Хапăлласа кĕтсе илетпĕр
Ку сайтра эсир чăвашла çырнă хайлавсене тупма пултаратăр. Пур
хайлава та авторĕ, çырнă çул тăрăх çăмăллăн тупма пулать. Ку архива
ятарласа хатĕрленĕ — сире килĕшекен хайлавсене эсир ку сайтра та,
уйрăммăн уçласа илсе те вулама пултаратăр.
Пӗлме: хайлавсем вырнаҫтармалли йӗрке.
Парăр-ха мана чăваш пулмашкăн!
Нимĕн те тек кирлĕ мар мана!
Çуралман эп халăха сутмашкăн,
Тикĕтпе варалама чуна!
Парăр-ха мана чăваш пулмашкăн!
Çакна çеç ыйтатăп эп сиртен!
Хам Çулпа эп Мал Енне утасшăн,
Вăй-хăват илсе Тăван Çĕртен.
Парăр-ха мана чăваш пулмашкăн,
Хам куçпа курмашкăн Тĕнчене!
Чăвашла эп юрă шăратасшăн
Саламланă чух Çăлтăрсене!
Эп — Чăваш! Чăваш пулса вилетĕп!
Хăп, тархасшăн, пур йăх-ях манран!..
Çуралман эп халăха сутмашкăн,
Култармашкăн çич юта хамран!
09.11.21
Шăхăрса çил вăратнă кĕр каçĕ
Кăтралатрĕ çут Атăл хумне.
Пахчара çулçăсем тăкăнаççĕ
Хурçă тĕслĕ чул палăк умне.
Канлĕ пултăр, туссем, сирĕн ыйхă:
Сирĕн хĕрлĕ ялавăр çӳлте.
Пурнăç мирлĕ. Хурал пирĕн сыхă.
Тăшмансем пулас çук ку тĕлте.
Юлашки хут кĕçĕр тĕл пулатпăр
Туссемпе çут Атăл хĕрринче.
Ирхине ирех çула тухатпăр
Çеçенхир енне — инçе-инçе.
Уçă çил юрлатăр çăмăл юрă,
Йăмрасем ал çупчăр пирĕнпе.
Ырантан пуçланĕ пурнăç урăх,
Çухрăмсем вĕлтлетĕç пинĕпе.
Вĕç-хĕррисĕр тулăх Çĕпĕр хирĕ
Кашласа кĕтет пуль хунавра.
Ĕç çинче ятсем чапланччăр пирĕн,
Ятсене асилччĕр Мускавра.
Тĕнчере çак канăçлă кун-çулшăн
Чĕресем тапаççĕ ахаль мар.
Çĕршыва мухтав кӳрен тырпулшăн
Ĕçлеме, çар пек, тухатпăр кар.
Чылай çулсем ĕлĕкрех Каçан Танили хăйĕн путсĕр чăхăмçă лашине сутас тесе Юхма пасарне çавăтса кайнă. Хăй вăл лашине пĕр сумлăх хака та хуман, анчах тепĕр лаша тата лайăххине туянас тесен, унăн çав çĕр çăтман лашинех ырă йăлаллă выльăх хакĕпе сутмалла пулнă. Хăйне ăçта тата мĕнле сăлтавпа ертсе кайнине пĕлмен лаши пур-çукшăнах чарăнса, пĕр вырăнта кукалесе тăнă, каялла туртăннă, ун пек чухне Таниле ăна çĕр çинчи чи усал сăмахсемпе вăрçса ылханнă, пасара çитсен мĕнле те пулин меслетпе алăран вĕçертсе яма ĕмĕтленнĕ.
Пасарта пĕр вăхăт хушши тăнă хыççăн Таниле патне те тĕрлĕрен çынсем пыма, сăнĕ-кĕлеткипе ĕретлех курăнакан лашана хак пама пуçланă.
— Нушаран çеç сутатăп, ахаль пулсан ку лашана эпĕ йĕкĕр ывăç ылтăншăн та парас çук, — тенĕ Таниле, пăшăрханнă пек пулса.
Сăмах майĕпе хăй Нĕркеç ялĕ çынни пулни çинчен пĕлтерекен пĕр хресчен Танилепе хĕрсех хаклашма тытăннă.
— Кĕлетки тӳрккесрех тата ватăлас еннелле сулăннă, хаклăрах ыйтатăн, — тенĕ вăл.
