Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

КĕперМа инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..Андрей ПеттокиСуя телейҪавраҫилПĕчĕк патшалăхЙышăнман сăмахсем

Таçта ятсăр кайăк вăранчĕ...


Таçта ятсăр кайăк вăранчĕ,

Кĕвве ларас çук пуль тесе

Чăрлатрĕ те — хăвăрт шăпланчĕ

Кĕрхи сĕнклĕхе тимлесĕ.

 

Тăлланă утсем тĕлĕреççĕ

Тăнланăн тĕнче шăплăхне.

Тăнлаççĕ те пуль — тăр чĕтреççĕ

Хытарнăн шăпи кăшăлне.

 

Сасне-ши çухатнă ман ялăм?!

Ӳпке чирĕпе чирлĕ пек

Хаш-хашшăн сывлать те çав — йăлăм

Пĕрле ахлатать çĕрĕпе.

 

Пĕрле ахлатать-ши çав йăлăм?!

Эп мар-и вара çĕрепе

Пушаннă ялтан тем йăлăннăн

Йĕрлеп шăплăха чĕрепе.

Чĕре хĕлĕхне тĕкĕнсе...


Чĕре хĕлĕхне тĕкĕнсе

Эп юрă кăлартăм.

Ачашшăн вăл тухрĕ,

Çемçе кĕвĕне...

Ăна танлаштармăн нихçан

нимĕнпе.

Вăл шăплăх пек тарăн,

Тĕнче пек пуян,

Вăл санăн та манăн,

Вăл пирĕн паян.

Хыт савăл çапнă пек...


Хыт савăл çапнă пек

Хĕссе килет те кăкăр,

Килмест,

Килмест-ха сăвă.

Таçта,

Шалта,

Хăйне май янракан шăплăхра,

Сеп-сенкер уçă кăмăл —

Пулас сăввăн хăй евĕр тĕнчи.

 

Эп —

Ик тĕнче хушши

Кăшкăру

Е ыйту палли пек...

Шарламасăр тăратăп...

Уйри йывăç


Пĕррехинче кĕтӳ пăхнă чухне уйра пĕр йывăç куртăм. Çын каласан та ĕненмĕ, анчах та йывăçĕ ахальли мар иккен. Çулçисем вырăнне тимĕр тес тимĕр мар, ĕлĕкхи укçасем иккен. Тĕлĕннипе хăрасах кайрăм. Хăвăл пур иккен, çав хăвăла кĕтĕм. Аялах анса кайрăм. Тĕлĕнмелле тĕттĕм, куçа йĕппе чиксен те курăнмасть. Кăштах утрăм та ялт! çуталса кайрĕ. Пăхатăп та хĕвел иккен. Тĕлĕнмелле урăх патшалăха лекнĕ иккен эпĕ. Утатăп-утатăп, пĕр пысăк кермен пек çурт ларать. Савăнсах кайрăм, кермене кĕме шут тытрăм. Çурт йĕри-тавра хитре чечексем, ытармалла мар. Пăхса ытараймастăп. Кермене пысăк ылтăн катăкĕсенчен тунă тейĕн, йăлтăртатса çеç ларать.

Шала кĕме шутларăм. Алăкне уçса ятăм — çынсем пăхса тăраççĕ. Пĕрре çыннисем çине, тепре алăк çине пăхатăп. Те кĕмелле, те тармалла тесе шутлатăп. Çынсем ырă кăмăллă пулнă иккен. Мана кĕртрĕç. Апат çитерчĕç. Кайран тем пулчĕ, мана пĕр тĕттĕм кĕтесе хупса хучĕç. Пĕртен пĕр чӳрече çеç. Чӳречи кантăкран мар, тăмран. Ним тума аптранипе тăма тапрăм-тапрăм та ăна катса пăрахрăм, пӳлĕмрен тухрăм. Унта шыв юхса выртать. Сикес — ал-ура аманĕ. Тапа-тапа картлашка тума пуçларăм. Антăм та шывĕпе питпе алла çурăм, малалла уттартăм. Утнăçемĕн мулкача куртăм, урине тĕмеске ăшне чиксе лартнă, ниепле те кăлараймасть. «Аллуна сурчăкпа йĕпет, вара уру тухать», — терĕм. Мулкач эпĕ каланине итлерĕ, ури тухрĕ. Пĕр кайăка куртăм, ун уринчен йĕп туртса кăлартăм, вăл вара мана йывăç ăшĕнчен тухма пулăшрĕ. Эпĕ киле çитрĕм — мана çухатнă иккен, шырама кайма пуçтарăннă. Хампа мĕн пулнине каласа кăтартрăм та — ĕненмерĕç. Эсир те хуть ĕненĕр, хуть ан ĕненĕр.

