Хапăлласа кĕтсе илетпĕр

 

Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та, уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.

Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.

 

Кĕнекесем

Пулать-çке пурнăçраЙăмраллă ялКăвайт çутисемÇут пайăркаКайăк тусĕКулăш кустăрмиЮманлăхра çапла пулнă

Чӗкеҫ


Лупас айне

Йăва тăвать тăмран,

Чĕпписене

Сыхлать хурчăкаран.

 

Хӳри çинçе,

Ик вĕçлĕ — хачă пек.

Пĕве çинче

Вĕçет вăл кунĕпех.

 

Тăраниччен

Çисен чĕппи йĕмест,

Каç пуличчен

Вĕçет, ĕçлет чĕкеç.

Шӑнкӑрч


Шăнкăрч халĕ юрламасть,

Юрлама та юрамасть:

Пысăк-çке çемйи ытла та,

Чĕпписем апат ыйтаççĕ,

Çăварне карса лараççĕ,

Амăшне кĕтсе шавлаççĕ.

 

Шăнкăрч вĕçĕмсĕр вĕçет,

Канăçа пĕлми ĕçлет,

Пахчара тупать кăпшанкă,

Хурт шырать —

Курсан вут-шанкă.

Уй-хире çитме васкать вал,

Йăвине ăман тултать вăл.

Ватăлас килнĕрен ватăлмастпăр...


Ватăлас килнĕрен ватăлмастпăр,

Ватăлатпăр çапла кирлĕрен.

Эпир çеç çакнашкал пурăнмастпăр, —

Çапла пулнă ку сĕм ĕлĕкрен.

 

Эпир çеç-и, тусем ватăлаççĕ!..

Ватăлаççĕ лаштра юмансем!..

Çăлкуçсем те тапма пăрахаççĕ

Ерипен, — вăйĕ-халĕ çĕтсен...

 

Яланах çак Хĕвел те хĕмленмĕ...

Тиветех çакăнпа килĕшме.

Ялан пулмĕ вĕри ун хĕлхемĕ...

Пăрахать çак Хĕвел те çиçме...

 

Ватăлас килнĕрен ватăлмастпăр,

Ватăлатпăр çапла кирлĕрен...

Шăпана пурпĕрех ятламастпăр,

Тав тăватпăр кăна чĕререн!

 

06.10.21

Саншӑн чунӑм та шел мар


Кăнтăрла иртнĕ пулин те Нинăн вырăн çинчен тăрас килмерĕ. Кĕр çывхарса килнĕ май хваттерте сивĕ. Çамрăк хĕрарăм ниепле те хăйне ăшă вырăнпа уйрăлма хистеймерĕ. Сехечĕ çине пăхса илчĕ те чӳречерен кĕрекен çутă питрен ан çутаттăр тесе утиялпа пуç çийĕнченех витĕнсе выртрĕ. Çук, çывăрасси килмерĕ ун. Пуçра тĕрлĕрен шухăш явăнчĕ. Юратать Нина пĕчченлĕхе. Шухăш шăрçине никам та татмасть. Акă ачалăх кунĕсем куç умĕнче. Савăнмалли, ырăпа аса илмелли сахал кунта. Ашшĕ-амăшĕ камне те пĕлмест вăл. Пĕр пилĕк хутлă çурт умĕнче тупнă ăна, анчах çуралнăскере. Ырă çынсем милици уйрăмне шăнкăравласа хĕрачана вилĕмрен çăлса хăварнă, ачасен çуртне леçнĕ. Вăтам шкул пĕтерсен Нина Чăваш педагогика институтне вĕренме кĕчĕ. Çăмăлах пулмарĕ ăна малтанлăха. Укçа-тенкĕ енчен те хĕсĕкрехчĕ. Шăпах тата вăл вĕренме кĕнĕ çул çĕршывра пăтрашу пуçланчĕ, хаксем ӳссе кайрĕç. Нинăна интернатран паракан укçа çитми пулчĕ. Ĕçе вырнаçас тесе те шутланăччĕ вăл. Анчах çĕршывра ĕçсĕрлĕх хуçаланнă чухне студентсене никам та ĕçе илесшĕн пулмарĕ. Шăп çавăн чухне паллашрĕ те вăл Мишăпа. Канмалли кунсенче общежитинче ларма кичем тесе ăна юлташ хĕрĕ, Вера, хăйсен ялне хăнана илсе кайрĕ. Каçхине хĕрсем клуба тухрĕç.

