăплăха,

Çук, паллаймастăп.

Маншăн шăплăх — урăх, хамăрла.

Эп паллаймастăп ку ют шăплăха.

 

Ку шăплăхра — тĕлĕнмелле пăлхав,

Ку шăплăхра — тĕлĕнмелле ултав.

Эп паллаймастăп ку ют шăплăха.

Çук, паллаймастăп.

. . . . . . . . . . . . . . . . . . . .

 

Пурнăçра

шăплăхсем те-мĕн пулаççĕ урăхла,

Вĕсене те пĕлмелле-мĕн уйăрма.

Мĕн пулни-и?..


Мĕн пулни-и? Пулнă, пулнă.

Çил иленнĕ шух чуна.

Кулаканĕ варттăн кулнă:

«Йăвансассăн шуç çуна».

 

Çук çинчех çукки тупăннă

(Мĕн пурри те сахал мар.)

Тăрăха, тен, урли курнă,

Ун çинчен-и сăмахлар...

 

Сăмаха сăмах çĕнтернĕ,

Кулла витнĕ кулăпа.

Ташлама та вăй çитернĕ

Хăмсарсан та хулăпа.

Чупать лаша, сиккипе чупать...


Чупать лаша, сиккипе чупать,

Кăшт ывăнсан, юртта куçать.

 

Савни савать мана, чунтан савать,

Савнă çĕртех кайран ютта тухать.

 

Ах, савăнать тĕнче, тĕнче савнать,

Ман савнăçа вара каç сĕм хуплать.

 

Хура лаша лава хуллен туртать,

Лакăм тĕлне çитсен, лаках ларать.

Çутă пăр çинчи çав çутă пулă...


Çутă пăр çинчи çав çутă пулă

Пулинех пулсан та халь чĕре

Пурпĕр йăлтăрать-ха йăлтăр кулă:

Пур-ха тетĕп шыв пăр айĕнче.

 

Йăс шăнкрав сассиллĕ йăрă юхăм

Сассипе пĕр килĕ те чĕре

Ялт! сиксе самантăн та пĕр туххăм

Кĕрсе ӳкĕп кĕтнĕ ирĕке...

Арăслан мĕншĕн вăрман патши


Ĕлĕк-авал мулкачсем вăйлă пулнă тет, мĕн пур чĕр чуна хăратса тăнă тет. Арăслан та унран хăранă тет. Пĕррехинче арăслан йывăç айĕнче ларать, çавăнта мулкач пырса тухать. Хăй вăйне кăтартасшăн пулса мулкач арăслан патне пырса тĕккеленме пуçларĕ тет. Арăслан хăра-хăра айккинелле пăрăнать, мулкач татах тĕрткеленет, арăслан шыв хĕррине çитсе тăчĕ, мулкач татах тĕккелет, арăслан пуçне пăрчĕ те мулкач шыва кĕрсе ӳкрĕ. Леш шыва кĕрсе ӳксен пĕтĕм чĕр чун мулкачран кулма пуçланă, мулкача хăравçă теме пуçланă. Мулкача çĕнтернĕшĕн арăслана вăрман патши туса хунă. Çавăнтанпа арăслан вăйланса кайнă, мулкач кашни чĕр чунтан хăрама пуçланă, йывăç хуçăлнă сасса илтсен те тарса çухалать тет. Çавăнтанпа арăслан — вăрман патши.

Çĕр-йышăмсем!....


Çĕр-йышăмсем! Мĕн-ма пурне те ыррăн

Курас килет-ши манăн çак самант?

Тăван уй-хир, вăрман, шыв-шурăм, çырăм,

Мĕлкĕшленсе чуна эс ан амант.

Ман юнăм юхрĕ Висла шывпала,

Ан хутăшăр вăл тăрă Атăла.

 

Эхер те эп сире кураймасассăн,

Çĕршывăмçăм, туссем, тăван-пĕтен,

Ман тунсăхлă, ман пăшăрханăç сассăм

Çитейтĕр-и кĕрхи çилсемпелен.

Пĕр шухăша упратăрччĕ инçет:

Рехмет сире, пуриншĕн те рехмет!

■ Страницăсем: 1... 605 606 607 608 609 610 611 612 613 ... 796