Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Вӗре ҫӗленТаркăнИлле ТăхтиХĕçпе çурлаАтте пилĕТĕрлĕ тĕрĕллĕ тĕнчемАсаттесем

Ют çурт....


Ют çурт. Ют хурăн. Ют çерем.

Паранкă склачĕ патĕнче

Çĕрĕпелех улать пĕр йытă.

Вăл сăнчăрта. Вăл каçсерен

Астутарать: çак çут тĕнче,

Çак пурăнăç — ачаш та хытă.

 

Хăвна хупсан, тулти вара —

Епле пулсассăн та — паха,

Илемлĕ, илĕртӳллĕ, тунсăх,

Пралукĕ вĕççĕн склад тавра

Çӳрен йытта та тунсăха

Пĕлтерейместĕн — çавă хурлăх!

 

«У-у!..» Салху кăмăлпалан

Ӳпкелешет кăшкар пăван.

Сивлек. Сăрăлтатать çан-çурăм...

Йыт сăнчăрĕ пек сăввăм ман

Карăнкалать çавран-çавран,

Пĕр сассăр пăвăнать чăн юррăм...

Мехел тени мĕскер тени пулать?...


Мехел тени мĕскер тени пулать?

Ыйтсамăр çумăр пĕлĕчĕсенчен:

Мĕн-ма вĕсем кăвак уярпала

Юхаççĕ çăвăнмасăр тахçанччен?

Мехел çитмен.

 

Мехел тени мĕскер тени, тăван?

Ыйтсамăр кайăк хур ушкăнĕнчен:

Мĕскершĕн вăл пайтах шурамăкран

Вĕçсе иртет, анмасть картипелен?

Мехел çитмен.

 

Мехел тени мĕскер тени иккен?

Ыйтсамăр пахчари улмуççирен:

Ма ун çеçки, чăмăртансах çитсен,

Тепре çĕр каçатех çурăличчен?

Мехел çитмен.

 

Апла мехел тени мĕскер ĕнтĕ?

Ыйтсамăр сĕрме купăс каччинчен:

Мĕн-ма патнех-патнех çитсессĕн те,

Пусмасть вăл хĕлĕхне пӳрнипелен?

Мехел çитмен.

 

Мехел çитсессĕн, çумăр ярăнать,

Çунатлă чун çӳлтен çĕре анать.

Чечек папки илемлĕн çурăлать,

Йĕркипелен юрри те юрланать —

Мехел çитсен.

Эс манăн халăхăм çинчен...


Эс манăн халăхăм çинчен,

Çĕршыв çинчен ыйтатăн, тусăм.

Пăх ман çине: мана пиччен,

Тӳнтер те пĕлтĕн кутăруçăн.

 

Супан этемлĕх несĕлне

Хунсем касса кĕнĕ тăваррăн,

Истори анисем çине

Шух варвăрсен ятне хăварнă.

 

Эп — çав тăвар. Пĕр пĕрчĕ пек.

Ман юн кайран нумай пăтраннă.

Пин çул ытла пăлхарччĕ эп,

Унтан мана чăваш ят панă.

Пĕр упашăнах виçĕ талăк йывăç тăрринче çывăртăм


Ĕлĕкхи вăхăтра пирĕн таврара упасем пит нумай пулнă. Ямаш вăрманне кайсан, вĕсене унта кĕтĕвĕ-кĕтĕвĕпех курма пулатчĕ.

Çапла эпĕ хамăн ĕмĕрте пайтах упа тытса куртăм. Пирвайхи упана хам вунпилĕк çулта чухнех тытрăм. Вăл упа калама çук пысăкчĕ, унăн какайĕ те лăпах вуникĕ пăт туртрĕ. Ăна вара хĕл каçичченех çисе пурăнтăм.

Çакăн хыççăн эпĕ упасене кăна тытма пуçларăм, çулсерен вăтăршар упаран кая мар тытакан пултăм, виç-тăватă çултах пур упасене те тытса пĕтертĕм. Унтанпа пирĕн ял çĕрĕ çине мар, Ямаш варманне те нихăçан та упа ури пусса курман.