Малалла

Мулкач


Тĕмеске те тунката

Нимĕн те мар мулкача.

Карта урлă ялт сикет,

Кĕрет каять пахчана.

Пахча тулли купăста

Тĕлĕнтерет мулкача.

Купăстийĕн пуçĕсем

Шап-шурă та сарлака.

Хăшне çыртса пăхам-ши?

Хăшне татса каям-ши?

Куршанак


Ма мана

Курсанах

Çыпçăнан,

Куршанак?

 

Хулана

Хăнана

Эс пырсан

Мĕн тăван?

 

Хулара

Хупахран

Шĕлепке

Кам çĕлет?

 

Санпалан

Çумăртан

Сыхланма

Кам пĕлет?

Кушак


Кушак мана куçне хĕсет,

Апат пĕçернине сисет.

Ялан пулмасть çисе какай,

Шăши çинчен манса ан кай.

Ура çумне те сĕртĕнет.

Пур — пар, пур — пар теме пĕлет.

Хăйне вăл мĕскĕне хурать.

Куçран пăхса апат ыйтать.

Сĕтпе пĕçернĕ вир пăтти

Сана юрать-ши, йăпăлти?

Вир акрӑм


Кăмака çине вир акрăм,

Юрла-юрла ӳстертĕм.

Хăмăлĕ пулчĕ вăрман пек,

Шерепийĕ — тухья пек.

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?..


Шупашкартан Элĕке çӳрекен юлашки автобуспа яла таврăнакан Тамара таврана каçхи сĕм çапнине сăнаса пынă май самаях пăшăрханчĕ. Автобус çинчен ансан яла çитиччен тепĕр çичĕ çухрăм вăрман витĕр утмалла. Тамара вара кăнтăр кунĕнче те вăрманта пĕччен çӳреме шикленет. Çавăнпа та çул çинче çынсем автобуса чарма алă çĕкленине курмассерен хĕр чĕри пăлханса тапать, вĕсем хушшинче хăйсен ялĕнчисене шырать.

Тамара Петрова университетра историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче вĕренет. Вăл йăрăс пӳллĕ те çаврака питлĕ хĕр, хулăн та вăрăм хура çӳçне пуçĕ тавра кăшăл туса çыхма юратать.

— Элĕке çитрĕмĕр! Анăр камăн анмалла, пирĕн инçе каймалла, — автобус вокзал умне çитсе чарăнсан шӳтлерĕ шофер.

Пурте çывăх кунта Тамарăна; вăл кăшт авăнарах тăракан куç харшисем айĕнчи кăвак куçĕсемпе кивĕ вокзал çуртне тинкерчĕ, тавралла ларса тухнă кивĕ пӳртсем ăна ачалăха аса илтерчĕç. Вокзалран анаталла вырнаçнă урампа кăшт утсан — вĕсен аякри тăванĕ пурăнакан çурт. Унта çĕр выртма та шутларĕ хĕр. Анчах Эрхип куккăшĕн ывăлĕ вилсен инкĕшĕ тепре качча тухнине аса илчĕ те алăри дипломатне çирĕп чăмăртаса Кивкасалла утрĕ.

Малалла

Митюк


Митюк тухрĕ урама,

Хăй шăхличĕ шăхăртать:

Тӳрӳ-тӳрӳ! Ти-ти-ти!

Хăй шăхличĕ шăхăртать.

 

Митюк пĕлĕте пăхать,

Ай, мĕскер унта кĕрлет:

Тӳрӳ-тӳрӳ! Ти-ти-ти!

Ай, мĕскер унта кĕрлет?

 

Акă курчĕ, тĕлĕнет:

Унта самолет кĕрлет.

Тӳрӳ-тӳрӳ! Ти-ти-ти!

Унта самолет кĕрлет.

 

Хăвăртрах эпир ӳсер,

Летчиксем пулса вĕçер.

Тӳрӳ-тӳрӳ! Ти-ти-ти!

Летчиксем пулса вĕçер.

■ Страницăсем: 1... 60 61 62 63 64 65 66 67 68 ... 796