— Эсĕ унăн тӳрккесе ăçтине пĕлместĕн-ха, — тесе шутланă Таниле хăйĕн ăшĕнче, анчах çине тăрса калаçакан çынна вăл алăран вĕçертесшĕн пулман. — Кĕлеткине ан пăх эсĕ, ĕçпе çавăн пек пулнă вăл, — тенĕ вăл — лав çине хĕрĕх пăт тие те, юрласа çеç пыр!
Малалла
Хама хам шухăшлама чаратăп.
Кун пек чух кăштах çăмăлтарах.
Тĕнчене çавах эп çĕнетеймĕп.
Нимĕн те килмест манран çавах.
Пур-и эп, е çук-и, — тухĕ пурпĕр
Кĕçĕр уйăх, хĕмленсе-çиçсе.
Ку манран килмест пачах — пĕлетĕп.
Çăмăлрах кăштах, çакна пĕлсен.
Çу иртсессĕн, кĕр, ак, килсе çитĕ,
Ерипен çаралĕç вăрмансем.
Ку манран килмест пачах — пĕлетĕп.
Çăмăлрах кăштах, çакна пĕлсен.
Ырăпа усал вăйне виçеççĕ,
Шеллемесĕр пĕртте пĕр-пĕрне.
Ку манран килмест пачах — пĕлетĕп,
Хам вара шеллетĕп ыррине...
Хама хам шухăшлама чаратăп.
Çук усси шухăшланин çавах.
Çамрăк чух нумай эп шухăшланă,
Ăнланма хăтланнă эп йăлтах.
Мĕн ăнлантăм эп?.. Çакна ăнлантăм:
Тапнă чух чĕрӳ, — пурăнмалла.
Утассу килет-и сан, е çук-и, —
Утнă чух уру, — сан утмалла.
Уйăх кĕçĕр сансăр та хĕмленĕ.
Çу иртсен, кĕр çитĕ сансăрах...
Сан вара пурăнмалла, тăванăм!
Сан вара — пурăнмалла анчах!
Сĕен пике минарĕ çичĕ ярăм
Ларать Хусан хулин чи варринче, —
Тесе пĕрре те эпĕ пуç таймарăм,
Чĕрем выртмасть аваллăх аллинче.
Шупашкарти пекех çӳретĕп эпĕ,
Тутарăн, вырăсăн, марин тата
Чăвашăн пур пĕр пек чыспа хисепĕ,
Чĕлхи те пĕр пекех янрать кунта.
Кунта Шелепипе пĕрле Ашмарин
Екки ярса калаçнă çĕрсенче
Çӳренĕ чух Тукай асран каймарĕ,
Хади Такташ сăвви чĕлхе çинче.
Тĕнче пек пысăк шухăшăн гиганчĕ —
Çап-çамрăк Ленин пурăннă çурта
Пăхса туятăп эпĕ: ун хăвачĕ,
Сасси, сăнарĕ юлнă пек кунта.
Çулпуç утса пынин сасси те шавĕ
Усраннă пек кунти чулсем çинче,
Туйса пыратăп йывăçсен чаршавĕ
Витсе тăран хула урамĕнче.
Паян тутарăн, вырăсăн, чăвашăн
Ачисене пурне те пĕр тăван, —
Тесе чăнах та ленинла ачашшăн
Кĕтсе илет совет хули — Хусан.
Хансен аваллăхĕн суя халапĕ
Янрамĕ манăн сăвă йĕркинче.
Хусан хули çине пăхмастăп эпĕ
Сĕен пике минарĕ тăрринчен.
Малалла
Лайăхчĕ мана утма
Ирхине яка çулпа.
Килчĕ тухрĕ ман умма
Пĕр чипер хĕр сукмакпа.
Ун çинчен те кун çинчен
Калаçса пырсан-пырсан,
Тепĕр пусă хушшинчен
Сукмак тухрĕ ăнсăртран.
Хĕр юратнă пек темле
Пăхрĕ çырă куçĕпе,
Утрĕ Атăл еннелле
Ансăр çеç сукмакĕпе.
Тарăн тулă пуссине
Кăвакарчăн пек кăвак
Пурçăн тутăр путнине
Курса юлтăм эп пăртак.
— Калăр халĕ ятăра, —
Темеллеччĕ, астуман.
Çамрăк пуç юратура,
Эх, айван иккен, айван!..
Икĕ авăк куçхарши
Халь те куçăм умĕнче.
Мĕншĕн иккĕ пулчĕ-ши
Хĕр сукмакĕ çул çинче?
Савнă тусăм, эс каллех
Чуптăватăн тĕлĕкре.
Пĕрле чух хам ахалех
Хăяйман-мĕн ĕлĕкрех.
Ман умра халь — Енисей,
Эс манран инçе, инçе...