Çĕрĕм-шывăм çийĕн...


Çĕрĕм-шывăм çийĕн йăл сенкеррĕн

Çуталать хĕвеллĕ çӳл тӳпе.

Каç пулсассăн çăлтăрсем пиншерĕн

Вăй выляççĕ ун талккишĕпе.

 

Сĕм çĕрле-и эп киле килетĕп

Шурă тĕтре витĕр пĕр-пĕччен, —

Сыхласа тăраççĕ — эп пĕлетĕп —

Тăшмансем ман алăк хыçĕнче.

 

Ăс парса, анне, мана пиллерĕн

— Эс пурне те юратма пĕр тан, —

Эп юратăттăм чунтан, чиперрĕн

Ирĕклĕх те çăкăр пур пулсан.

Юна-юна карта хушăкĕнчен...


Юна-юна карта хушăкĕнчен

кӳрше-арша эпир тытмастпăр вĕчĕ.

Ракетăпа машшин ĕмĕрĕнче

çĕр чăмăрĕ ача пӳски пек пĕчĕк.

Çулсем кĕскелчĕç те, инçет çухалчĕ:

куçа ан хуп ку чăнлăх умĕнче!

Килĕшӳпе çеç пурăнĕ тĕнче! —

Çак ăнлану халь çынсенче çуталчĕ.

Анчах пĕр-пĕр Хыркассинче тăрук

эс тĕрлĕ пурнăç авăрне лекетĕн.

«Çав авăрăн тĕпне çитме май çук», —

текен çыравçăпа та килĕшетĕн.

Тытаймăп çав хĕссе-пĕссе хута —

мĕн чул сăнар сиксе тухать кунта!

Хавхалану сӳнсен, çыракана...


Хавхалану сӳнсен, çыракана

пушхир пек тăсăлан кунсем кĕтеççĕ.

Ăс-кăмăл çывăрать, чĕре канать —

вĕçсе килмест çĕн шухăшăн чĕкеçĕ.

Эс пурпĕр талпăнатăн малалла

кун хыççăн кун, çĕр хыççăн çĕр, çулталăк...

Тен, пĕтрĕ пултарулăх? Санпала

вăл калаçмасть, уçмасть ăшпиллĕн алăк.

Папка çурать çĕн шухăш ăнсăртран,

пушхир çĕтет — çакна малтан чунпа сис.

Ем-ешĕл хум чупса анать таçтан,

малта — ыр курăм, эс кĕтмен оазис.

Урăхланать чунри лару-тăру,

сăмах калать эс кĕтнĕ пултару.

Поэзишĕн тип йĕркесем кичем-тĕр...


Поэзишĕн тип йĕркесем кичем-тĕр:

Романтика сахалтарах-и, тен?

Чăн пурнăçа савса та шĕкĕлчентĕр

Сăмахăм ман — эп çĕр çинчи этем.

Романтика! Сан илĕртӳллĕ, тĕпсĕр,

янравлă та пăлхавлă тӳпӳнте

вĕçекенсем хăш чух юлаççĕ тĕксĕр —

нумайăшпе пуплетĕн эс тӳнтер.

Килте усранă çуллă, самăр хурăн

çуначĕ пур та — вĕçеймест инçе.

Ун шăпине ăмсанмăп эпĕ: курăн —

ман шухăшлавăн урăхла виçе.

Романтика! Сан сывлăшна пĕрех

ӳпке туллия сывласчĕ чиперех.