Юлашки упана эпĕ Çĕпĕрте — тайгара тытрăм. Вăл акă епле пулчĕ.

Манăн аслă ывăл Çĕпĕрте, тайга варринчи ялта, учительте пурăнатчĕ. Темиçе çул хушши вăл мана хăй патне пырса курма чĕнсе çырусем ячĕ. Кĕрхи ĕçсене туса пĕтертĕм те ывăл патне тухса кайрăм. Унта куян, тилĕ, кашкăр, упа нумаййине малтанах пĕлсе, эпĕ хампа пĕрле икĕ кĕпçеллĕ пăшал, пĕр михĕ тар, икĕ пăта яхăнах вĕтĕ пулькă тата юратнă йыттăма — Шашкăна илсе кайрăм.

Поездпа тăватă кун кайнă хыççăн, пиллĕкĕмĕш кунне ывăл патне çитрĕм. Пĕр кун пурăнтăм, иккĕ... виççĕмĕш кунĕнче манăн сунара пит каяс килекен пулчĕ.

Малалла

Паллă мар поэмăн пуçламăшĕ


Çынна ырлăх тăвасшăн

Пĕтĕм вăйпа тăрăшăр!

Хăвăр ырлăх курасшăн

Усал ĕçпе çапăçăр!

Хăвăр ахаль пурăнсан,

Эсир ырлăх тупаймăр;

Ĕçе тума чарăнсан,

Усал айне хупăнăр.

Эсир ĕçсĕр пурăнсан,

Сире çынсем ылханĕç.

Сирте юлнă ачăрсем

Сире пăхса хурланĕç.

 

Вăхăт иртет, сисĕнмест

Кунпа çулсем улшăнни.

Сирĕн ĕçсем курăнмасть, —

Ялан халăх хуйхăрни!

Сире халăх вĕрентме

Нумай укçа салатрĕ.

Сире çынна кăларма

Пĕтĕм вăйпа тăрăшрĕ.

Ухмах! Эсĕ халăха

Мĕскер усă кăтартрăн?

Выçлăх, пысăк хурлăхă

Мĕскер ĕçпе пĕтертĕн?..

 

[1906-1907]

Çăлăнăç


Хурлăх курса

Пурăнап.

Тăрсан турра

Кĕлтăвап.

Мана ырă сунас çук.

 

Мĕн шухăшлас,

Тăванăм?

Мĕскер ĕçлес,

Юлташăм?

Мана саван çыннăм çук.

 

Ан хуйхăр-ха,

Мĕскĕн чун.

Мĕншĕн тасана

Ырă çын

Пулăшасса кĕтес мар?

 

Акă ыран,

Çутăлсан,

Ирпе халăх

Вăрансан, —

Атя, иккĕн ĕç шырар?..

 

Ĕçлеме ĕç

Пулсассăн,

Çиме çăкăр

Тупсассăн, —

Пире тата мĕн кирлĕ?

 

Атя, атя

Ĕçлеме,

Кахал пăсать

Этеме...

 

Выçса вилсен —

Кам йĕрĕ?

Кашкăрне чĕрĕллех тытрăм, анчах сылтăм аллăм аманчĕ


Ямаш вăрманĕнчи пăсарасене пĕр каçрах тытса таврăннă хыççăн мана хамăр ялти çынсем çеç мар, таврари пĕтĕм халăх чаплă та паллă сунарçă вырăнне шутлама пуçларĕ. Çакăн хыççăн халичченхи чаплă сунарçăсем те ман пата пырса çав тери нумай пăсарана мĕнле майпа тытни çинчен каласа пама йăлăнатчĕç.

Сунарçăсем кăна мар, ман пата ялти ача-пăчасем те пыратчĕç, вĕсем те эпĕ пиллĕк лав пăсара мĕнле тытма пултарнине пĕлесшĕн çунатчĕç.