Хумханать пуль анлă Атăл.
Тунсăхлатăн пуль кĕтсе.
Ăшă çырусем çыратăн,
Йăпатса та илĕртсе.
Эс мана аса килсессĕн,
Эп çунатăп çулăмпах:
Ху патна туртатăн эсĕ
Шĕл-кăварлă туйăмпа.
Мĕншĕн-ха асапланатпăр,
Юратсассан пĕр-пĕрне?
Ырă тĕлĕк пурнăçлантăр:
Кил часрах, пулар пĕрле.
Çутăлать...
Шăппан-шăппăн хĕвел вăранать:
Хĕмленсе-ялкăшса çĕкленет;
Ялтăран сывлăмпа çăвăнать,
Тӳпене сапалать шевлине.
Таврана йăл! пăхса çутатать,
Чуптăвать мăн вăрман кăтрине,
Çĕмĕрте киленсех ачашлать,
Йăлтăр-йăлтар анать шыв хĕрне.
Сĕт пек шурă тĕтре явăнать
Телĕрен юханшыв çийĕпе:
Явăнать,
шĕвелет,
арканать, —
Çухалать варкăш уçа çилпе.
Хӳхĕм тулă хуллен хумханать, —
Çийĕнче кĕмĕл сывлăм çунать,
Такама пуç тайса саламлать,
Хăй патне йыхăрать вăл чуна.
Ывăнма та пĕлмест-çке тăри, —
Юррипе янратать улăха.
Пĕр чăмать те çĕре вăл юри,
Тӳпене çиçĕмле улăхать.
Вĕçсе кайрĕ чĕкеçĕ таçта, —
Çырмара-иç вылять, шыв ĕçет.
Вăрманта, ав, куккук авăтать...
Юрă, юрă таçтан та килет!
Çутăлать...
Юрăпа ĕçлĕ ир пуçланать.
Чугун çул вокзалĕ умĕнче икĕ çамрăк çын тĕл пулчĕç. Пĕри, варăм пӳ-силлĕскер, чăпар кĕпе тăхăннă, хура çинче шурă йăрăмлă галстук çакнă, лăпсăрккарах кăтра çӳçлĕ, пӳ-сине кура тăрăхларах пит-куçлă çын. Унпа юнашар кăвак костюм тăхăннă, плащне сылтăм хулĕ çине çакнă, сулахай аллипе вăтам чемодан йăтнă лутрарах çын тĕлĕнерех пăхса тăрать.
— Сымокаев, Петенька, Петруха, мур сĕтĕрсе килесшĕ, миçе çул, миçе хĕл! — тет чăпар кепелли, çумĕнчи çынна мăйран ыталаса илсе.
— Манман, манман, — лăпкă сасăпа ответлет Петенька-Петруха, — нумай пулать курманни, чăн, анчах ăсра çивчĕ тытса тăратăн иккен.
— Мĕнле ашак сĕтĕрсе килчĕ сана? — тата хытă чăмăртать чăпар кĕпелли. — Ну, ун çинчен кайран, кайран, а халĕ ман пата!
— Чим-ха, мĕнле вăл тӳрех сан патна? Калаçса татăлма вăхăт пар, Софрошка, — аран-аран вĕçерĕнсе каять лешĕ Софрошка хулĕнчен.
— Фу, тамăк хуранĕнчи пек пăчă, — тет чăпар кепе, — ну, мĕн пăхса тăмалли пур. Айда тӳрех ман пата.
Автобус умĕнче çынсем черет тăрса кайнă, майĕпен пĕрин хыççăн тепри кĕрсе лараççĕ.
Софрошка Петенька-Петрухăна малтан автобус алăкĕ патне сĕтĕрсе пырать, ăна çынсем хушшинчен сарлака чемодан пек хĕссе кĕртет, лешĕ, икĕ аякне икĕ енчен мăка кусарпа чышнă пек, хыттăн ахлатса ярать, унтан Софрошка хăй хирĕнсе кĕрсе ларать. Çавнашкал пуçтахланса кĕнĕшĕн пĕри тарăхса ятлаçать, тепри сиввĕн пăхса ӳпкелешет, анчах Софрошкăн хăлхисем кун пек чухне, хăвăл юман шăтăкĕ пекех, нимĕн те илтмеççĕ мĕн. Çынсем ятлаçнă май вăл автобус кантăкĕ çинелле пăхса шик-шик шăхăрса пырать.
Малалла
■ Страницăсем: 1... 63 64 65 66 67 68 69 70 71 ... 796
|
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...