Урнă кашкăр шăл хăйрать


Хура ăш-чиклĕ çынсем ал усса ларман. Çтаппан Иванч инкеклĕ туй хыççăн килне Михала пиччĕшне чĕнсе илнĕ. «Эсĕ çĕрле пулса иртнĕ юнлă ĕçсем çинчен пĕлетĕн-и?» — ыйтнă вăл Михаларан. «Пĕлтерчĕç...» — алăк урати урлă каçичченех систернĕ лешĕ. «Куçман тăшманĕсем ялта лăк туллиех тенине илтсеччĕ эпĕ. Чăнах-и ку?» Михала куçне хĕскелесе илнĕ: «Сахал мар тесе шутлатăп...» «Куçмана нумай çула хупса лартнă ĕнтĕ. Ĕçе татах та йывăрлатмалла. Куçма айăпĕ Укахвие те пырса лекмелле. Путакан çын улăм пĕрчинчен те пулин тытса çăлăнасшăн тет. Укахвие те çавнашкал «улăм пĕрчи» тупса памалла. Ан тив, упăшки туса хунă хăрушă инкеке кăштах та пулин сирсе яма тăрăштăр вăл. Следовательсем киличчен ку шухăша часрах çул парасчĕ...»

Çтаппан Иванч çирĕп шухăш тытнă: «Куçма çемйине ялтан кăларса яма май тупасчĕ. Мĕнле шутлатăн эсĕ?» Михала чылайччен чĕнмесĕр ларать. Унтан çапла каласа хурать: «Ку ĕçе йăпăр-япăр тума май килмĕ çав. Малтан ял общинин килĕшĕвĕ, кайран суд приговорĕ кирлĕ. Анчах пĕр япалана ăнланса илейместĕп эпĕ: çакнашкал пăтăрмахра мĕн усси тупăн эсĕ?» Çтаппан Иванч чеен кулкаласа илнĕ те юлашкинчен хăй шухăшне пĕлтернĕ: «Санран пытарса тăрасшăн мар эпĕ хамăн ĕмĕте. Манăн пуçра пĕр шухăш йăва çавăрма тытăннă-ха. Пĕлтĕр пысăк хур турĕ мана путсĕр Куçма. Çавăнпа ниепле каçару та пулма пултараймасть. Хăйне этап çулĕпе ăсатсан çемйине те ялтан кăларса ярасчĕ. Унăн çĕрне община урлă хам алла илес тетĕп. Çĕрĕ пĕчĕк мар. Ăна община урлă хам çине куçарсан манăн хуçалăх татах та пысăкланмалла. Виçĕ ят çĕре ял общининчен укçа тӳлесе илсен пайтах услам кĕрĕ ман алла. Çавăн çинчен шутласа пăх-ха?»

Малалла

Хĕр тăхăм


Хамăн несĕлсен мĕлки çук манăн,

хамăр йăхăн кĕнеки те çук.

Мĕн тесе пире халал каланă,

пурăнăçĕ — паллă мар ку чух.

 

Кăкăрта, туятăп, пăхăнмасăр

шав тапать-мĕн йӳркĕн çын чĕри.

ыйхăма та канăçлăх памасăр

вăл хистет пулма усал чури.

 

Шур сурпанлă, пурçăн шăлаварлă

хура куçлă ман мăн асаннем

ют арпа, тен, пулнă та каварлă,

тарнă-тăр таçта çĕрле вĕсем.

 

Ут ури сасси ян кайнă пулĕ

Дунайçи тӳремĕ тăршшĕпе.

Çăлăннă хĕçрен вĕсен кун-çулĕ,

тен, çилсем йĕрне хупланипе.

 

Çавăнпа-тăр эпĕ юрататăп

куçăм виçейми çеçен хире,

пушă çапнине юртан ута та, —

ирĕк сасă юхĕ инçетре.

 

Чееленĕп, кĕрĕп çылăха та,

тен, пуçа çухатăп çул çинче —

эп несĕлсене йăлтах хыватăп,

çав юнах вылять чун таппинче.

■ Страницăсем: 1... 603 604 605 606 607 608 609 610 611 ... 796