Тӳрех каламалла, пирĕн ялти ачасем пĕрре те суеçĕ сунарçăсем пек мар, вĕсем пурте питĕ тӳрĕ çын пулса çитĕнме тăрăшаççĕ. Çавăнпа эпĕ вĕсене пит юрататтăм, пăсара тытни çинчен çеç мар, ытти тискер кайăксене епле тытни çинчен те каласа параттăм. Вĕсем эпĕ каланисене питех тимлĕн итлесе ларатчĕç, ӳссе çитсен пурте ман пек чаплă та паллă сунарçă пулма ĕмĕтленетчĕç.

Пĕрре çапла ман пата ачасем пӳрт туллиех пухăнчĕç, хама йĕри-тавра сырса илчĕç те, пĕрии хыççăн тепри ыйтса тĕпчеме пуçларĕç:

— Çтаппан пичче! Санăн аллу ăçта аманнă? — тесе ыйтрĕ пĕр ачи, манăн сылтăм алă çинчи мăйăр пысăкĕш аманнă вырăна кăтартса. Ун хыççăн ыттисем те мана йăлăнма тытăнчĕç:

Малалла

Чыса Карачăм салтакпа виçетĕп...


Чыса Карачăм салтакпа виçетĕп

(шӳтлетчĕ хăй. Хул хушшинче — костыль):

Урасăр та çул хыттине сисетĕп:

хул хушшинче тытатăп çирĕп тыл.

 

Юсатчĕ вăл хĕлле йĕвен те хăмăт,

сӳре те урапа — çу çитеспе.

Анчах екке каймарĕ шелсĕр вăхăт —

Салтакăн пулчĕ ĕмĕрĕ кĕске.

 

Самант — пăрахрĕ вăхăт шутламашкăн

кунне-çулне. Карачăм вилтăпри

чĕнет халь хăй патне чечек лартмашкăн.

Илтетĕр-и çакна, туятăр-и?

 

Паян та çав çынна эп мал енче

куратăп самана тĕкĕрĕнче.

Уйри йĕтем çинче çапатчĕç авăн...


Уйри йĕтем çинче çапатчĕç авăн

хĕрарăмсем сулмаклă тăпачпа.

Тар каснăран хуралнăччĕ, çĕр чавнăн,

Пир кĕписем — йĕпеннĕччĕ лачкам.

 

Мĕскер кăна курмарĕ пирĕн ӳсĕм?

Паян ун аллинче машшин улать.

Çавах пуçри сайра вăрман пек çӳçĕм

çитес çулсен усравĕнче юлать.

 

Ĕçри халпа çуралнă чи сулмаклă

кĕлте, çĕмел сăмахсене чĕлхе

пăрахрĕ асăнма ĕмĕрлĕхе:

асра вĕсен пĕлтерĕшĕ сăваплă.

 

Чĕре тесе, анне кĕтмен çĕртен

машшин лартса паманшăн хĕпĕртем.

Разъезд...


Разъезд. Иртетчĕ пуйăс ухлатса,

ăна кĕтме ача чупса тухатчĕ.

Сăр тĕтĕм çеç юлатчĕ татăлса,

васкавлă пуйăс малаллах чупатчĕ.

 

«Пуç хунă аçăр вăрçă хирĕнче», —

выртать килте хура хыпарăн хучĕ.

Çук, ĕненмест ача. Ун чĕринче

сӳнмесĕр амаланчĕ шанчăк вучĕ.

 

Пĕр вĕçĕм иртрĕç вăрăм пуйăссем,

янрарĕ чугун çул сасси хавассăр.

Те пĕтрĕ пăс? Те илĕртрĕç уйсем?

 

Ак чарăнса тăрать пĕри ним сассăр.

Салтак çĕре туяласа анать:

— Атте! — мăйран ачи ун уртăнать.

■ Страницăсем: 1... 606 607 608 609 610 611 612 613 614 ... 796